Спорт
![]() Шупашкарта пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ интернет-турнирта ҫӗнтернӗ. Ӑмӑртӑва онлайн-мелпе йӗркеленӗ. Унта ҫӗршывӑн 46 регионӗнчи 133 шахматҫӑ хутшӑннӑ. Чӑваш Енри ӑстасен команди виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хӗрарӑмсем хушшинче Валентина Давыдовӑна ҫитекен пулман. Кашни регионтан виҫӗ ҫынран тӑракан пӗр команда хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Александр Петров, Павел Игумнов тата Валентина Давыдова хӳтӗленӗ. Вӑйӑ 4 сехете тӑсӑлнӑ. Команда бронза медале тивӗҫнӗ, Валентина Давыдова — пӗрремӗшне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |