Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренекен сакӑр студент пульницӑна лекнӗ. Вӗсем хӑйсене прививка тунӑ хыҫҫӑн япӑх туйнӑ-мӗн.
Студентсем сывлӑхӗ хавшанине юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче туйнӑ. ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, улттӑшне унтан ҫав кунах кӑларнӑ. Икӗ студент стационарта сипленнӗ. Вӗсене киле юпан 17-мӗшӗнче янӑ.
ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ студентсен сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: эмел пахалӑхлӑ пулнӑ, унпа усӑ курмалли вӑхӑт срокран тухман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, студентсене прививкӑна выҫӑ хырӑмла тунӑ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсене япӑх туйнӑ.
Аса илтерер: республикӑри халӑхӑн 27 процентне прививка тума палӑртнӑ. Юпан 10-мӗшӗ тӗлне 72908 ҫынна (5,9%) прививка тунӑ.
РФ Вӗренӳ министерстви аслӑ шкулсенче ачасене пӑхмалли ятарлӑ пӳлӗмсем уҫӑсшӑн. Ку программӑна ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле йышӑнасшӑн.
Ҫакна ҫамрӑк амӑшӗсене тата ашшӗсене пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ара, вӗсен те вӗренмелле, профессие алла илмелле. Кун пек майпа вара вӗсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗҫ. Чылай ача ҫуратнӑ студент академи отпускне кайни е ӗҫлеме пӑрахни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Няня тытма укҫа хӗсӗкрех. Кунашкал ясли вара лекцисем, зачетсем, экзаменсем вӑхӑтӗнче ӗҫлӗ.
Кун пек ясли хӑш-пӗр аслӑ шкулта пур-мӗн. Анчах хальлӗхе чиновниксем ясли мӗн хак пулни пирки калаҫса татӑлаймаҫҫӗ. Пӗрисем кӑна патшалӑх хысни саплаштармалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Теприсем ашшӗ-амӑшӗпе аслӑ шкул хушшинче килӗшӳ пулмалла тесе палӑртать.
Шупашкарти Мускав районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2538 ачана шута илнӗ. Нумаях пулмасть, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Анголӑран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ арҫынпа хӗрарӑм хӑйсен 1-мӗш ачине регистрациленӗ.
Вӗсем — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем. Ҫак кунсенче кун ҫути курнӑ хӗрачана Карла ят панӑ. Ҫамрӑксене ача ҫурлани ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑсӑр пуҫне Мускав район администрацийӗ саламлӑ открытка тыттарнӑ.
11-мӗш класран вӗренсе тухакансем студент пулса тӑнӑранпа пӗр уйӑх ҫитрӗ. Вӗсем хӑш енӗпе пултаруллӑ? Мӗн тума пултараҫҫӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ 1-мӗш курсри студентсене тӗрӗслеме шухӑшланӑ.
Юпан 22–23-мӗшӗсенче Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче факультетсен хушшинче «Перловка» конкурс иртӗ. 1-мӗш курсра вӗренекен хастар студентсем хӑйсем мӗн тума пултарнине кӑтартӗҫ.
Юпан 22-мӗшӗнче ӳнерпе музыка вӗреневӗн, шкулчченхи тата коррекци педагогикин тата психологин, технологипе экономика, управлени, вӑй-хал культурин факультечӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Тепӗр кунхине историпе филологи, ют чӗлхесен, физикӑпа математика, естественнӑй вӗренӳ, психологипе педагогика факультечӗсем вӑй виҫӗҫ.
«Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» форума республика тӗплӗн хатӗрленет, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвсемпе акцисем иртерет. Акӑ икӗ аслӑ шкул студенчӗсем CHEBOKSARY сӑмах ҫырнӑ.
Икӗ пин студент И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вулавӑш корпусӗ умне пухӑннӑ. Унта Коопераци институчӗн студенчӗсем те хутшӑннӑ. Ку акцие Шупашкар хула администрацийӗ ирттернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие пӗр уйӑх хатӗрленнӗ. Студентсем ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑр хӑвӑрт ӗҫленӗ, саспаллисем тӳрӗ пулса тухнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухнӑ Алексей Смирнов пӗтӗм тӗнчери James Dyson Awards 2014 конкурс финалне тухнӑ.
Шупашкар каччин проекчӗ чи лайӑх ӗҫсен йышне кӗнӗ. Унӑн сусӑрсем валли шухӑшласа кӑларнӑ транспорт хатӗрӗ инженери тытӑмӗнче чи интереслисенчен пӗри пулнӑ. Вӑл — патентланӑ пӗртен пӗр проект, Алексей Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлӗ.
Чи лайӑх ӗҫсене Раҫҫей, ют ҫӗршыв инженерӗсем, дизайнерӗсем, МИХ ӗҫченӗсем суйланӑ.
Вӑрнар районне Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем музыкӑпа этнографи практикине килнӗ.
Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова студентсемпе вӗсен преподавателӗ Г.А. никитина вӑл тӑрӑхри чӑваш фольклорне тӗпчӗҫ. Ҫамрӑксем пурте истори факультечӗн этнологи кафедринче ӑс пухаҫҫӗ. Чӑваш фольклорне тӗпчес тӗллевллӗскерсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Владимир Михайловпа тӗл пулассишӗн ятарласа Вӑрнар тӑрӑхне пырса ҫитнӗ иккен. Ку ӑста 100 ытла юрӑ ҫырнӑ, чӑваш музыка инструменчӗсене тӑвать. Вӗсене халӗ чӑваш ансамблӗсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем шӑрантараҫҫӗ.
Галина Никитина преподаватель палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнара килме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. «Музыка культурин инструмент пайне вӗреннӗ чухне пире яланах Владимир Михайлов патне кайма сӗнетчӗҫ, — тенӗ вӑл. — Пӗрре килниех ҫителӗксӗр. Кунта тата килме ӗмӗтленӗпӗр. Эпир ӑна хамӑр пата Мускава чӗнӗпӗр. Владимир Михайлов пӗлекен математикӑна, физикӑна, акустикӑна эпир пӗтӗмпех ӑша хываймӑпӑр, анчах ун патне ҫывхарма тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл.
Вӑрнар раойнӗнче Мускав хӑнисем асӑннӑ районти Пӑва ялӗнчи Анна Пескова патӗнче пулнӑ.
Чӑваш Енре Африка ҫӗршывӗсенчен килнӗ студентсене медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑлараҫҫӗ. Роспотребнодзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Эбол сивчир вӑйлӑ сарӑлнипе ҫыхӑннӑ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри аслӑ шкулсенче Африкӑран килнӗ 31 студент вӗренет. Вӗсен хушшинче Эбол чирӗпе аптӑракан ҫынна тупса палӑртман. Халӗ вӗсене тухтӑрсем сӑнасах тӑраҫҫӗ.
Аса илтерер: эпидеми 1976 ҫулта вируса тупса палӑртнӑранпа чи анли шутланать. Хӗвелтухӑҫ Африкӑра Эбол чире пула 2,5 пин ҫын вилнӗ.
Ҫакӑн йышши хыпара вуласан чылай ҫын хӑйӗн студент ҫулӗсене аса илет-тӗр. Теприсем вара: «Вӗреннӗ вӑхӑтра сӗтев пачах тыттарманни пулнӑ-ши вара?» — тесе те шухӑшласа илӗҫ. «Шкулта та, ача пахчинче те тӑкакланмасӑр пулмасть», — кӑмӑлсӑрланӗҫ хӑшӗсем. Юрӗ, ку вӑл умсӑмах вырӑнне пултӑр тейӗпӗр.
Явап тытни — Мускаври автомобильпе ҫул-йӗр университечӗн Атӑлҫи филиалӗн доценчӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи акаччен ҫав ҫын 42 студентран 147 пин ытла тенкӗ ытлалӑх сӗтев илнӗ иккен. Студентсем укҫа тӳлесен лешӗ зачетсемпе экзаменсене нимле тӗрӗслевсӗр лартнӑ. Отметикне кура экзамен хакӗ тӗрлӗрен пулнӑ. 2,5 пин тенкӗрен тытнӑса 3,9 пин тенкӗ таран иккен. Унсӑр пуҫне студентпа преподаватель епле хутшӑнура пулни те витӗм кӳнӗ пулать. Тата вӑл студентсем занятие епле шута илнине те тӗпе хунӑ имӗш.
Сӗтевле экзамен тыттаракана 230 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, 1,5 ҫуллӑха унӑн хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗ пирки манма тивӗ — суд ҫав вӑхӑтлӑха ӑна преподавательте ӗҫлемме чарнӑ.
Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Енри хуҫалӑхсене тӗрӗслесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Республикӑн пӗрремӗш Президенчӗ, ҫӗршывӑн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров ӗнер Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.
Ял хуҫалӑх академине пынӑ май Николай Федоров вӗренӳ заведенийӗн ректорне Людмила Линика илемлӗ чечек ҫыххи тыттарнӑ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ митинг хыҫҫӑн Федоров академин Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 41-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ общежитине ҫул тытнӑ. Унта пӗрремӗш хут пулнӑ чух вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннине аса илнӗ. «Каҫарӑр та, тепӗр хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗх витисем лайӑхрах», — тенӗ иккен вӑл. Общежитие тӗпрен юсама 40 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Халӗ студентсене пурӑнма унта хӑтлӑх кӳнӗ. Икӗ ҫын пурӑнмалӑх пӳлӗмсене компьютер лартса панӑ имӗш тата тӗнче тетелне тухмалла тунӑ. Унтан вӑл Тимирязев академийӗпе ирттернӗ видеоконференцие хутшӑннӑ. Унта вӑл Хусанти университетра хӑй вӗреннӗ чух тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмре пиллӗкмӗш пулнине аса илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |