Регионсен хушшинче «Атӑлҫи Татьянисем» конкурса ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Финал паян Сарӑту хулинче пулнӑ.
Пирӗн республикӑран унта Татьяна Попова хутшӑннӑ. Пӗлтӗр ку тивӗҫе Татьяна Богданова пурнӑҫланӑ. Татьяна Попова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренет.
Кӑҫал конкурса 8 Татьяна хутшӑннӑ. Хӗрсем Сарӑту, Саранск, Чулхула, Чуллӑ ҫыр, Ижевск, Чӗмпӗр, Йошкар-Ола хулисенчен пулнӑ. Шел те, Пенза хӗрӗ кӑштах чирленӗ, ҫавӑнпа хутшӑнайман. Вӗсем хӑйсене ташӑ, пултарулӑх, литература конкурсӗсенче тӗрӗсленӗ, юлашкинчен дефиле кӑтартнӑ.
Халӗ конкурсӑн официаллӑ ушкӑнӗнче сасӑлав иртет. Пӑлӑртса хӑварар: Татьянӑсен конкурсӗ 13-мӗш хут иртнӗ. Татьяна Попова тӗп титула ҫӗнсе илсен ҫитес ҫул конкурс Шупашкарта иртӗ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев студентсене Татьянӑсен кунӗпе саламланӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫамрӑксене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ.
Паян студентсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Михаил Игнатьев яш-хӗре саламланӑ май халӗ квалификациллӗ кадрсем кирлине палӑртнӑ.
— Чӑваш Ен правительстви ҫамрӑксене вӗренӳре тата ӗҫре аталанмашкӑн условисем туса парать, — ҫапла каланӑ Михаил Васильевич.
Республика Элтеперӗ Чӑваш Енре нимеҫӗсен (волонтер) корпусӗ тата Ҫамрӑксен правительстви лайӑх ӗҫленине, вӗсем регион пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртнӑ.
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре Татьянӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Шупашкарта массӑллӑ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ.
Хӗрлӗ тӳремре 19 сехетре студентсем пӑр ҫинче ярӑнӗҫ, конкурссене хутшӑнӗҫ, ташлӗҫ. Унта хулари паллӑ диджейсем пулӗҫ. Конкурса мала тухнисене снегоходпа ярӑнтарӗҫ. Унта ҫӗнтерес тесен Хӗрлӗ тӳремри каток ҫинче сӑн ӳкерӗнмелле те Instagram халӑх тетелне #АктивныйГород21 тата #КультурныеЧебоксары хэштегпа кӑларса лартмалла.
Сӑмах май, хулари тӗп катока кунсерен ҫын нумай ҫӳрет. Кунта паллӑ диджейсем час-часах ташӑ ирттереҫҫӗ.
Унччен студентсемпе шкул ачисене общество транспорчӗпе ҫӳремелли уйӑхлӑх билета туяннӑшӑн субсиди панӑ. Уйӑх вӗҫӗнче вӗсен карточки ҫине 390–420 тенкӗ куҫарнӑ.
Халӗ улшӑнусем кӗртнӗ. Малашне студентсемпе ҫамрӑксене куншӑн компенсаци памӗҫ. Саккун кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Малашне пособипе сахал тупӑшлӑ ҫемьерисем ҫеҫ усӑ курма пултарӗҫ. Ун валли вӗренӳ учрежденийӗнче заявлени ҫырмалла, сахал тупӑшлӑ ҫемье пулнине ӗнентерекен справка тӑратмалла.
Ку хулаҫум, чукун ҫул транспорчӗпе ҫӳрекенсене те пырса тивӗ. Эппин, малашне студентсемпе шкул ачисем транспортпа ҫӳремелли билета ыттисем пекех 700 тенкӗпе туянӗҫ.
Республикӑра паян РФ ШӖМӗ ҫулсерен ирттерекен «Студент десанчӗ» акци старт илнӗ. Ҫамрӑсем хӑйсене кинолог вырӑнӗнче туйса курӗҫ, ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе участковӑйсене пулӑшӗҫ. Малтанах студентсем криминалистсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашнӑ.
Студентсем дактилоскопи ирттернине хӑйсем курнӑ. Пӳрне йӗрӗсем преступление уҫса пама пулӑшаҫҫӗ. Студентсене ӑна мӗнле тумаллине кӑтартнӑ.
Ҫамрӑксем суя укҫа палӑртмалли ӗҫпе те паллашнӑ. Лабораторире экспертсем акциз маркисене те тӗпчеҫҫӗ. Криминалистсен ӗҫӗ чӑнах та кӑсӑклӑ пек туйӑннӑ студентсене.
«Студентсен десанчӗ» акци вӗҫленмен-ха. Ыран ҫамрӑсем кинологсем патне кайӗҫ. Эрнекун вара рейдсене хутшӑнӗҫ.
ЧР Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн стипендине пултаруллӑ, пуҫаруллӑ, маттур ҫамрӑксем тивӗҫеҫҫӗ. Ҫулсерен ӑна Чӑваш Енри 1000 яш-хӗре параҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ҫамрӑксем документсем пухса леҫсе панӑ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ЧР Элтеперӗн стипендине камсем тивӗҫнине палӑртнӑ. Ҫак кунсенче Михаил Васильевич хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Хушупа килӗшӳллӗн 1000 яш-хӗр ҫулталӑк тӑршшӗпе уйӑхне 1830 тенкӗ илсе тӑрӗҫ. Ҫак тӗллевпе республика хыснинчен 22 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 2004–2016 ҫулсенче стипендие 13 пине яхӑн ҫын тивӗҫнӗ.
Кӑҫал стипенди илекенсен йышӗнче 70 проценчӗ — вӗренекен ҫамрӑксем. 12,5 проценчӗ — общество пӗрлӗхӗсен хастарӗсем, 18,5 проценчӗ — промышленноҫ, ял хуҫалӑх, вӗренӳ, культура тата ытти тытӑмра тӑрӑшакан специалистсем.
Кӑҫал Чӑваш Енре чи лайӑх выпускниксем пирки даннӑйсем пухма тытӑнӗҫ. Вӗсене «Чи лайӑх выпускник» сайтра вырнаҫтарӗҫ.
Даннӑйсене кӑрлач уйӑхӗнчен пухма тытӑнӗҫ. Ҫапла майпа организацисемпе предприятисене кирлӗ ӗҫченсене шырама меллӗ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ. Вӗсем аслӑ шкулсенчен, техникумсенчен, колледжсенчен вӗренсе тухнӑ чи лайӑх ҫамрӑксенчен суйлама пултарӗҫ. Ку яш-хӗршӗн те ӗҫе вырнаҫма питӗ меллӗ.
Даннӑйсен банкне вӗренӳ организацийӗсене хӗрлӗ дипломпа пӗтернисем, ӑслӑлӑхра ҫитӗнӳсем тунисем, конкурссенче ҫӗнтернисем кӗме пултарӗҫ. Сайтпа кирек кам та паллашма пултарӗ.
«Чи лайӑх выпускник» проекта ҫулсерен 500 ытла выпускник хутшӑнӗ.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпари Екатерина Мижеровӑпа Татьяна Арефьева Германие ҫитнӗ. Унта вӗсен Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗн студенчӗсем пулнине кура кайма май килнӗ.
Хӗрсем Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнчи Менген ялӗнчи Силке Кихле фермер хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Ют ҫӗршывра Катьӑпа Таня Германие 2-мӗш курсрах каясшӑн пулнӑ. Шкулта нимӗҫ чӗлхи вӗренни хӗрсене Германире практикӑра пулнӑ чух кирлӗ пулса тухнӑ та. Унта вӗсем иккӗмӗш курсра вӗреннӗ чухнех лекме ӗмӗтленнӗ-мӗн, анчах паспорт туса пӗтерейменни чӑрмав хунӑ. Анчах хытӑ ӗмӗтленсен тас килнине тума пулатех ҫав.
Хӗрсем ют патшалӑхра практика ирттернӗ ҫеҫ мар, хӑйсем валли ҫӗнннине те чылай пӗлнӗ, нимӗҫ культурипе паллашнӑ. Ку, чӑн та, ӗмӗр асӑнмалӑх.
Раҫҫей студентсен отрячӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен хваттерӗсене юсаҫҫӗ. Акӑ Юрий Петров фронтовикӑн балконне ҫӗнетнӗ вӗсем.
Юрий Дмитриевич хваттере 1960-мӗш ҫулсенчех илнӗ. Халӗ ачисем саланнӑ, арӑмӗ вилнӗ. Ветеран хӗрӗпе пурӑнать.
Ветеран социаллӑ пулӑшу паракан пая ҫитнӗ. Унта ӑна пулӑшма шантарнӑ, анчах лару-тӑру улшӑннӑ — укҫа-тенкӗ пӗтнӗ-мӗн. Ҫавӑнпа ӑна 2016 ҫула куҫарнӑ.
Телее, ветерана студентсем пулӑшу сӗннӗ. Юрий Дмитриевич унччен ял хуҫалӑх академийӗнче ӗҫленӗ. Ун патне ҫитсен студентсем ӗҫ планне палӑртнӑ.
Чи кирли — хваттерте ӑшӑ пулни. Строительствӑра опыт пухнӑ студентсемшӗн ку чӑрмав пулман. Вӗсем хваттерте чӳречесене улӑштарма, балкона ӑшӑтма палӑртнӑ.
Виҫӗмкун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр общежитире студентка чӳречерен сикессипе хӑратнӑ. Хайхискер наркодиспансертан тухтӑрсене чӗнме ӳкӗтленӗ.
Телее, студенткӑна ҫӑлма май килнӗ. Тахӑшӗ ӑна пӳлӗме каялла сӗтӗрсе кӗнӗ. Ку Мускав проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетре пулнӑ. Наркодиспансерти тухтӑрсене мӗншӗн чӗннӗ вӑл? Хӑй сывӑ пулнине ӗнентерме имӗш.
Общежити умне ҫынсем пухӑннӑ. Тӗлӗнмелле те, чылайӑшӗ хӗре хӑрушӑ утӑма тӑвасран ӳкӗтлемен, ҫакна телефон ҫине ӳкернӗ. Кӑштахран МЧСпа полицейскисем ҫитнӗ.
Хӗр чӳрече янахӗ ҫинче пӗр сехете яхӑн ларнӑ. Унтан ӑна полицейскисем илсе кайнӑ. Полицире хӗр чӑнах та сикме хатӗрленни ҫирӗпленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |