
Шупашкар хулинчи тӳре-шара тӗп пасар умӗнче ларакан скульптурӑна – хӗвелҫаврӑнӑш сутакан карчӑка – илсе пӑрахасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: палӑк шӑпине татса парас ыйтупа хула администрацийӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерчӗ.
Ҫынсен самай пайӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, скульптурӑна тӗкӗнме кирлӗ мар. Сасӑлава хутшӑннӑ 2276 ҫынран 72,98 проценчӗ, е 1661 ҫын, бронза палӑк хӑй вырӑнӗнчех юлтӑр тесе каланӑ. 27,02 проценчӗ пасар территорине куҫарса лартмалла тенӗ.
300 килограмм таякан пӑхӑр скульптурӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче лартнӑ. Кайран ӑна илсе пӑрахнӑ, анчах 2017 ҫулта ҫӗнӗрен вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш Енре 107 ҫулти ҫын пурӑнать.
Пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн республикӑра 90 ҫултан пуҫласа 99 ҫула ҫитичченхисем – пурӗ 5 309 пенсионер. 100 ҫултан иртнисем – 49 ҫын. Пӗр ӗмӗр ытла пурӑнакансенчен 44-шӗ – хӗрарӑмсем, 5-шӗ – арҫынсем.
Чи аслӑ хӗрарӑм, вӑл 107 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать. Чи аслӑ арҫын, вӑл кӑҫал 102 ҫул тултарнӑ, Етӗрнере тӗпленнӗ.
РФ Пенси фончӗн республикӑри пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑм
ӗмӗрлисем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Патӑрьел, Елчӗк тата Етӗрне районӗсенче пурӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Енре ковид-койкӑсен шутне ӳстерме йышӑннӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисем валли пульницӑсенче хальхи вӑхӑтра 2 861 койка хатӗрленӗ. Ҫак цифрӑна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Ковид-пациентсем валли юлашки икӗ эрнере тепӗр 390 койка хатӗрленӗ. Ҫитес кунсенче васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин стационарӗнчен каллех ковид госпиталӗ туса хурӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвируслисем валли 345 пушӑ койка (12,1%) пулнӑ. Стационарта хальхи вӑхӑтра 2 516 ҫын сипленет, ку вӑл икӗ эрне каяллахинчен чӗрӗк чухлӗ нумайрах. «Хӗрлӗ зонӑри» пациентсенчен 69,5-ӗн сывлӑхне тухтӑрсем вӑтам тесе хаклаҫҫӗ. Йывӑррисем – 26,8%, питех те йывӑррисем— 2,7%.
Кӑшӑлвирусран килте 5 393 ҫын сипленет, ку вӑл икӗ эрне каяллахинчен 533 ҫын нумайрах.

Паян Шупашкарти авиапредприятин 75 ҫулхине тата «Халӑхсем хушшинчи Шупашкарти аэропорт» обществӑн (халӗ вӑл аэродромӑн операторӗ шутланать) 5 ҫулхине халалласа уяв иртнӗ.
Мероприятие хутшӑннӑ республика ертӳҫи Олег Николаев Шупашкарти аэропорт пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Чӑн та, аэропортӑн операторӗн сертификатне 2016 ҫулта маларах эпир асӑннӑ общество илнӗренпе унччен тӑкаклӑ ӗҫленӗ предприяти рентабельлӗ пулса тӑнӑ. 2019 ҫултах аэропорт рекордла кӑтарту тума пултарнӑ: авиапассажирсен шучӗ 2016 ҫулхинчен 4,3 хут ӳссе 394,5 пине ҫитнӗ.
Шупашкарти аэропортран самолётсем Мускава, Питӗре, ҫуркуннепе ҫулла кӑнтӑр енне – Сочи, Симферополь, Краснодар, Минеральные Воды хулисене, ҫавӑн пекех Екатеринбурга, Ҫӗнӗ Уренгоя вӗҫеҫҫӗ. Кӑшӑлвирусчен Турцие те чартер рейссем пулнӑччӗ.

Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра грипп чирне юлашки хутчен 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Ун чухне 44 тӗслӗхе шута илнӗ.
Унтанпа 16 уйӑх иртнӗ. Гриппа чирленӗ пӗр ҫынна та шута илмен. Пӗлтӗр кӑрлач-ака уйӑхӗсенче вара 511 ҫын гриппа чирленине палӑртнӑ.
Танлаштармашкӑн илер: 2019 ҫулта – 474, 2018 ҫулта – 573, 2017 ҫулта 574 ҫын ҫак чирпе нушаланнӑ. 2019 ҫулта Раҫҫейре 239 ҫын гриппа чирлесе вилнӗ.

Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра ял хуҫалӑхӗн микроҫыравӗ пуҫланнӑччӗ, халӗ вӑл вӗҫленнӗ.
Ҫав ҫырав вӑхӑтӗнче кӑсӑклӑ фактсене тупса палӑртнӑ. Сӑмахран, пирӗн республикӑра кӑнтӑр енчи улма-ҫырлана туса илни. Уйрӑм ҫынсен пахчисенче абрикос, черешня, арбуз, иҫӗм, дыня, киви, шелковица, алыча ӳсет. Ял ҫыннисем цесарка, мускус кӑвакалӗ (индоутка), чили ӑрачӗллӗ чӑх (араукан) ӗрчетеҫҫӗ. Аракуансем кӑвак ҫӑмарта тӑваҫҫӗ.
Ҫыравҫӑсем 234 пин ытла уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче, коммерцилле мар 769 пӗрлешӳре пулнӑ. 353 ял хуҫалӑх организацийӗпе 1388 фермер патӗнче те пулнӑ.

Кӑҫал пирӗн республикӑри техникумсемпе колледжсенче хысна шучӗпе вӗренме 6360 вырӑн уйӑрнӑ.
Ҫамрӑксене аслӑ шкулсемпе колледжсене вӗренме йышӑнмалли кампание Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вӗрентӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Лукшин пӗтӗмлетнӗ.
Рабочи профессийӗсене вӗренес кӑмӑллисен хушшинче конкурс 1,2 ҫынпа танлашнӑ. Яшсемпе хӗрсенчен ытларахӑшӗ пушар хуралӗнче, IT, банк тытӑмӗнче, медицинӑпа строительствӑна суйлани сисӗннӗ. Рабочи специальноҫӗсенчен ҫамрӑксем дефектоскопист, электромонтер, автоюсав мастерӗ, крановщик, повар, кондитер, парикмахер т.ыт.т пулас тенӗ.

Чӑваш Енре ҫулла виҫӗ уйӑхра 33 ҫын путса вилнӗ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
33 ҫынран виҫҫӗшӗ – ачасем. Ҫак инкексенчен чылайӑшӗ шыва кӗме хатӗрлемен вырӑнсенче пулнӑ. Нумай тӗслӗхре ҫынсем ӳсӗр шыва кӗнӗрен инкек пулнӑ. Ачасем вара ҫумра аслӑ ҫынсем асӑрхаман чухне шыва кӗрсе вилнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, шыва кӗмелли сезон официаллӑ майпа вӗҫленнӗ. Малашне пляжсенче ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем дежурствӑра тӑмӗҫ.

Китая пуҫласа чӑваш эрех-сӑрине ӑсатнӑ. Пирӗн республикӑра ют ҫӗршыва ял хуҫалӑх продукцине ӑсатассине илсен, Китай малти вырӑн йышӑнать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта 9, 6 АПШ долларӗллӗх 64,2 тонна апат-ҫимӗҫ ӑсатнӑ. Асӑннӑ цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,8 процент нумайрах.
Китая печени, ӑсатасси, сӑмахран, 83 хут ӳснӗ, вафли таврашне унчченхинчен 1,3 хут нумайрах сутнӑ. Ытти кондитер изделийӗпе пӗрлех чӑх какайӗ те Китая ӑсанать.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрах, кӑҫал Шупашкарти ликёрпа водка савучӗн продукцине те ӑсатнӑ.

Чӑваш Енре кӑҫалхи 6 уйӑхра эрехпе наркӑмӑшланнӑ 320 ҫынна шута илнӗ. Ку наркӑмӑшланнӑ ҫынсен 42,6 проценчӗпе танлашать.
Ку ыйтӑва паян ЧР Правительствинче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Экономика министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, эрехпе наркӑмӑшланнӑ 320 ҫынран 245-шӗ этанол ӑша янӑ.
Паллӑ мар эрехпе 60 ҫын наркӑмӑшланнӑ, виҫҫӗшӗ – суррогатлӑ эрехе пула. 14 ҫын этанол ӗҫсе аптӑранӑ, пӗри - пропанол.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 17 ҫул тултарман 37 ача эрехпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсен йышӗнче 14 ҫул тултарманнисем – 16-ӑн.
