Спорт
![]() Чӑваш Енри икӗ спортсмен Фристайл енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Вӗсем – олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнчи фристайл уйрӑмӗн воспитанникӗсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев. Раҫҫей командине ҫавӑн пекех Анастасия Таталина (Мускав) тата Дмитрий Макаров (Красноярск тӑрӑхӗ) кӗнӗ. Фристайлӑн «слоуп-стайл» тата «биг-эйр» дисциплинисенчи ӑмӑртӑвӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пуш уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче иртӗ. «Слоуп-стайл» квалификацийӗ пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ, 13-мӗшӗнче финал пулӗ. «Биг-эйр» дисциплинипе квалификаци пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ, финал – 16-мӗшӗнче. Виза илес енӗпе йывӑрлӑх пулнӑран спортсменсем АПШна ыран ҫеҫ тухса кайӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсем «слоуп-стайл» ӑмӑртӑвне хутшӑнаймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |