Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри предприяти-организаци ертӳҫисене ҫынсен пӗр пайне инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерме сӗннӗ. Ку мелпе вӑл ҫынсене нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен вӑй хуртарасшӑн. Асӑннӑ сӗнӳ пур организацие те пырса тивет, ҫав шутра — тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллисемпе уйрӑм усламҫӑсене те.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра 235 ҫын кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирленине тупса палӑртнӑ. Иртнӗ талӑкра больницӑна сипленме вырттарнисен йышӗ 30 процент нумайланнӑ, килте сипленекеннисен — 50 процент.
Республика ертӳҫи канашулсене май килнӗ таран инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерме, массӑллӑ мероприятисене каярах вӑхӑта куҫарма хушнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Юлашки талӑкра 116 ҫын инфекциленнӗ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайтра пӗлтернӗ.
Юлашки талӑкра 7 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен республикӑри 4160 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чирленӗ кашни 11-мӗш ҫын вилнӗ. Паянхи кун тӗлне 47721 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 41364-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 67 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 2197 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пурӑнакан 65 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ку вӑл — кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗш тӗлне. Анчах ҫак цифра тӗрӗссипе пысӑкрах та пулма пултарать.
Вилӗмӗн тӗп сӑлтавне патологоанатоми пӗтӗмлетӗвӗ хыҫҫӑн ҫеҫ татса калайраҫҫӗ. Ку тӗпчев валли 30 кун кирлӗ. Ҫапла уҫӑмлатнӑ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне илсен, пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑри 4101 пациент кӑшӑлвируса пула вилнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче васкавлӑ медпулӑшу службин е 13 пин ытла шӑнкӑрав ҫитнӗ. Эрехпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ. Ҫав йышра - ачасем те.
Канмалли кунсенче васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем сивве пула шар курнӑ 14 ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсем 28-89 ҫулсенче пулнӑ. Пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Кӑҫалхи 10 кунра 29 ҫын эрехпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсенчен 7-шӗ ачасем пулнӑ. Паллах, каникулта ачасем, вӗсемпе пӗрле ашшӗ-амӑшӗ те, пӳремечпе ярӑннӑ. Тӑвайккинчен ярӑнса суранланнӑ 46 ҫынна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вӗсенчен 32-шӗ - ачасем.
Раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 3-мӗшӗччен пиротехникӑпа ҫыхӑннӑ 9 пӑтӑрмах пулнӑ. Шар курнӑ ҫынсенчен 3-шӗ - ачасем. Ҫынсем кунашкал тӗслӗхсенче ытларах пиҫсе кайнӑ.
Республикӑра Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсенче 4 ҫын ҫул-йӗр ҫинчи аварире вилнӗ, 46 ҫын аманнӑ. Аварие лекнисен йышӗнче ачасем те пулнӑ.
Кӑҫалхи 10 кунра Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинче 30 авари пулнӑ. Вӗсем – машинӑсем ҫапӑнни, ҫуран ҫӳрекенсем ҫине кӗрсе кайни… Шар курнисен йышӗнче 16 ҫул тултарман 5 ача пулнӑ. 10 кунра ҫуран утакан 6 ҫын ҫине машина пырса кӗнӗ.
Канмалли кунсенче ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водительсене тытнӑ. 9 кунра руль умне ӳсӗрле ларнӑ 121 ҫынна чарнӑ. Ҫав йышран 13 ҫын руль умне иккӗмӗш хут ӳсӗрле ларнӑ. Вӗсене уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Иртнӗ ҫул Шупашкарти хӑна ҫурчӗсене 2020 ҫулхинчен 21% ытларах хӑна вырнаҫтарнӑ. Тӗп хулари хӑна ҫурчӗсем хӑйсем патӗнче пурӗ 144 пин ҫын валли вырӑн тупса панӑ. Сӑмах май, вӗсенчен 2 пинӗшӗ кӑна ытти патшалӑхсен гражданӗсем пулнӑ.
Унчченхи ҫулхипе танлаштарсан 2021 ҫулта Шупашкара теплоходсемпе килекен туристсен шучӗ те ӳснӗ (+11%). Ҫавӑн пекех Шупашкарта чарӑннӑ теплоходсен тӑмалли вӑхӑт тӗлӗшпе те ӳсӗм пуррине палӑртнӑ. Вӑтам чарӑну вӑхӑчӗ 5,5 сехетпе танлашнӑ.
Чӑваш Республикин тӗп хулине вӗҫсе килнӗ пассажирсем тӗлӗшпе статистикӑра пысӑк ӳсӗм. Ҫак виҫе 65% танлашнӑ. Сывлӑш карапӗсем ҫинче вӗҫсе килнӗ пассажирсен йышӗ — 225,5 пин ҫын.
Туристсене ытларах Хӗрлӗ тӳреме туртнине палӑртнӑ. Вӗсен кӑмӑлне каякан иккӗмӗш вырӑнта — Мускав ҫыранлӑхӗ. Шупашкарти ҫак вырӑнсем республикӑра пурӑнакансемшӗн те илӗртӳллӗ пулнине палӑртнӑ.
2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Раҫейре ял хуҫалӑх микроҫыавӗ иртрӗ. Халӗ цифрӑсене пӗтӗмлетеҫҫӗ. Регонсемпе илсен, пӗрремӗш кӑтартусем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче паллӑ пулӗҫ.
2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хӑш-пӗр пӗтӗмлетӗве тунӑ. Уйрӑм ҫынсен пахчинче абрикос, виноград, айва, алыча, черешня, актиниди, лимонник, фундук, миндаль йывӑҫҫи, грек мӑйӑрӗ тата маньчжур мӑйӑрӗн йывӑҫҫисене ӳстереҫҫӗ.
Кайӑк-кӗшӗке илсен, кӑркка, фазан, путене, мандаринка-кӑвакал, страус, павлин, араукан-чӑхсем (вӗсем кӑвак тӗслӗ ҫӑмарта тӑваҫҫӗ) ӗрчетеҫҫӗ.
Выльӑх-чӗрлӗхрен вӑкӑрсем, ашаксем, хир сыснисем, кӑтра сыснасем, вьетнам усӑк хырӑмлӑ сыснасем, альпаксем пур.
Чӑваш Енре пӗр эрнере 17 ҫын ӳтне тӑм илтернӗ. Кун пирки васкавлӑ медпулӑшу служби пӗлтерет.
Ытларах раштавӑн 26-мӗшӗнче пациентсем васкавлӑ медпулӑшӑва ҫак тӗллевпе чӗнтернӗ. Ун чухне тухтӑрсем ултӑ пациента пулӑшнӑ. Ытларах юр ҫинче ӳсӗр выртнӑран тӑм илтернӗ тӗслӗх пулнӑ. Юрать, пулӑшу вӑхӑтра ҫитнӗ, пациентсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӳте тӑм илсен мӗн тумалла? Тухтӑсем ҫав вырӑна васкамасӑр ӑшӑтма сӗнеҫҫӗ. Вӗри ванна кӗме, эрех ӗҫме, ҫав вырӑна юрпа сӑтӑрма юрамасть. Ӑшӑ пӳлӗме кӗрсе вӗри чей ӗҫмелле.
Иртнӗ талӑкра республикӑра 8 пушар пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче машинӑсем ҫуннӑ. Улатӑрта, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче мунчасем ҫунса кайнӑ. Етӗрне районӗнче пурӑнмалли мар ҫуртра ҫулӑм тухнӑ. Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере те пушарсем пулнӑ, вӗсем кил-ҫуртпа ҫыхӑнман.
Пушарсенче пӗр ҫын шар курнӑ. Юрать-ха, вилекенсем пулман.
Шупашкарти аэропортра ӗнер, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 450-мӗш пассажира регистрациленӗ. Аэропортшӑн ку вӑл — рекордла кӑтарту.
Юбилейлӑ пассажир — Шупашкарти Лариса Николаева. Вӑл каланӑ тӑрӑх, аэропорт пулӑшӑвӗпе вӑл час-часах усӑ курать. Ӗнер хӗрарӑм Мускава «Победа» авиакомпани самолечӗпе вӗҫсе кайнӑ. Ӑна авиапассажирсене кӗтсе лармалли хӑтлӑ залпа усӑ курма сертификат панӑ.
Танлаштарма: 2017 ҫулта Шупашкарти аэропорт пулӑшӑвӗпе 251 пин пассажир усӑ курнӑ. Кӑҫал, ав, — 450 пин ҫын.Тепӗр майлӑ каласан, Шупашкартан тӗрлӗ хулана самолётпа вӗҫекен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |