Культура
![]() Алексей Шадриков ахаль-махаль юрӑҫ мар Алексей Шадриков эстрада юрӑҫи «Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Алексей Шадриков пирки «Чӑваш Республикинчи «Эстрада артисчӗсен союзӗ» общество организацийӗн пайташӗ, регионсем хушшинчи «Чӑваш наци конгресӗ» общество организацийӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен «Хастар» общество организацийӗн председателӗн ҫумӗ тесе палӑртнӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушупа хисепе тивӗҫнисем хушшинче тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакан пур. «Культурӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята Алексей Шадриковсӑр пуҫне Трактор историйӗн наукӑпа техника музейӗн (вӑл Шупашкарта вырнаҫнӑ) ертӳҫине Альберт Сергеева панӑ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |