Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ӗнерхи студент — паян ӑстаҫӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.06.2011 05:55 | 1624 хут пӑхнӑ

Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче куҫӑн уйрӑмри филологи специальноҫне алла илекен студентсем диплом ӗҫӗсене хӳтӗлерӗҫ. Вӗсен шутӗнче — театр ӑсталӑхӗпе халӑх ташшине вӗренекенсем, халӑх тата эстрада юррисене тӗпчекенсем.

Патшалӑх аттестаци комиссийӗн ертӳҫи И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн профессорӗ Л.П. Сергеев пулчӗ. Хисеплӗ профессор студентсен ташӑ ӗҫӗсем тивӗҫлӗ шайра пулнине ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче авалхи хӗрарӑмсен тата анат енчи, анатрипе вирьялсен ташшисене, паянхи сцена ҫинчи ташӑсене ӑнӑҫлӑ тишкернине палӑртрӗ. Уйрӑмах А.В. Игнатьевӑн „Хӗрарӑмсен авалхи пӗччен ташшин пуянлӑхӗпе ӳкерчӗкӗ”, Ж.Г. Ильинан „Аххаяс” авалхи чӑваш халӑх ташшин хайнееверлӗхӗ: ӗлӗкхи тата хальхи”, О.П. Сергеевӑн „Чӑваш ташшинчи ритуаллӑ хусканусен пӗлтерӗшпе тытӑмӗ” ӗҫӗсене ырӑпа асӑнчӗ. Студентсем хӑйсен ӗҫӗсене сцена ӑсталӑхне, балетмейстерпа режиссер ӗҫӗн хӑй евӗрлӗхне, уйрӑм артистсен пултарулӑхне, чӑваш ташшин тытӑмӗпе вӑрттӑнлӑхӗсене, тӗрлӗ тӑрӑхри юрӑ-кӗвӗ хӑй евӗрлӗхне тӗпчесе ҫырнӑ. Дипломҫӑсем фольклор материалӗсене тӗплӗн тишкерсе литература чӗлхипе ӑнлантарса ҫырса пама пултарни курӑнчӗ. Комисси членӗсем вӗсен ӗҫӗсем чӑваш наци культурипе искусство аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлине палӑртрӗҫ.

Студентсен диплом ӗҫӗсене И.И. Иванов, В.А. Милютин, З.К. Яковлева, Р.Р. Андреева доцентсем ертсе пынӑ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Чӑваш тӗнчи валли юрӑхлӑ аслӑ пӗлӳллӗ специалистсем хатӗрлес енӗпе тӑрӑшса ӗҫлерӗ.

Ӑнӑҫу Сире, пирӗн вӗренекенсем пулнӑ ӗҫтешӗмӗрсем!

#студентсем, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем