Чӑваш Ен спортсменки Испанире иртнӗ пӗтӗм тӗнче турнирӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Мадрид хулинче утӑ уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче пулнӑ.
Спорт кӗрешӗвӗнче вӑй виҫме 24 ҫӗршыври 300 ытла спортсмен пухӑннӑ. Спортсменсем виҫӗ енлӗ кӗрешӳре вӑй виҫнӗ: ирӗклӗ, грек-рим, хӗрарӑмсен. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди 6 ылтӑн тата 3 пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей спорт мастерӗ Вероника Чумикова та пухмача медальпе пуянлатнӑ. Вӑл 57 килограмм тайман виҫе категорийӗнче Индири Дханду Пооха спортсменкӑпа вӑй виҫнӗ, ӑна ҫӗнсе ылтӑн медаль илнӗ.
Чӑваш Ен спортсменки, В.Н. Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн 5-мӗш шкулӗн воспитанници Елена Зайковская киокусинкай енӗпе иртнӗ тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Болгаринчи Варна хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва спортсменсем ӗнер пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче 16 ҫӗршыври 400 ытла спортсмен пулнӑ. Турнирта 14-15 ҫулсенчи ачасем, 16-17 ҫулсенчи юниорсем, 18-21 ҫулсенчи ҫамрӑксем вӑй виҫнӗ.
Аслӑ ушкӑнри ӑмӑртӑва Чӑваш Ен пики хутшӑннӑ. Вӑл — Раҫҫей спорт мастерӗ Елена Зайковская. Елена Алексей Нягин тренер патӗнче пултарулӑха туптать.
Варнари ӑмӑртура Чӑваш Енри хӗр 65 килограмран йывӑртарах виҫере кӗрешнӗ. Раҫҫей спорт мастерӗ Елена Зайковская ылтӑн медале тата ҫӗнтерӳҫӗ кубокне ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗнче ӗҫленӗ Сергей Шелтукова асӑнса паян Шупашкарти маунтинбайк центрӗнче йывӑр атлетика енӗпе республика турнирӗ иртнӗ.
РФ физкультурӑпа спорт отличникӗ, Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ усал чире пула пурнӑҫран пӗлтӗр уйрӑлнӑччӗ. Ун чухне вӑл 47-ре пулнӑ.
Сергей Шелтукова асӑнса паян республика шайӗнче уҫӑ ӑмӑрту ирттернӗ. Йывӑр атлетсем медальсен 20 комплектне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑртура пулнӑ Андрей Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗкри, Етӗрнери, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти атлетсем уйрӑмах палӑрнӑ. Яна Мохина, Ирина Баймулкина, Наталья Шайманова, Александра Козлова, Анатолий Иноходов, Андрей Портнов тата ыттисем хӑйсен виҫисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Чӑваш ҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче, хальхи вӑхӑтра Питӗре ҫитнӗскер (Финляндирен 150 ҫухрӑмра кӑна ларать), Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗрӗ ҫине лекнӗ «Мировое кочевье» (чӑв. «Тӗнче тавра ҫаврӑнни») ҫулӑн пайне пӗтӗмлетнӗ. Ку самант тӗлне Никита ҫемьи (аса илтеретпӗр, ку ҫулҫӳреве Никита арӑмӗпе Аяран хӗрне илсе тухнӑ) 1500 ҫухрӑм патнелле кайнӑ. Вӗсен ҫулӗ сакӑр субъект — Чӑваш Ен, Мари Эл, Чулхула, Иваново, Кустӑрма, Ярославль тата Ленинград облаҫӗсем — урлӑ иртнӗ. Пӗр кун хушшинче иртнӗ чи вӑрӑм ҫул тӑршшӗ 77,8 ҫухрӑм пулать иккен.
Хӑйӗн пӗтӗмлетӗвӗнче Никита ҫавӑн пекех ҫулсемпе ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне те хакланӑ. Чи япӑх ҫул пахалӑхӗ ун шучӗпе Ярославль облаҫӗнче. Мари Элте, Чулхулапа Кустӑрма облаҫӗсенче вара ҫынсен пурнӑҫӗ чи япӑххи. «Чулхула облаҫӗнчи пек ишӗлчӗк ял ҫурчӗсене эп Ҫӗпӗрте те асӑрхаман», — хӑй кӑмӑлне палӑртать чӑваш велоҫулҫӳревҫи. Аса илтеретпӗр, ҫулсене суйланӑ чухне Никита пысӑк автоҫулсенчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ.
Сӑмах май, каян, урӑн 3-мӗшӗнче, Андриян Николаев чӑваш космонавтне асӑнса ҫулсерен иртекен велочупу пулӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ те Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вӗҫленӗ.
Минскра Европа вӑййисем иртнӗ. 10 кунра Раҫҫей спортсменӗсем 109 медаль ҫӗнсе илнӗ. Пухмача Чӑваш Ен спортсменӗсем те медальсемпе пуянлатнӑ.
Чи пӗрремӗш кунхине Елена Бондарева самбора кӗрешсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Спорт гимнастикин ӑмӑртӑвӗнче чӑваш спортсменӗ Владислав Поляшов финала тухнӑ, унта пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн тепӗр спортсменки Мария Кузнецова та пӑхӑр медальпе савӑнтарнӑ. Вӑл спорт кӗрешӗвӗнче вӑй виҫнӗ.
Палӑртса хӑвармалла: ҫитес Европа вӑййисем 2023 ҫулта Польшӑри Краков хулинче иртӗҫ.
Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснине тупса палӑртнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче ку хыпар Раҫҫейри информаци агентствисемпе электрон кӑларӑмсем тӑрӑх самантрах сарӑлчӗ. Пирӗн тӑрӑхри тӳре-шара ҫак сӑмаха малтанласа ӗненменччӗ. Кайран Чӑваш Енӗн Спорт министерстви брифинг та ирттернӗччӗ. Михаил Богаратов министр допинга хирӗҫ «Русада» агенствӑна тӗпчев ирттерме пулӑшассине ӗнентернӗччӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче пирӗн республикӑна экспертсен сумлӑ ушкӑнӗ тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗ. Ушкӑн иртнӗ шӑмат кун Шупашкарта ӗҫлӗ канашлӑва пухӑннӑ. Вӗсем тренерсемпе, медицина ӗҫченӗсемпе тата спортсменсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Тӗпчев тӑрӑх ЧР Спорт министерстви тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасшӑннине пӗлтерет.
Чӑваш Енри спортсменка Елена Герасимова юниорсен хушшинче иртнӗ тӗнче ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Вӑл тӑван тӑрӑхне ылтӑн медальпе таврӑнӗ. Кун пирки ЧР Спорт министерстви пӗлтерет.
Пирӗн ентеш командӑпа нумай енлӗ кӗрешӳре вӑй виҫнӗ. Команда йышӗнче Елена Герасимова, Вика Листунова, Влада Уразова пулнӑ. Вӗсем тӗнче первенствин пӗрремӗш чемпионкисем пулса тӑнӑ.
Палӑртмалла: юниорсен хушшинчи тӗнче ӑмӑртӑвӗ ҫак кунсенче Венгрире иртет.
«Русада» допинга хирӗҫ агентство Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснӑ фактсене тупса палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Усал хыпар утпа ҫӳрет теҫҫӗ те, ку сӑмах Раҫҫейри информаци агентствисемпе электрон кӑларӑмсем тӑрӑх самантрах сарӑлчӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РБК информаци агентствипе калаҫнӑ чух «Русада» тӗпчевне ӗненмесӗртерех калаҫнӑ. Ҫакна вӑл хӑй нимӗнле тӗпчев материалне те курманнипе сӑлтавланӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче ӗнер брифинг ирттернӗ. Михаил Богаратов министр «Русада» агенствӑна тӗпчев ирттерме пулӑшассине ӗнентернӗ.
Ӗнер каҫхине Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министертствин сайтӗнче асӑннӑ ведомствӑн спорт медицини енӗпе ӗҫлекен штатра тӑман специалисчӗн Арнольд Карзаковӑн комментарине вырнаҫтарнӑ. Допинг правилисене ҫул ҫитмен ачасем те пӑснӑ тесе РБК ҫырнине вӑл кӑмӑлсӑрланса вуланӑ-мӗн. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн спорт медицинин врачӗсем ҫамрӑк «олимпиецсен» сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, вӗҫӗмех медицина тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ. Спорт тухтӑрӗсем хӑйсен квалификацине ӳстерсех тӑнине те палӑртнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах «Русада» агентствӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Маргарита Пахноцкая ТАСС информагентствӑна каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри спорт отраслӗн ертӳҫисемпе тӳре-шари валли планпа пӑхман семинар ирттерсех допинг пирки ӑнлантарса парасшӑн.
«Русада» допинга хирӗҫ агентство Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснӑ фактсене тупса палӑртнӑ.
Агентствӑн тӗпчев пайӗ пирӗн республикӑри спорт училищисенчен пӗринче кӑлтӑк пуррине асӑрханӑ. 140 ытла ҫынран ыйтса пӗлнӗ иккен, допинга хирӗҫ правилӑсене пӑханманнине 60 тӗслӗх шута илнӗ.
Допинг йӗркине пӑхӑнманшӑн 33 спортсмен тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ. Ҫавсен шутӗнче самбистсем виҫҫӗн, велоспорт ӑстисем пиллӗккӗн, биатлонистсем икккӗн, ҫӑмӑл атлетсем вун ҫиччӗн, йӗлтӗрпе чупакансем иккӗн. Кунсӑр пуҫне ҫак йышра спорт гимнасчӗ, боксер, ирӗклӗ майпа кӗрешекен, йӗлтӗрҫӗ пур, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тупӑшакан хӑлха илтмен пӗр ҫамрӑк, хускану органне амантнӑ пӗр ҫӑмӑл атлет.
Асӑннӑ спортсменсемпе ӗҫлекен врач тӗлӗшпе вӑхӑтӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-мӗн. Тухтӑр преступлени туман тесе пуҫиле ӗҫе каярах чарса лартнӑ.
Чӑваш ҫӗрӗн маттур хӗрӗ, Европа чемпионки Анжелика Сидорова Африкӑра иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мароккӑн тӗп хулинче «Бриллиантовая лига» (чӑв. Бриллиант лиги) ҫӑмӑл атлетсен пӗтӗм тӗнчери турнирӗн 6-мӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑпа Мускав чысне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова та хутшӑннӑ.
Шӑчӑпа сикекен хӗр 4 метр та 77 сантиметра ҫӗннӗ. Ҫапла майпа пике 2020 ҫулхи Олимп вӑййине нормативне тултарнӑ. Сӑмах май каласан, ку вӑл — Анжеликӑн ҫак сезонти чи лайӑх кӑтартӑвӗ. Мароккӑн тӗп хулинче, Рабатра, иртнӗ ҫӑмӑл атлетсен пӗтӗм тӗнчери турнирӗн 6-мӗш тапхӑрӗнче Анжелика Сидорова кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |