Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: студентсем

Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче куҫӑн уйрӑмри филологи специальноҫне алла илекен студентсем диплом ӗҫӗсене хӳтӗлерӗҫ. Вӗсен шутӗнче — театр ӑсталӑхӗпе халӑх ташшине вӗренекенсем, халӑх тата эстрада юррисене тӗпчекенсем.

Патшалӑх аттестаци комиссийӗн ертӳҫи И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн профессорӗ Л.П. Сергеев пулчӗ. Хисеплӗ профессор студентсен ташӑ ӗҫӗсем тивӗҫлӗ шайра пулнине ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче авалхи хӗрарӑмсен тата анат енчи, анатрипе вирьялсен ташшисене, паянхи сцена ҫинчи ташӑсене ӑнӑҫлӑ тишкернине палӑртрӗ. Уйрӑмах А.В. Игнатьевӑн „Хӗрарӑмсен авалхи пӗччен ташшин пуянлӑхӗпе ӳкерчӗкӗ”, Ж.Г. Ильинан „Аххаяс” авалхи чӑваш халӑх ташшин хайнееверлӗхӗ: ӗлӗкхи тата хальхи”, О.П. Сергеевӑн „Чӑваш ташшинчи ритуаллӑ хусканусен пӗлтерӗшпе тытӑмӗ” ӗҫӗсене ырӑпа асӑнчӗ. Студентсем хӑйсен ӗҫӗсене сцена ӑсталӑхне, балетмейстерпа режиссер ӗҫӗн хӑй евӗрлӗхне, уйрӑм артистсен пултарулӑхне, чӑваш ташшин тытӑмӗпе вӑрттӑнлӑхӗсене, тӗрлӗ тӑрӑхри юрӑ-кӗвӗ хӑй евӗрлӗхне тӗпчесе ҫырнӑ.

Малалла...

 

Чӳкӗн 26-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалланӑ студентсен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Пурӗ икӗ секци ӗҫлерӗ: «Филологири актуаллӑ ыйтусем» тата «Культурологири ҫивӗч ыйтусем». Студентсем хӑйсем хатӗрленӗ ӑслӑлӑх доклачӗсемпе тухса калаҫрӗҫ, хӑйсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Пӗрремӗш секцире О. Иванова, С. Садовникова, Н. Блинова; иккӗмӗш секцире А. Николаева, С. Леонтьев, Т. Яковлева дипломсем илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Конференцине хутшӑннӑ студентсене тата вӗсен наука ертӳҫисене ҫывхарса килекен факультет уявӗн ячӗпе саламлатпӑр.

 

Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Паян, авӑнӑн 27-мӗшӗнче, чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче уяв иртрӗ. Пӗрремӗш курса вӗренме кӗнӗ студентсене аслӑрах курса ҫитнисем хӑйсен йышне илчӗҫ. Ҫак пулӑма ҫулленех пысӑк уяв пек паллӑ тӑвасси факультетра тахҫанах йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентшӑн иккӗмӗш кил вырӑнне пулса тӑнӑ «альма матер» пӗрремӗшсемшӗн те ют ан пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ аслӑ курса ҫитнисем. Лилия Тестова (3 курс) тата Алексей Еразумов (2 курс) ертсе пынипе студенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Кунта хаваслӑ юрӑ та янӑрарӗ, тухӑҫ, инди, тутар, чӑваш ташши те тыткӑна илчӗ, сӑвӑ та кӗрлерӗ. Пӗрремӗшсем аслӑ курса ҫитнӗ студентсем пекех маттур пулнине пӗтӗм чун-кӑмӑлтан ӗнентерчӗҫ.

 

В.Г. Агаков
В.Г. Агаков

Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче университет ректорӗ В.Г. Агаков профессор ҫӗнӗ корпусра вӗренекен студентсемпе тӗл пулу ирттерчӗ. Ректор зала пухӑннисене, уйрӑмах 1-мӗш курссене, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламларӗ, ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. Ҫӗнӗ курпусра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Тин кӑна филологсемпе историксем вӗренекен 5 хута строительсем илем кӗртсе пӗтерчӗҫ. Ректор ҫакӑн пек юсав ӗҫӗсем ытти хутсенче те пуласса шантарчӗ. Тирпейлӗ те хӑтлӑ пӳлӗмсене ҫӗнӗ техника хатӗрӗсем илем кӳрӗҫ, вӗренӳре пулӑшса пырӗҫ. Ҫавӑн пекех, В.Г. Агаков студентсен пурнӑҫӗпе те кӑсӑкланчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Ятлӑ стипендисене хута ярас, ытти вузсене тӗрлӗ конференцисене тухса ҫӳрес тата ытти ӗҫсенче пулӑшма шантарчӗ. Авӑн уйӑхӗнче пур студента та стипенди парса хавхалантарасси пирки пӗлтерчӗ. Тӗлпулу савӑнӑҫлӑ концерпа вӗҫленчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Факультет ӗҫченӗсем
Факультет ӗҫченӗсем

Авӑнӑн 1-мӗшӗ — пӗлӳ тӗнчинче вӑй хуракансемпе тӗрлӗ ҫӗрте вӗренекенсен уявӗ кӑна мар тӗрӗссипе. Пиртен кашниех хӑй вӑхӑтӗнче шкул сукмакне такӑрлатнӑ, ҫавӑнпа пурте ӑна уяв пек йышӑнма пултараҫҫӗ. Университет та Пӗлӳ кунне ҫулсерен чыслӑн уявлать. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчӗн студенчӗсемпе преподавателӗсем кӑҫал та туслӑ йышпа пӗрремӗш курса вӗренме кӗнӗ студентсене саламларӗҫ, чи пӗрремӗш сумлӑ документа, студент билетне, пачӗҫ. Вӗренме кӗнисене факультетӑн пултаруллӑ юрӑҫ-студенчӗсем хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе пӗтӗм кӑмӑлтан чыс турӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Ҫӗрпӳ хулинче Курбатов купсасен ҫурчӗ пур. Хальхи вӑхӑтра вӑл пушанма та пуҫланӑ ӗнтӗ — ҫурт ишӗле пуҫланӑ май унта никам та пурӑнасшӑн мар.

Нумай пулмасть ҫурта Тихвинти Турамӑш хӗрарӑмсен мӑнастырӗ туяннӑ. Респуликӑн Патшалӑх Канашӗн Депутачӗ Валерий Андреевпа мӑнастырь Шупашкарти коопераци институчӗпе килӗшӳ тунӑ — халӗ унта институт стеденчӗсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, ҫурта юсама тытӑннӑ. Хастар хальлӗхе студентсем кивелнӗ штукатуркӑна сӗвеҫҫӗ, ҫуп-ҫапа кӑларса пӑрахаҫҫӗ. Ҫурта юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн кунта ӑс-хакӑл вырсарни шкулӗ вырнаҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

НАР
07

Диплом ӗҫӗ
 Карссем | 07.02.2008 14:15 |

Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайн факультетӗнче диплом ӗҫӗсене хӳтӗлеҫҫӗ. Андрей Данилов, костюм уйрӑмӗн студенчӗ, Атилла патшан тумне хатӗрленӗ (Ертӳҫи Николай Балтаев). Ҫак ӗҫе комисси пысӑка хурса хакларӗ. Пуян та хаклӑ костюма тума Андрея Алексей Иванов (Аксар), хавхалантарнӑ. Атилла тумне «Атӑлҫи Арсем» илемлӗ фильмра усӑ кураҫҫӗ. Чӑвашсен историне ҫутатакан ҫак кинора хунсен тапхӑрне анлӑ ҫутатма палӑртнӑ. (сценари авторӗ Н. Сидоров, режиссерӗ В. Иовлев).

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Чӳк, 23

1931
94
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть