Спорт кӗрешӗвӗ енӗпе пултарулӑхне Чӑваш Енре туптакан Евгения Захарченко Европа чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑна вӑл Италин тӗп хулинче, Римра, юниорсен хушшинче иртекен ӑмӑртура тухнӑ.
Европа шайӗнчи ӑмӑрту «Centro Olimpico – PalaPellicone» утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пынӑ. Континент шайӗнчи кӗрешӗве пухӑннисем ирӗклӗ мелпе, хӗрарӑмсен тата грекпа рим кӗрешӗвӗсен енӗпе вӑй виҫнӗ. Унта 20 ҫулчченхи ҫамрӑксем хутшӑннӑ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче Чӑваш Енри икӗ спортсменка: Альбина Хрипкова (65 килограмчченхи виҫере) тата Евгения Захарченко (72 килограмчченхи виҫере) — пулнӑ. Евгения Итали спортсменкине ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
2008 ҫулта Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисенче Татьяна Архипова чӑрмавлӑ 3 пин метра чупса финиша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Ун чухне чӑваш спортсменки кӑшт кӑна медаль илеймен.
Пӑхӑр медаль ун патне 10 ҫултан таврӑннӑ. Антидопинг комитечӗ Екатерина Волковӑна тӗрӗсленӗ те юраман препарат ӑша янине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ унӑн пӑхӑр медальне туртса илнӗ. Палӑртмалла: вӑл ҫав ӑмӑртура виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Медале вара пирӗн спортсменкӑна, Вӑрмар районӗн хӗрне, Татьяна Архиповӑна панӑ.
Ҫак канмалли кунсенче Шупашкарта хӑйне евӗр спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме палӑртнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче тӗп хулана парӑс спортне кӑмӑллакансем пухӑнӗҫ.
Тупӑшу савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ. Ӑмӑрту 11 сехетре пуҫланӗ.
Тупӑшура крейсер яхтин 3 класӗнче наградӑсем выляттарӗҫ: «Четвертьтонник», «Картер-30», «ОRС». Ӑмӑрту Атӑл леш енчи «Солнышко» (чӑв. «Хӗвел») турбаза районӗнче иртӗ. Унтан яхтӑсем Шупашкарти тӗп пляж еннелле килӗҫ. Кун хыҫҫӑн каялла, финиша, ҫул тытӗҫ.
Чӑваш Енри спорт шкулӗнче вӗренекен Мария Кузнецова тӗнче шайӗнчи «Испани гран-прийӗ» турнирта ҫӗнтернӗ. Ӑмӑрту Мадрид хулинче утӑ уйӑхӗн 13-16-мӗшӗсенче иртнӗ.
Тӗнчери тӗрлӗ кӗтесрен килнӗ спортсменсем спорт кӗрешӗвӗн виҫӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ: грек-рим кӗрешӗвӗ, ирӗклӗ кӗрешӳ тата хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ.
Пирӗн Мария Кузнецова 65 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ Мария финалта Чехири спортменкӑпа кӗрешнӗ. Вӑл ӑна ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ ӗнер хупӑнчӗ. Спортӑн ҫак енне суйланисем пирӗн ҫӗршыври 11 хулари чаплӑ стадионсенче футболпа киленме пултарчӗҫ. Ӑмӑрту иртмен хуласенче те ҫынсене матча тӳрӗ эфирта пӑхма май туса пачӗҫ — ятарлӑ лапамсенче пысӑк экрансем вырнаҫтарчӗҫ. Ун пекки Шупашкарта та пулчӗ.Футбол енепе тӗнче чемпиоанчӗ пынӑ вӑхӑтра Шупашкара Колумби, Аргентина, Иран, Польша, Китай, Франци тата ытти ҫӗршыв турисчӗсем — пурӗ 570-ӗн — килсе ҫитнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗслекен управленийӗнче пӗлтернӗ тарӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапамра пысӑк экранпа ӑмӑртӑва 20 пине яхӑн ҫын пӑхнӑ.
Ют ҫӗршыв хӑнисем «Ибис», «Республика», «Гарден спа-отель», «Чувашия», «Волга» хӑна ҫурчӗсенче пурӑннӑ.
Чӑваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑрту утӑ уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче Жуково хулинчи «Метеор» спорткомплексра иртнӗ. Унта Раҫҫейри чи вӑйла спортсменсем тупӑшнӑ.
ЧР Спорт министерствин сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн Анжелика Сидорова шӑчӑпа 4,65 метр ҫӳллӗшне сикнӗ. Ҫапла майпа вӑл пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Анжеликӑн лӑпланса ларма вӑхӑт ҫук. Вӑл халӗ Европа чемпионатне хутшӑнма хатӗрленет. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 7-12-мӗшӗсенче Германири Берлин хулинче иртӗ.
Ыран, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта нумай функциллӗ спорт лапамӗ уҫӑлӗ. Вӑл Соляной проездри 14-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӑна 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Универсаллӑ спорт объектӗнче — 20x40 метрлӑ хоккей лапамӗ. Ӑна искусствӑллӑ курӑкпа витнӗ. Хӗлле унта хоккей выляма, ҫулла футбол выляма май килӗ.
Спорт объектне уҫнӑ май Спорт аэробикин федерацийӗ, «Спартак» спорт шкулӗн ҫамрӑк футболисчӗсем тата «Спартак-Чебоксары» (чӑв. Спартак-Шупашкар) спорт ушкӑнӗн пайташӗсем уяв туса парӗҫ.
Универсаллӑ спорт лапамне тума хула хыснинчен 4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Пӗлтӗр Шупашкарта тӑватӑ спорт объекчӗ – виҫӗ мини-футбол лапамӗ (кашнин лаптӑкӗ — 20x40 м, вӗсем 61, 40 тата 10-мӗш шкулсенче вырнаҫнӑ) тата Эгер бульварӗнче 33-мӗш ҫурт картишӗнче универсаллӑ спорт лапамӗ — хута янӑ.
Раҫҫейӗн футболисчӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пире савӑнтармаллипех савӑнтарчӗҫ. Вӗсем Испани командипе пӗрре саккӑрмӗш финалта тӗл пулчӗҫ. Пенальти вӑхӑтӗнче пирӗннисем ҫӗнтерчӗҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем чӑваш юнӗллӗ футболистсене республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тава тивӗҫлӗ ятсемпе чысламалла тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Кун пирки, сӑмахран, Игорь Михайлов юрист Фейсбукра ҫырнӑ. Анчах вӑл шӳтленӗ.
Аса илтерер, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюбӑн — Ҫӗрпӳрен, Игнашевичӑн — Хӗрлӗ Чутай районӗнчен. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, анчах Кемӗр облаҫне тухса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗ. Владислав Юсупов ятлӑ ҫын Фейсбукра маларах ҫырнине ӗненсен, Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ имӗш. Ют ҫӗршыв хӑнисем 90 автобус тытса ҫула тухнӑ пулать. Вӗсенче 2500 ҫын пулнӑ-мӗн. Ҫавӑнта ларса пыракансене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем — автоматлӑ ОМОНовецсем — чарса тӗрӗсленӗ тесе ҫырнӑ Владислав Юсупов. Кайран ҫав сӑмах хӑш-пӗр МИХра хӑвӑрттӑн сарӑлнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем тӗрӗслеменнине официаллӑ пӗлтернӗ.
Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ малалла пырать. Паян пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем Испанипе вылӗҫ. Йышра чӑваш юнӗллӗ футболистсем пур. Ҫак хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра иртнӗ уйӑхрах пӗлтернӗччӗ.
Калем ӑсти ҫырнӑ тӑрӑх, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюба маларах Ҫӗрпӗве канма килсе ҫӳренӗ, унта футболистӑн тӑванӗсем пур иккен. Игнашевич Хӗрлӗ Чутай районӗнчи спорт шкулне бутсы ярса панӑ-мӗн. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, Кемӗр облаҫне ӗҫлеме тухса кайса тӗпленнӗ.
Чӑваш Енпе ячӗсем ҫыхӑннӑ, ҫӗршыв шайӗнче вылянӑ футболистсем унччен те пулнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ футбол командин вратарӗ пулнӑ Александр Филимонов Йошкар-Олара ҫуралнӑ пулин те (кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ Википедире хыпарланине тупрӗ) хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти «Сталь» ушкӑнра вылянӑ. Ҫӗмӗрлери Сергей Башкиров «Спартак» ушкӑнра вылянӑ, кайран Украина командисен тренерӗ пулнӑ. Александр Корченов футболист Шупашкарти «Энергире», Хусанти «Рубинта», кайран Узбекистанри «Пахтакорта» вылянӑ. 1979 ҫулта «Пахтакорта» ушкӑнпа авиакатастрофӑра вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |