Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче акватлон енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ.
Кун пек ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн тӗп хулинче кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр унта 200 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗршывӑн 12 регионӗнчен виҫӗ теҫетке ытла спортсмен килсе ҫитмелле.
Медальсемшӗн ҫула кура тӑватӑ ушкӑнта тупӑшӗҫ: 13-14 тата 15-16 ҫулсенчи яшсемпе хӗрсем, 19 ҫулчченхисем тата 23-чченхисем.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче, шывра ишессипе, чупассипе тупӑшма тивӗ. Инҫӗшӗ спортсменсен ҫулне кура тӗрлӗрен: 0,75 километртан пуҫласа 2,5 километр таран, шывра ишессипе — 0,3 километртан пуҫласа 1 километрччен.
Ӑмӑртма 8 сехетрех пуҫӑнӗҫ.
Шӑчӑпа сикес енӗпе Европа чемпионки, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура икӗ хутчен вице-чемпионка ята тивӗҫнӗ ентешӗмӗр Анжелика Сидорова Европӑн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.
Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче Минскра Европӑпа Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем хушшинчи командӑсен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ун пекки халиччен пулман.
Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Светлана Абрамова патӗнче пултарулӑха туптакан ентешӗмӗрсӗр пуҫне Европӑн пӗрлештернӗ комнадине Раҫҫейрен ҫавӑн пекех Мария Ласицкене тата Илья Иванюк (ҫӳллӗшне сикекенсем), Сергей Шубенков (йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе чупать), Денис Лукьянов (молот ывӑтать) спорстменсене суйласа илнӗ. Спортӑн кашни тӗсӗнче 4-шар спортсмен тупӑшӗ.
Куславкка хулинче кире пуканӗн спорчӗн ветеранне Бронислав Чернова халалласа палӑк уҫнӑ. Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Куславкка хулин ҫуралнӑ кунӗнче, иртнӗ.
Палӑка Бронислав Черновӑн мӑнукӗ пуҫарнипе уҫнӑ. Паттӑр ҫак спортсмен Кавал ялӗнче ҫуралнӑ, Куславккари интернат шкулта вӗреннӗ.
Бронислав Чернов 1998, 2000, 2010 ҫулсенче ветерансен хушшинче кире пуканӗ йӑтас енӗпе иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. 1999 ҫулта вара вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Матч!» сайтра ырӑ хыпар тупӑннӑ: Татьяна Акимова биатлонистка амӑшӗ пулса тӑнӑ.
ЧР Элтеперӗн Михаи Игнатьевӑн пресс-секретарӗнче ӗҫленӗ Михаил Вансяцкий те Чӑваш Ен спортменкине саламланӑ. «Славӑпа Таня Акимовсене хӗр ҫуралнӑ ятпа саламлатӑп! Вӗсене ҫирӗп сывлӑх, юрату, ҫемье телейӗ сунатӑп!» - ҫапла ҫырнӑ вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче.
Татьяна Акимова пӗлтӗрхи сезона шӑпах та ача кӗтнӗрен хутшӑнман. Палӑртмалла: вӑл Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗсен ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ, 2017 ҫулта иртнӗ тӗнче чемпионачӗ призерӗ.
Пирӗн республикӑра споросменсем допинг правилисене пӑсма пултарнипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле тӗпчекен комисси туса хунӑ. Ҫакӑн пирки эпир Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи йышӑнуран пӗлтӗмӗр.
Чӑваш Республикин спортсменӗсем тата вӗсен персоналӗ 2017 ҫулта допинг правилисене пӑсма май пама пултарнӑ условисене тӗпчекен никама пӑхӑнман (Иван Моторин премьер-министр хушӑвӗнче ҫапла каланӑ) ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелесси ҫинчен калакан документа ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснине тупса палӑртнӑ хыпар Раҫҫей МИХӗсенче ҫӗртме уйӑхӗнче _/news/22473.html|сарӑлнӑччӗ__. Ҫавӑн хыҫҫӑнах пирӗн республикӑна ҫӗршыври экспертсен сумлӑ ушкӑнӗ тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗччӗ.
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен Италири Турине хулинче Ветерансен Европӑри IV вӑййисем иртнӗ. Унта «Мастерс» категорири 6 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енри ҫын та пулнӑ.
Спортсменсене ӑмӑртма 20-е яхӑн спорт объектне хатӗрленӗ. Ветерансем вӗсенче спортӑн 29 енӗпе наградӑсемшӗн ӑмӑртнӑ.
Европӑри тата ытти континентри вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсен йышӗнче пирӗн тӑрӑхри Николай Иванов пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын 47 ҫӗршыври 1084 спортсмен хушшинче ӑмӑртнӑ. 60 ҫултан аслӑрах спортсменсем хушшинче вӑл 10 тата 21 километра чупса кӗмӗл медальсене, 5 километра тупӑшса «бронзӑна» тивӗҫнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Атӑл хӗррине уҫӑлма тухнӑ.
Тӗрӗссипе, унччен те вӑл сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пынӑ-ха, спортпа туслипе палӑрать. Хӗлле йӗлтӗрпе, ҫулла ролик конькипе тата велосипедпа ярӑнать. Халӗ вӑл каллех Атӑл хӗррине уҫӑлма тухнӑ. Спорт тумӗ тӑхӑннӑ, хаваслӑ сӑнлӑ Элтепер ҫынсемпе калаҫнӑ, вӗсемпе сӑн ӳкерӗннӗ. Сӑн ӳкерчӗксен айне: «Хастар тата позитивлӑ ҫынсем ҫыран хӗрринче яланхиллех. Атӑл вӑй парать!» — тесе ҫырнӑ.
Сӑн ӳкерчӗксене пӑхсан Элтепер мӗнпе ярӑнни паллӑ мар. Вӑл, ахӑртнех, уҫӑлса ҫӳренӗ.
Атӑл ҫыранӗ хӗрринчи сӑн ӳкерчӗксене Инстаграма паян, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫур сехет каярах вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗксен айне ҫак самантра тӑватӑ ҫын комментари ҫырнӑ.
Ҫӑмӑл атлетика енӗпе 101-мӗш чемпионат та Шупашкарта иртес шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Юрий Борзаковский Шупашкарта пӗлтернӗ.
Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче черетлӗ сезонти календарь те пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ӑмӑртӑва йышӑнас шанчӑк икӗ хулан пур: Хусанӑн тата Шупашкарӑн.
«Чемпионата ӑҫта ирттерессине президиумӗн кӗрхи ларӑвӗнче татса парӑпӑр, – тенӗ Юрий Борзаковский. – Турнир е Шупашкарта иртӗ, е Хусанта. Хальлӗхе Шупашкар пирки шухӑшлатпӑр».
Шупашкарта турнир кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут пуҫтарӑннӑ. Унччен Раҫҫей чемпионатне ҫӑмӑл атлетсем Чӑваш Ен тӗп хулине 2002, 2009, 2011, 2012, 2015 тата 2016 ҫулсенче пуҫтарӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Ӗнер ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш кунӗ пулчӗ. Чӑваш Енри спортсменсемшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Раҫҫейӗн спорт мастерӗ Вера Васильева, тӗрӗссипе, ӑмӑртӑвӑн малтанхи кунӗнчех палӑрнӑ-ха. 800 метрлӑ дистанцире вӑл финала кӗме пултарнӑ. Ӗнер Чӑваш Ен хӗрӗ ҫав дистанцире кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Вера Васильева — олимп резервӗн 3-мӗш спорт шкулӗн тата Ардалион Игнатьев ячӗллӗ Спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн воспитанници. Пултарулӑха вӑл Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Валентина Давалова патӗнче туптать.
Паян Вера Васильева 1500 метра чупӗ.
Шупашкарти чемпионата, сӑмах май, ҫӗршывӑн 72 регионӗнчи спорстменсем килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионачӗн иккӗмӗш кунӗ ӗнер хыҫа юлчӗ. Раҫҫейӗн 72 регионӗнчен килсе ҫитнӗ спорстменсем тӑватӑ кунта медальсен 40 комплекчӗшӗн ӑмӑртӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Анжелика Сидорова хӑйӗн унчченхи рекордне ҫӗнетме пултарнӑ. Шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекенскер 4 метр та 86 сантиметра ҫӗннӗ. Ку кӑтартупа вӑл ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ.
Анжелика Сидорова — Европа чемпионки, тӗнчен икӗ хут вице-чемпионки. Раҫҫейри стартсенче Мускавпа Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи рекорда та спорстменка Шупашкарта тунӑ. 2016 ҫулта иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ вӑхӑтӗнче вӑл 4 метр та 85 сантиметр ҫӳллӗшне сикнӗ.
Раҫҫей чемпионатӗнчи «ылтӑна» Анжелика Сидорова ӗнерхине шута илсен пурӗ тӑватӑ хут ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |