Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вӗрентекен пулма ҫӑмӑл-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 30.03.2012 21:07 | 2384 хут пӑхнӑ

Учитель ӗҫне шкулта ачасемпе ӗҫлесе курман ҫын ӑнланмасть. Айккинчен пӑхсан, ним йывӑрри те ҫук пек курӑнать. Ҫав ӗҫе пуҫӑнсан вара…

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 4 курс студенчӗсем педпрактикӑран таврӑннӑ ятпа конференци иртрӗ. Ӑна Э.И. Родионова аслӑ преподавательпе Г.Н. Семенова профессор ертсе пычӗҫ. Шкулта вӗрентекен тивӗҫне пурнӑҫласа курнӑ студентсен шухӑш-кӑмӑлне, паллах, пӗлме питӗ интереслӗ.

Чи малтанах 50-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ студентсем — Юлия Витальевна Алексеевӑпа Татьяна Владимировна Капитонова — сӑмах илчӗҫ. Шкула пырса кӗрсенех питӗ хумханнине палӑртрӗҫ пулас вӗрентекенсем. Ачасене итлеттерме йывӑр пулнине те асӑнчӗҫ. Кайран хӑнӑхса ҫитсен вара ачасемпе ӗҫлеме питӗ кӑмӑллӑ иккен. Шкултан уйрӑлас та килменнине палӑртрӗҫ маттур студентсем.

Анастасия Анатольевна Медведевӑпа Алевтина Владимировна Матвеева Шупашкарти 24-мӗш шкулта практика тухнӑ. Вӗсем те хӑйсен хавхалануллӑ туйӑмне пытармарӗҫ. Кашни класӑн хӑйне евӗрлӗхӗ пур иккен. Учителӗн ҫавна та туйса тӑмалла, хӑш класпа мӗнле ӗҫлемеллине палӑртса хумалла. Студентсем халӗ вӗрентес ӑслайӑн нумай вӑрттӑнлӑхне алла илнӗ ӗнтӗ.

Валентина Валерьевна Федоровӑна Патӑрьел районӗнчи Турхан шкулӗнче ачасем мӗн тери савӑнӑҫлӑн кӗтсе илнине сӑмахпа каласа та ҫитереес ҫук пуль. Учитель пулмах ҫуралнӑ тесе калас килет ӑна. Ачасемпе вӑл питӗ лайӑх уроксем ирттернӗ кӑна мар, шкул тулашӗнчи ӗҫсене те хӑйне май питӗ кӑсӑклӑ йӗркеленӗ. Халӗ хӑй те вӗренекенсемшӗн тунсӑхлать, ачисем те юратнӑ вӗрентекенӗ таврӑнасса шанса Интернет урлӑ ҫырусем шӑрҫалаҫҫӗ иккен.

Лариса Николаевна Петровӑн практики те асра юлмалла савӑнӑҫлӑ самантсемпе тулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнче вӗрентекен тивӗҫне пурнӑҫласа курнӑскер халӗ пурнӑҫ ҫине те урӑхла пӑхма пуҫланӑ иккен. Ҫапла, шкулта унта пачах урӑх тӗнче-ҫке, ачалӑх тӗнчи. Учительсем вара ҫав тӗнчепе тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ.

Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗнче пулнӑ Галина Владимировна Савастьяновӑна часах шкула чӑн-чӑн вӗрнетекен пулса килессе шанаҫҫӗ иккен.

Ытти студентсен те асра юлнӑ интереслӗ самантсем чылаях. Вӗсене итлесе преподавательсем савӑнса та тӗлӗнсе ларчӗҫ. Эльвира Ильинична студентсен педагогика практикин отчечӗсене те ырларӗ, тивӗҫлӗ паллӑпа хакларӗ. Студентсем хӑйсене валли кирлӗ пӗтӗмлетӳ турӗҫ.

#чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #шкул практики, #студентсем, #Елчӗк районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Курнавӑш, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Атикасси, #Патӑрьел районӗ, #Турхан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем