
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлакан Театр кунӗ умӗн пирӗн республикӑра XXVI хут ӗнтӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Унӑн ҫӗнтерӳҫисене ҫав кун Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче чысланӑ.
Чи лайӑх спектакль ятне Чӑваш академи драма театрӗн «Хуркайӑк ҫулӗ» ӗҫӗ тивӗҫнӗ. Унӑн режиссёрӗ — Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев (сӑнӳкерчӗкре).
«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире ҫак спектакльте Чӗкеҫ сӑнарне калӑпланӑ Надежда Зубкова тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире Вырӑс драма театрӗнче лартнӑ «Дядюшкин сон» спектакльте Мозгляков ролӗнче вылякан Александр Смышляев ҫӗнтернӗ.
«Чи лайӑх сценографи» — Чӑваш пукане театрӗн «Черная курица, или Подземные жители» спектакльне илемлетнӗ Эмиль Капелюш, Юрий Сучков.
«Музыка енчен спектакле чи лайӑх илемлетни» номинацире Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Мы хотим танцевать» спектакльне илемлетнӗ Александр Гриханкин палӑрнӑ.
«Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» номинацире Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Ҫӑкӑр чӗлли» спектаклӗнче Лисук сӑнарне калӑпланӑ Алина Зайцева палӑрнӑ.
«Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль» — Чӑваш патшалӑх сӑнавлӑ театрӗн «Праздник непослушания» спектаклӗ, унӑн режиссӗрӗ – Андрей Аверин.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чингиз Айтматов повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсне хак паракансем, ҫав шутра паллӑ критиксем те, курнӑ.
Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, моноспектакль кашни киле кӗрсе инкек хӑварнӑ вӑрҫӑ ахрӑмӗ ҫинчен. «Ӑна куҫҫульсӗр пӑхма майӗ те ҫук: чун-чӗрене витӗр ҫатӑрласа илсе ыраттарать. Жюри кашни курӑнӑва чылайччен пайӑррӑн шӗкӗлчерӗ. Режиссёра та (Борис Манджиев), икӗ сехет сцена ҫинчен каймасӑр хӑйӗн шӑпи (пирӗн асанне-кукамай шӑпи!) ҫинчен каласа кӑтартакан Толгонай-Чӗкеҫе те (Надежда Зубкова), ытти артистсемпе театр ӗҫченӗсене те уйрӑммӑн ырларӗҫ», — пӗлтернӗ унта.
Тӗп хуларан килнӗ театровед Валентина Федорова «Кун пек спектакльсем халь Мускавра ҫук...» тесе ырланӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗ ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче Хусанта пулӗ. Унта вӑл «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» спектакль кӑтартӗ.
Чӑваш спектакльне курма ӗмӗтленекенсне Хусанти Павлюхин урамӗнчи 57-мӗш ҫурта чӗнеҫҫӗ. Унта Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Артистсем ҫавӑн сцени ҫине ятарласа тухӗҫ.
Спектакле пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑтартӗҫ, вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чӑвашла пӗлмен куракансен ӑнланмӑпӑр тесе кулянма кирлӗ мар, спектакле синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарса пырӗҫ.
Камитӗн билет хакӗ — 1000 тенкӗ.
Спектакль пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен карас телефонӗпе 89053183366 номерпе шӑнкӑравласа ыйтусене уҫӑмлатма май пур.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене Александр Кураковӑн юбилей каҫне йыхравлать. Кун пирки учреждени халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ. Артист хӑйӗн ҫавра ҫулне Геннадий Терентьев пьесипе лартнӑ «Ҫимӗк каҫӗ» спектакльпе ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗ.
Александр Николаевич 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) 1983 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Вӑл вӗреннӗ чӑваш студине Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, В.К. Смирнов профессор ертсе пынӑ.
Театр училищинчен вӗренсе тухнӑранпах Александр Кураков Чӑваш патшалах академи драма театрӗнче ӗҫлет.

Республикӑра театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗ старт илнӗ. Кӑҫалхипе вӑл 26-мӗш хут иртет, ӑна хальхинче Раҫҫейри театр ӗҫченӗссен пӗрлӗхӗ йӗркеленнӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Жюри пайташӗсем конкурса тӑратнӑ спектакльсене хаклама тытӑннӑ ӗнтӗ. Ӗнер, тӗслӗхрен, Ева Лисинӑн автобиографи калавӗ тӑрӑх лартнӑ «Ҫӑкӑр чӗлли» постановкӑна пӑхнӑ. Экспертсем ушкӑн пысӑк шайра ӗҫленине, актерсем оригиналлӑ вылянине палӑртнӑ. Тема пӗлтерӗшлӗ пулнине та каланӑ: спектакль вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ачасен шӑпи пирки.
Ыран жюри пайташӗсем Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Волшебный орех. История Щелкунчика» спектакль курӗҫ.
Республика конкурсне пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, пӗтӗмлетӗҫ.

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Театра юратакансен клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.
Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, унта тӗрлӗ ӳсӗмри куракансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Театра юратакансен клубне пухӑннисем «Нарспи» спектакле чылайччен хӗрӳн сӳтсе явнӑ.
«Пирӗн калаҫӑва Антонина Казеевӑпа (Нарспи) Евгений Урдюков (Сетнер) артистсем те хутшӑнчӗҫ. Ҫамрӑк ӑрупа аслӑ ӑру ҫак трагедие, унти сӑнарсене кӑшт уйрӑмрах ӑнланаҫҫӗ пулин те, хальхилле лартнӑ хайлав пурне те пӑлхантарни палӑрчӗ. Хӑшӗсем ӑна 2-3 хут та курса ӗлкӗрнӗ иккен, тата та килес кӑмӑллӑ», — тесе пӗлтернӗ халӑх тетелӗнче Марина Карягина.

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисткин Любовь Федоровӑн юбилей каҫӗ иртнӗ.
Ҫав кунах сцена ҫинче премьера пулнӑ: Николай Сидоров пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Шӑпчӑк юрлать Питравччен» спектакль куракансем патне ҫитнӗ. Унта Любовь Федорова тӗп роле – Маттиҫе – вылянӑ. Матиҫ – кулӑшла сӑнар, тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулать, анчах вӗсене парӑнтарать.
Артисткӑна саламлама тусӗсем тата ӗҫтешӗсем килнӗ. ЧР культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богусловский ведомство ячӗпе салам илсе ҫитернӗ, Любовь Федоровӑна «Искусствӑра ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» кӑкӑр паллине ҫакса янӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Мускава гастрольпе тухса кайма хатӗрленет. Паян-ыранах мар-ха. Ҫывӑх вӑхӑтра. Тата тӗрӗсрех каласан, ака уйӑхӗнче.
Культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакансемпе асӑннӑ хула хӑнисем чӑваш артисчӗсен пултарулӑхне хаклама пултарӗҫ. Театр гастрольпе Мускавра ака уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче пулӗ. Чӑваш артисчӗсем Никита Михалковӑн «Мастерская 12» театрӗн сцени ҫине тухӗҫ. Унта Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэми тӑрӑх лартнӑ «Нарспи» спектакль кӑтартӗҫ.
Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе хӑйне евӗр юрри-ташши, илемлӗ туйӗ, Нарспипе Сетнерӗн синкерлӗ юратӑвӗ кашни кураканӑн чун-чӗрине хумхантарасса шанаҫҫӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче нумаях пулмасть «Паттӑрсем вилмеҫҫӗ» пьесӑна вулама пуҫланӑ. Ҫӗнӗ спектакле Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерствин гранчӗпе лартма палӑртнӑ. «Паттӑрсем вилмеҫҫӗ» спектакль – пурнӑҫ пӗлтерӗшне уҫса паракан, чыспа тивӗҫ, туслӑхпа юрату хӑвачӗ ҫинчен каласа кӑтартакан психологиллӗ драма.
Ӑна Раҫҫей Геройне, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Тускелте ҫуралса ӳснӗ Николай Петров аслӑ лейтенанта халалланӑ. Ҫамрӑк командир ҫӗнтерӗве ҫирӗп шанса тӑрать, салтаксене те ҫавна ӗненме хистет, Раҫҫей арӗн ҫынлӑхне уҫса парать, тӗрӗслӗхне кӑтартать, тӗрлӗ халӑх ҫынни пӗртӑванла кар тӑни пысӑк вӑй пулнине ӗнентерет.
Спектакль сцена ҫине хӑсан тухассине хальлӗхе пӗлтермен-ха.

Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Вырӑс драма театрӗнче вырӑс классикӗн Федор Достоевскин «Идиот» романӗ тӑрӑх спектакль кӑтартнӑ. Спектакле Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ашот Восканян лартнӑ. Вӑл хӑйех – инсценировка авторӗ. Спектакль художникӗ – чӑваш халӑх художникӗ Владимир Шведов.
Мышкин кнеҫ сӑнарне Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Смышляев калӑпланӑ, Настасья Филипповна ролӗнче – Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Юлия Дедина, Парфен Рогожин ролӗнче – Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Куклин, Аглая Епанчина ролӗнче – Оксана Ананьева.
Вырӑс драма театрӗнче Федор Достоевский хайлавӗсемпе унччен те спектакльсем лартнӑ, куракансем вӗсене яланах курма йышлӑн ҫӳреҫҫӗ, ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ.
