Спорт
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнине пӑхмасӑр кӑҫал «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрне» ирттерӗҫ. Анчах унта 65 ҫултан аслӑраххисене хутшӑнтармӗҫ. Старта тухакансен медтӗрӗслев витӗр тухса справка илсе килмелле. Ӑмӑрту кӑҫал та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗн трасси ҫинче иртӗ. Старт нарӑсӑн 13-мӗшӗнче 12 сехетре пулӗ. Малтан «Шупашкар-Аренӑна» ҫитмелле. Унта мандатлӑ комисси ӗҫлӗ, документсен оригиналӗсене йышӑнӗҫ, ӳт температурине виҫӗҫ. Кун хыҫҫӑн ӑмарту вырӑнне автобуспа илсе ҫитерӗҫ. Заявкӑна тата сканерланӑ справкӑна sdusshor2-21@mail.ru электронлӑ почтӑпа нарӑсӑн 12-мӗшӗччен ярса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |