Пултарулӑх енӗпе ӑнӑҫу тӑвакан Чӑваш Енре пурӑнакан сусӑрсен «Филантроп» пӗтӗм тӗнчери премие ҫӗнсе илес шанчӑк пур.
Ун пек конкурса пуҫласа 2000 ҫулта ирттернӗ. Ӑна 2 ҫулта пӗрре йӗркелеҫҫӗ. Ҫак ҫулсенче унта 36 ҫӗршыври тата ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнчи 10 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Премие пурӗ 470 ҫын тивӗҫнӗ.
«Филантроп» премие ӑслӑлӑхпа техника, вӗрентӳ, культура, литература тата ӳнер енӗпе палӑрнисем хутшӑнаяҫҫӗ.
Сусӑра тӳлевсӗр эмел паман. Прокуратура тӗрӗслев ирттерсен ҫеҫ ӑна кирлӗ препаратсемпе тивӗҫтернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫын – виҫҫӗмӗш ушкӑнри сусӑр, ӑна паташалӑхран социаллӑ пулӑшу илме пултаракан ҫынсен регистрсен кӗртнӗ. Тӗслӗхрен, ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех «Иммуноглобулинпа» тивӗҫтермелле. Анчах вӑл ӑна кӑҫал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче илеймен.
Заявка пулсан та ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви эмеле туянман, аналогпа тивӗҫтерессипе те мерӑсем йышӑнман. Прокуратура министерство тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Сусӑра халӗ эмелпе тивӗҫтернӗ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑр хӗрачана пӗр талӑк шыранӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 16 сехетре ҫухалнӑ. Вӗсем урамра асламӑшӗпе /е кукамӑшӗпе/ уҫӑлса ҫӳренӗ. Тӑрук хӗрача унран тарнӑ.
Хӗрачана йӗрке хуралҫисем кӑна мар, нимеҫӗсем те шыранӑ. Ӑна пӗр талӑкран ҫеҫ тупнӑ.
Ирхине Шупашкар еннелле каякан водитель ҫул хӗрринче хӗрача ларнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Хӗрачана пульницӑна вырнаҫтарнӑ. Унӑн кӑмӑлне лӑплантармалла.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрача тӗлӗшпе нимӗнле преступлени те туман.
Кӑшӑлвирус ҫӗнӗ вӑйпа сарӑлма тӑтӑннӑран социаллӑ пулӑшу паракан учрежденисем изоляци режимӗпе ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта ӗҫлекенсем икӗ эрне хупӑ режимпа ӗҫлӗҫ, ниҫта та тухса ҫӳремӗҫ.
ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 6 психоневрологи интерначӗ, 1 ача ҫурчӗ, 3 ваттисен тата сусӑрсен ҫурчӗ, социаллӑ пулӑшу паракан 7 стационар уйрӑмӗ ҫак режимпа ӗҫлӗ. Пӗтӗмпе – 17 учреждени. Унти ӗҫченсем ӗҫе кӗриччен ПЦР-тест панӑ.
Изоляци режимӗпе ӗҫлекенсене ятарлӑ тӳлев парӗҫ.
Шупашкар хулинчи Р. Зорге урамӗнче пурӑнакан пӗрремӗш ушкӑн инваличӗсене почтальонсем иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ пенси киле пырса памаҫҫӗ. Ҫапларах хыпарланӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Подслушано Чебоксары» (чӑв. Шупашкарта итленӗ) халӑх ушкӑнӗнче.
Почта уйрӑмӗнче ӗҫлекенсем вӑл адреспа кайма почтальон ҫук тесе калаҫҫӗ-мӗн. Куҫ курманран инвалида тухнисем те килте пенси илеймеҫҫӗ-имӗш. Вӗсен Кӑнтӑр поселокӗнчи пасар ҫумӗнчи почта уйрӑмне кайма тивет. «Ку вӑл сусӑрсемпе пенсионерсенчен тӑрӑхлани мар-и?», — тесе ҫырнӑ эпир маларах асӑннӑ ушкӑнра.
ХУШСА КАЛАНИ
Ҫак материала сайтра пичетленӗ хыҫҫӑн РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗнчен Ирина Павлова пресс-секретарь шӑрҫаланӑ хурава илтӗмӗр.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тӗслӗхре пенсие вӑхӑтра ҫитерессишӗн почта яваплӑ, графика епле пурнӑҫланине Пенси фончӗ тӗрӗслеме пултарать. Паян планпа пӑхман ҫавӑн пек тӗрӗслев ирттернӗ. Почта уйрамӗнче пенси парас вӑхӑта пӑсман.
Ыйту пулсан пенсионерсене РФ Пенси фончӗн хӗрӳ линийӗпе 88006000485 телефонпа ҫыхӑнма сӗннӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Горький проспектӗнче сусӑр каччӑ киле лавккаран таврӑннӑ. 3-мӗш ушкӑнри сусӑр патне палламан икӗ арҫын пынӑ.
Хайхискерсем унӑн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ӑна тапӑннӑ, унӑн телефонне туртса илнӗ. Каччӑ кун пирки полицие тӳрех пӗлтернӗ.
Ҫакӑ палӑрнӑ: телефона вӑрланӑ 24-ри тата 35 ҫулти арҫынсем унччен те судпа айӑпланнӑ. Кӗҫех вӗсен телефон вӑрланӑшӑн та суд сакки ҫине ларма тивӗ.
Сусӑра вара телефона тавӑрса панӑ.
Шупашкарта кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче иртен-ҫӳрен чӳречерен плакат ҫакӑнса тӑнине курнӑ. Унта «Ҫынсем, ҫӑкӑрпа пулӑшӑр» (выр. «Люди, помогите хлебом») тесе ҫырнӑ.
Ҫакна курсан ҫав ҫын патне полицейскисем те ҫитнӗ. Ҫав хваттерте пурӑнакан ҫынна чӑннипех те пулӑшу кирлӗ иккен. Ҫынсем каланӑ тарӑх, вӑл 50 ҫултан аслӑрах курӑнать. Ӑна тин кӑна пульницӑран киле янӑ. Арҫын хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймест.
«Про Город» хаҫат сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, сусӑра пулӑшакансем тупӑннӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫӑкӑр, ҫимеллисем илсе пырса панӑ.
Чӑваш Енри ветерансем сывлӑха «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче ҫирӗплетӗҫ. Асӑннӑ центр аслӑ ҫулхисемпе сусӑрсене йышӑнать.
Ветерансем паянтан пуҫласа пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗччен 18 кунлӑх курсра пулӗҫ.
«Вега» центрта канма ирӗк пуррисен категорине ҫак йыш кӗрет: вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылhа ӗҫленисем; ӗҫ ветеранӗсем; политика репрессине лекнӗ, кайран реабилитациленнисем; сусӑрсем; ватлӑха пула пенси илекен пенсионерсем.
«Вега» центра лекес тесен Чӑваш Республикин «Социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен центрӗ» хысна учрежденине заявлени ҫырса памалла. Кунсӑр пуҫне паспорт копийӗ, сывлӑх пирки тухтӑрсем панӑ справка, ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма ирӗк пуррине ҫирӗплетекен справка, полис, сусӑрсен хӑйсен статусне ҫирӗплетекен справка тӑратмалла.
Путевкӑна юлашки икӗ ҫулта «Вегӑра» канманнисене параҫҫӗ.
Ставрополь крайӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫынна судпа айӑпланӑ. Вӑл унччен те уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хайхискер Чӑваш Енри ҫынна та улталанӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 68-ти арҫынна унччен медицина таварӗ илнӗшӗн компенсаци парассине пӗлтернӗ. Лешӗ куҫарса панӑшӑн, илсе ҫитернӗшӗн тесе укҫа тӳленӗ. Вӑрнар районӗн арҫынни патне кайран татах шӑнкӑравланӑ. Вӑл пурӗ 23 хутчен укҫа куҫарса 230 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Патӑрьел районӗнчи сусӑра вара 50 пин тенкӗлӗх улталанӑ. Ӑна та компенсаци тавӑрса пама шантарнӑ.
Вӑрнар районӗн сучӗ ҫак арҫынна тата унӑн 20 ҫулти «ӗҫтешне» айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Арҫынна колони-поселение 3 ҫул та 4 уйӑхлӑха янӑ, «ӗҫтешне» тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн)3 халӑх фрончӗ Пӗтӗм тӗнчери сусӑр ҫынсен кунӗ тӗлне «Доступная среда» (чӑв. Хӑтлӑ хутлӑх) тест йӗркелӗ.
Проекта аслӑ шкулсенче тата шкулсенче вӗренекенсем, обществӑлла апатлану предприятийӗсенче ӗҫлекенсем, йла пулӑшӑвне кӳрекенсем, регионсенчи тата муниципалитетсенчи влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрествинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тест сусӑрсен тӗлӗшпе тимлӗрех пулмаллине аса илтерме тивӗҫ.
Теста хутшӑнас тесен https://edu.rirportal.ru/total-test-2020/ каҫӑпа иртмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |