Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Спорт
![]() Шупашкарти «Юман» дружини чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускава тухса кайӗ. Следж-хоккей командине ҫӳрекен маттур ачасем Мускаври тантӑшӗсемпе ӑмӑртӗҫ. Унччен вӗсем апла тупӑшӑва хутшӑнса курман. Тӗрӗссипе, ачасен кун пек ушкӑнӗсем те сахал. Следж-хоккей команди пирӗн ҫӗршывра иккӗ кӑна: пӗри — Мускавра, тепри — Чӑваш Енре. «Юман» ушкӑна «Это чудо» (чӑв. Ку вӑл тӗлӗнтермӗш) ыр кӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленӗ. Занятисем Чӑваш кадет корпусӗ ҫумӗнчи Регионти хоккей центрӗнче иртеҫҫӗ. Унта 8 ҫултан пуҫласа 15 ҫула ҫитичченхи ачасем ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑнӑн тӗп тренерӗ Александр Ларионов каланӑ тӑрӑх, следж-хоккей пайташӗсен шайби пысӑкрах, ун варринче сасӑ кӑларакан 8 шар пур. Ӑна хоккеистсем илтчӗр тесе ҫапла тунӑ. Тренер шӑхличӗ те тӗрлӗрен. Пӗри шайба зонӑна лексен шӑхӑрмалли, тепри хапхаҫӑна шайбӑран хӳтӗленмеллине систерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |