И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсен аслӑ шкулти вӗрентӗвне тарӑнрах тата тухӑҫлӑрах тӑвас енӗпе тӗрлӗ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, студент харӑсах икӗ специальноҫпа диплом илсе вӗренсе тухма та пултарать кунтан. Хастар та пур енлӗ аталанма тӑрӑшакан паянхи ҫамрӑксемшӗн ку питӗ меллӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче те хушма вӗрентӳ ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӗркунне пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, факультетра икӗ специальноҫпа хушма курссене ҫӳресе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳллӗ диплом илме майсем пур: пӗрремӗшӗ — секретарь-документовед специальноҫне (курс ертӳҫи — И.В.Мукина доцент), иккӗмӗшӗ — массӑлла информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен редактор специальноҫне (курс ертӳҫи — Е.П.Чекушкина доцент). Диплом илес текенсен 6 уйӑхлӑх курс программине вӗренсе диплом хӳтӗлемелле. Ҫапла вара, вӗренсе тухакансем харӑсах икӗ аслӑ пӗлӳллӗ специалистсем пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче массӑлла информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен редактор специальноҫне суйласа илнӗ студентсем хӑйсен квалификаци ӗҫне хӳтӗлерӗҫ те ӗнтӗ. Халӗ вӗсен тепӗр диплом ӗҫне — филолог пулса тӑнине ӗнетерекен квалификаци ӗҫне ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесси ҫеҫ юлать.