Чӑваш Енре хӗрарӑмӑн прокуратурӑранах пулӑшу ыйтма тивнӗ. Унӑн ачине, сусӑра, ятарлӑ кӳмепе тивӗҫтермен. Вӑл вара реабилитаци программи витӗр тухма кирлӗ пулнӑ.
Амӑшӗ кӳмене кӗтсе илеймен. Ӑна туянма сертификат та паман. Ку ӗҫе прокуратура тишкернӗ. Кун хыҫҫӑн ведомство Пенси тата социаллӑ страхлав фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн кӑна хӗрарӑма ачи валли кӳме туянма сертификат панӑ.
Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Национальное достояние – 2023» (чӑв. Наци пуянлӑхӗ — 2023) Пӗтӗм тӗнчери телевидени конкурс-фестивалӗнче лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ.
Конкурсӑн финалӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ. Конкурса хутшӑнакансене Мускаври профессиллӗ тӳресем хакланӑ.
Конкурса хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан тата ют ҫӗршывсенчен хутшӑннӑ.
Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Ӳнер тата декораципе прикладной пултарулӑх» номинацире хӑйсен тантӑшӗсен хушшинче I степеньлӗ лауреат ятне тата кубока ҫӗнсе илнӗ.
Ольга Крайкина тата Валентина Морышкина сусӑр ачасем Татьяна Афанасьевӑпа Татьяна Харитонова педагогсем ертсе пынипе чӑваш пуканисене ӑсталанӑ, конкурса ҫавӑнпа хутшӑннӑ.
Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурине сусӑр ачана кирлӗ препаратсемпе тивӗҫтерменни пирки ҫӑхав ҫитнӗ. Ачана кашни кун инсулин ямалли йӗп тата юнри глюкоза шайне тӗрӗслемелли тест кирлӗ. Анчах ӑна вӗсемпе тивӗҫтермен.
Прокуратура тӗрӗслев пуҫарсан пӑр вырӑнтан тапраннӑ. Ведомство Хулари ача-пӑча клиники тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ачан пӗтӗм препарат пур.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан пӗр инвалида эмел паман. Тӳлевсӗр препаратсемпе районти пульницӑн тивӗҫтерсе тӑмалла пулнӑ. Инвалид чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе нушаланнӑ, вӑл эмелсӗр пурӑнайман.
Етӗрне районӗнчи тӗп пульница чирлӗ пациента кӑҫал темиҫе хутчен те эмелпе тивӗҫтермен. Ҫавна пӗлсен прокуратура сывлӑх сиплев учрежденийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ, тӗп врач тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Инвалида яваплисем тинех кирлӗ эмелсене тӳлевсӗр панӑ.
Ҫӗмӗрлере икӗ хӗрарӑм сусӑр ачасене савӑнтарса ҫӳренӗ. Вӗсем Наташӑпа Галина кинемейсем.
ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинемейсем сусӑр ачасене юмах кӑтартнӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ.
Вӗсем пӗчӗкскерсене хӑйсем ҫыхнӑ нускисене, шӑккалат парнеленӗ.
"Кирек мӗнле ҫын та тимлӗх уйӑрма пултарать. Сусӑрсем ҫынпа сахалрах хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан сусӑрсене те кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пулӑшу кирлӗ", - ҫапла палӑртнӑ тивӗҫлӗ канури кинемейсем.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрачана куҫӗ начар курнӑран ишме ҫӳреме хӗсӗрленӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче иртнӗ йышӑнура калаҫу пулса иртнӗ.
Унта сусӑр ачан амӑшӗ тата тренерӗ пынӑ. Хӗрача ишессипе тренировкӑсене ҫӳрет иккен. Ҫак енӗпе вӑл юлашки тӑватӑ ҫул тӑрӑшать. Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсемпе чемпионачӗсенче те вӑл пӗрре кӑна мар палӑрнӑ. Анчах ача тренировкӑсене ҫӳрекен вӗренӳ заведенийӗсенче педагогсемпе тренерсем хӗсӗрлеме хӑтланнӑ.
Йышӑнӑва тӗрлӗ шайри тӳре-шарана чӗнсе илнӗ. Ҫав шутра вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, спорт министрӗ Василий Петров, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Ачана хулари спорт комплексӗсенчен пӗрне тӳлевсӗр ҫӳретме калаҫса татӑлнӑ. Чӑваш Енри Следстви управленийӗ сусӑр ачапа ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче парабадминтонистсем ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатне килсен Шупашкарти «Раҫҫей» хӑна ҫуртне кӳмепе кӗреймен. Унта ятарлӑ пандус ытлашши чӑнкӑ пулнӑ. Ҫавна май прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫак ҫитменлӗхе пӗтермелле тесе представлени ҫырнӑ. Ведомство хӑна ҫурчӗн хуҫи сусӑрсене ҫӳремелли пандуссемпе тытӑнмаллисене хатӗрлеменнине ҫирӗплетнӗ.
Хальхи вӑхӑтра хӑна ҫуртӗнче ҫак ҫитменлӗхсене пӗтернӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейин пӗчӗк залӗнче Татьяна Иванова художникӑн «Я так вижу…» (чӑв. Эп ҫапла куратӑп...) дебютлӑ куравӗ уҫӑлнӑ.
Татьяна Иванова 1980 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Ачаранах хитре ӳкерекенскер шкул хыҫҫӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне, художествӑпа графика факультетне, вӗренме кӗнӗ. Унӑн педагогӗсем чӑннипех пысӑк ӑстасем: Николай Егоров, Владимир Серов, Ревель Фёдоров — пулнӑ.
Пӗр вӑхӑтра дизайнерта ӗҫленӗ хӗрӗн куҫ кураслӑхӗ чакса пынӑран юратнӑ ӗҫне пӑрахма тивнӗ. Халӗ вӑл 20 процент таран ҫеҫ курать. Апла пулин те ӳкерме пӑрахман — «Арт Ч» изостудие ҫӳрет.
Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Красноармейски салинче кӑнтӑр кунӗнчех 1-мӗш ушкӑнри сусӑра палламан хӗрарӑм тапӑннӑ. Ку Степанов урамӗнчи пӗр ҫурт подъездӗнче пулса иртнӗ.
Хайхи палламан хӗрарӑм сусӑрӑн ылтӑн сӑнчӑрӗпе хӗресне татса вӑрласа тарнӑ. Шӑв-шава илтсе инҫех мар ӗҫлекен хӗрарӑм чупса пынӑ. Мӗн пулса иртнине пӗлсен ҫав ҫын хыҫҫӑн чупнӑ, полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Йерке хуралҫисем ҫак хӗрарӑм вӑхӑтра пулӑшнипе палламан ҫынна часах тытса чарнӑ. Вӑл – 32 ҫулти хӗрарӑм, унччен судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑскер. Хальхинче те унӑн явап тытма тивӗ.
39 ҫулти арҫын сусӑр ачишӗн алимент тӳлеме шухӑшламан та. Унӑн уйӑхсерен 6,4 пин тенке яхӑн куҫарса тӑмалла пулнӑ. Анчах ҫакна вӑл пурнӑҫламан – парӑм 1 миллион тенке ҫитнӗ.
Приставсем ҫав арҫынна шыраса тупнӑ. Халӗ унӑн решетке хыҫӗнче 2 эрне ирттерес хӑрушлӑх пур. Ӑна парӑмӗшӗн темиҫе хутчен те ӗҫлеттернӗ, административлӑ майпа арестленӗ, уголовлӑ майпа темиҫе хутчен явап тыттарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлесси пирки шутламан.
Халӗ ҫав арҫынна 2 ҫуллӑха тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |