Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спорт

Республикӑра

Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче Элӗкре Хӗл мучи парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑрту иртнӗ. Вӑл «Хӗлхем» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче иртнӗ.

Вырӑнти спортсменсемпе тупӑшма кӳршӗ районсенчен те килнӗ. Ӑмӑрту ӳсӗме кура виҫӗ ушкӑнра иртнӗ. Зал хуҫисем ытларах медаль ҫӗнсе илнӗ. Ураскилт тата Тавӑт шкулӗнче вӗренекенсем, Муркаш районӗн спортсменӗсем темиҫе медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Ураскилтри Даниил Алексеев, Муркашри Игорь Белов, Тавӑтри Даниил Никифоров, Элӗкри Александра Александрова тата Карина Киселева, Ураскилтри Татьяна Краснова тата ыттисем пулнӑ.

 

РАШ
31

Кӗрешӳ залӗ уҫӑлнӑ
 Галина Зотова | 31.12.2015 14:30 |

Спорт

Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) спорт комплексӗн 4-мӗш хутӗнче ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсенсен тата теннис залӗ уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре Етӗрне хулин пуҫлӑхӗ Фоланин В.И., Етӗрне районӗн вӗрентӳ пуҫлӑхӗ Филимонов А.А., районти пуху депутачӗсем Матвеев А.Н. тата Мешков С.В. хутшӑннӑ. Ку зал Етӗрне район депутачӗ Матвеев А.Н. пулӑшнипе уҫӑлнӑ. Мешков С.В. ачасене кӗрешмелли хатӗрсем тата мечӗксем парнеленӗ.

Матвеев Александр Николаевича Етӗрне район администрацин Хисеп хучӗпе тата Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт Министерствин Тав хучӗпе чысланӑ.

Спорта юратакансем ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсем хушшинче иртнӗ турнира курса савӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсем Хӗл Мучи парнине тивӗҫнӗ.

Сӑнсем (23)

 

Спорт

Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле хулинче ҫамрӑк гимнасткӑсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ хулисенчен тата Кӳкеҫ поселокӗнчен пуҫтарӑннӑ 4–10 ҫулхи ачасем халлӗхе гимнастикӑра пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑваҫҫӗ пулин те ҫапах вӗсен пултарулӑхӗ куракансене савӑнтарчӗ.

Уяв хыҫҫӑн Хӗл Мучи пурне те саламласа парнесемпе чысларӗ.

Сӑнсем (19)

 

Спорт

РФ спорт министрӗ Виталий Мутко хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята Чӑваш Республикинчи спортсменсем тивӗҫнӗ.

Списока пирӗн республикӑри сакӑр ҫын кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — Татьяна Ефимова ҫӑмӑл атлетка, Ольга Иванова ишевҫӗ, Алексей Смирнов, Евгения Меньшикова гимнастка, ухӑран перекен Дмитрий Ермоаев. Кире пуканӗн спортӗнче Дмитрий Давыдова, Алексей Иванова, Максим Морозова спорт мастерӗн ятне пама йышӑннӑ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри 60 спортсмен РФ спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ. Ку, 2014 ҫулхипе танлаштарсан, икӗ хут нумайрах.

 

Спорт

Тӗп хулари «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ нумаях пулмасть хута кайрӗ. Халӗ унта пӗлтерӗшлӗ ӑмӑртусем, мероприятисем иртеҫҫӗ.

Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Спорт сооруженийӗсем. 2015 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ» премие тивӗҫнӗ. Унӑн учредителӗ — SportFacilities журнал.

Шупашкарти пӑр керменӗ «Ҫулталӑкри ҫитӗнӳ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускаври пӗр бизнес-центрта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче вырнаҫнӑ стадионсем, парксем, йӗлтӗр комплексӗсем, хӑна ҫурчӗсем, бассейнсем тата ытти объект тӗрлӗ номинацире 56 наградӑна тивӗҫнӗ. Мала тухнисене РФ спорт министрӗн ҫумӗ Павел Новиков саламланӑ.

 

Спорт

Ҫак кунсенче Австрири Обертиллиахра Пӗтӗм тӗнчери биатлонистсен пӗрлӗхӗн Кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унтан Чӑваш Ен спортсменки пысӑк ҫитӗнӳпе таврӑннӑ.

ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн биатлонистка Татьяна Акимова 20 минут та 20,9 ҫеккунтра 7,5 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Пӗрре те йӑнӑшман вӑл.

Татьяна Акимова хыҫҫӑн финиша Раҫҫейӗн тепӗр спортсменки Ольга Вилухина ҫитнӗ. Вӑл чӑваш спортсменкинчен 14,6 ҫеккунт ҫеҫ кая юлнӑ. Унтан финиша Итали хӗрӗ ҫитнӗ.

Тӑваттӑмӗш вырӑна та Раҫҫей спортсменки ҫӗнсе илнӗ. Вӑл — Светлана Слепцова.

 

Спорт

Раштав уйӑхӗн 10–11-мӗшӗсенче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри, Монголири, Казахстанри, Азербайджанри, АПШри 119 спортсмен хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне 8 спортсменка хӳтӗленӗ.

Тупӑшура наградӑсен 8 комплектне выляттарнӑ. Раҫҫей спортсменӗсем пилӗк ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Любовь Сальникова, Жарголма Цыренова, Инна Тражукова, Наталья Воробьева, Алёна Стародубцева хӑйсен виҫе категорийӗнче малти вырӑна тухнӑ. Шел те, ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче чӑваш спортсменӗсем пулман.

Пирӗн ентеш Наталья Гольц кӑна кӗмӗл медаль илме пултарнӑ. Вӑл финалта Монголи спортсменкине выляса ярса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Спорт Элӗкри «Хӗлхем» спорт шкулӗнче
Элӗкри «Хӗлхем» спорт шкулӗнче

Нумаях пулмасть Элӗк районӗнчи «Хӗлхем» спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлетика секцине ҫӳрекенсем Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Республикин кубокне ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ финалти тӑваттӑмӗш тапхӑрне хутшӑннӑ.

Ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, хӑй те спортсмен — Олимп вӑййисен чемпионки Елена Николаева уҫнӑ.

Пӗтӗмӗшле тӑватӑ тапхӑрти зачетра Чӑваш Ен кубокне Элӗк районӗнчи маттурсем — Анастасия Дубининӑпа Евгений Федоров — ҫӗнсе илнӗ. Вӗсемсӗр пуҫне Элӗкри тата тепӗр икӗ ача республика шайӗнче палӑрнӑ. Александр Свистков хӑйӗн дистанцийӗнче 3-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ, Нелли Львова 5 ҫухрӑма утса пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Элӗксем вӗсемпе мухтаннине пӗлтереҫҫӗ.

 

Спорт

Чӑваш Ен тӗп хули пысӑк ӑмӑртӑва хатӗрленет. Раштав уйӑхӗн 10–11-мӗшӗсенче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Раҫҫей кубокӗ иртӗ. Уҫӑ турнира Азербайджан, Беларуҫ, Казахстан, Монголи, Швеци, АПШ спортсменӗсем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Шупашкара 50-а яхӑн пӑхаттир ҫитмелле.

Кӑҫал ӑмӑрту йӗркине те ҫӗнетнӗ. Пӗрремӗш кун малтанхи тупӑшусем иртӗҫ, иккӗмӗшӗнче хӗрсем бронза медальшӗн кӗрешӗҫ, каҫхине финалти ӑмӑртупа киленме май килӗ. Кӗрешӳҫӗсем яланхи пекех 8 виҫе категорийӗнче вӑй виҫессине пӗлтереҫҫӗ.

Ӑмӑртӑвӑн юлашки кунӗнче, 17 сехетре, «Boney M» ушкӑн уҫӗ, куракансемпе спортсменсене хӑйсен пултарулӑхӗпе чӑваш эстрада юрӑҫисем те савӑнтарӗҫ.

 

Спорт

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Юрий Кислов депутачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Улатӑр районӗнче черетлӗ хутчен волейбол турнирӗ иртнӗ. Юрий Кислов Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савутне ертсе пырать.

Ӑна кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ канмалли кун Атрать ялӗнче иртнӗ турнирта финала тухакансене палӑртнӑ. Унта Атрать, Стемас, Кире, Кивӗ Эйпеҫ, Октябрьски ял тӑрӑхӗсенчи 15 ушкӑн вылянӑ. Ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнисен хушшинче хӗрсемпе каччӑсен ушкӑнӗсем те, арҫынсемпе хӗрарӑмсен те пулнӑ.

Финала Киря тата Кивӗ Эйпуҫ ял тӑрӑхӗсенчи хӗрарӑмсен, Стемас тата Киря тӑрӑхӗсенчи арҫынсен, Киря тата Атрать шкулӗсенчи хӗрсен, Стемасри тата Киряри шкулсенчи каччӑсен ушкӑнӗсем тухнӑ.

Финалти вӑйӑ раштавӑн пуҫламӑшӗнче сакӑр ушкӑн хушшинче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене депутатран волейбол мечӗкӗ, медаль, кубок лекӗ.

Сӑнсем (30)

 

Страницӑсем: 1 ... 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, [84], 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, ... 140
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 01

1869
155
Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ.
1943
81
Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
76
Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та