Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Аван пулсан – арӑма, усал пулсан – арҫынна» камит кӑтартӗҫ. Ӑна Владимир Гуркинӑн «Прибайкальская кадриль» пьсеи тӑрӑх хатӗрленӗ.
Спектакль режиссёрӗ — Пушкӑртстан тата Тутарстан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Байрас Ибрагимов. Сценӑна илемлетекенни тата тумсене хатӗрлекенни — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лариса Комиссарова.
«Пьеса теми кирек хӑш саманашӑн та ҫивӗч. Ансат камит пирӗн куракана килӗшессе шанас килет», — тенӗ режиссёр.
Рольсенче — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Николай Дмитриев, Виталий Сергеев, Татьяна Зайцева-Ильина, Ирина Архипова, Светлана Дмитриева тата Алевтина Семенова.
Кӑҫал пирӗн республикӑра Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» фестиваль пуҫласа иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале ирттерме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата республика Элтеперӗ Олег Николаев пулӑшӗҫ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.
Пирӗн тӑрӑха Калмӑк Республикинчен, Пушкӑртстанран, Мари Элтан, Крымран, Тутарстанран, ҫавӑн пекех Азербайджанран хӑнасем килсе ҫитмелле.
Фестиваль Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗсенче иртӗ.
К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче эрнекун, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Валентина Распутинӑн «Последний срок» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Анне» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна Алексей Герасимов режиссёр хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе курма халӑх лӑк тулли пуҫтарӑннӑ.
«Спектакльте манӑн Распутин епле каласа кӑтартнине хӑварас килчӗ. Геройсен диалогӗсем, ватӑсен шӑпи, ҫара уран иртнӗ ачалӑхшӑн тунсӑхлани – пурте пур ку спектакльте», – каласа кӑтартнӑ Алексей Герасимов.
Спектакль художникӗ — Евгений Аввакумов, балетмейстерӗ — Эльвира Кержиманкина. Пьесӑна вырӑсларан чӑвашла Ольга Туркай куҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Тӗп ыйту» космос опери сцена ҫине тухӗ. Ӑна либреттӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ. Ӗҫе нейросеть те хутшаннӑ. Ҫавна май сцена ҫине робот та тухӗ. Вӑл – тӗп рольте.
Ҫӗнӗ оперӑна Андрей Попов директор пуҫарнипе хатӗрленӗ. Режиссерӗ – Дмитрий Отяковский. Кӗвве Рустам Сагдиев хатӗрленӗ, вӑлах – дирижер-постановщик.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артистки Нина Григорьева «Театр – ман ӑраскал» моноспектакльпе сцена ҫине тухӗ.
Раштав уйӑхӗнче 85 ҫул тултаракан артистка К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 62 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Кашнинех — ӗнентерӳллӗ, чуна тивмелле, асра юлмалла. Кӑҫалхи сезонта вӑл, сӑмах май каласан, Валентин Распутинӑн «Последний срок» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Анне» спектакльти тӗп роле вылять.
Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Театр – ман ӑраскал» моноспектакле Чӑваш драма театрӗн Пӗчӗк залӗнче кӑтартӗҫ. Раҫҫей халӑх артистки куракан умне ҫывӑххӑн, куҫа куҫӑн, декорацисӗр тата ҫутӑпа тӗрлӗ сцена атрибучӗ усӑ курмасӑр тухӗ. Чӑваш кураканӗ умӗнче чунтан юратнӑ артистка наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрсем хушшинче, илемлӗ халӑх кӗввипе хӑйӗн классикӑллӑ монологӗсене вулӗ».
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем ҫак кунсенче Орёл хулинчи сцена ҫинче выляҫҫӗ.
Чӑваш артисчӗсем унта гастрольпе тухса кайнӑ. Орёл облаҫӗн тӗп хулинче чӑваш артисчӗсем юпа уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Асӑннӑ хулари пукане театрӗнче пӗчӗк куракансене вӗсем Д. Артисӑн «Снегурочка», Г.-Х. Андерсенӑн «Снежная Королева», Н. Носовӑн «Мишкина каша» юмахӗсене кӑтартӗҫ. Ҫав ӗҫсене цифра технологийӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ.
Унсӑр пуҫне «Сказка о рыбаке и рыбке», «Дюймовочка», «Бременские музыканты» спектакльсене кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Уильям Шекспир трагедийӗ тӑрӑх лартнӑ «Король Лир» спектакле ҫамрӑксемпе аслисем те курма пыраҫҫӗ. Кун пирки культура учрежденийӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Иртнӗ канмалли кунсенче вара театрта Мускаври театр критикӗсем: Художествӑсен Раҫҫейри академийӗн хисеплӗ членӗ, Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен союзӗн членӗ Дмитрий Родионов тата Александр Вислов театровед, драматург, «Ылтӑн маска» эксперт канашӗн председателӗ пулнӑ.
«Питӗ тивӗҫлӗ, тарӑннӑн», — хакланӑ ӗҫе Александр Вислов.
«Король Лир» спектакле Пукане театрӗнче 2023 ҫулта лартнӑ. Рольсене чӑваш халӑх артистки Елена Хорькова, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Алина Каликова, Юрий Филиппов тата Эльвира Соколова, Николай Соколов артистсем калӑплаҫҫӗ.
Спектаклӗн режиссёр-постановщикӗ — Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев. Художникӗ-сценографӗ – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗ Эмиль Капелюш. Пуканесен художникӗ — Юрий Сучков. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ ӑста — Питӗр хулинчен.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ куракансене ҫӗнетсе хатӗрленӗ «Поллианна» мелодрамӑна курма авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӗнет. Элинор Портер романӗ тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫе Дмитрий Михайлов режиссёр ҫӗнетнӗ. Театрӑн тӗп художникӗ Лариса Комиссарова тумсемпе декорацисене хатӗрленӗ.
Асӑннӑ спектакле театрта 2011 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ. Унтанпа декорацисемпе тумсем кивелнӗ.
Спектакльте вылякан артистсен йышне те ҫӗнетнӗ. Тӗп сӑнара Надежда Полячихина тата Оксана Кашаева калӑплӗҫ. Миссис Сноу ролӗнче — Алевтина Семенова. Мария Благушина тата Никита Бондаренко ҫамрӑк артистсем Милли тата Джимми сӑнарӗсенче вылӗҫ. Спектакльте ҫавӑн пекех — чӑваш халӑх артисчӗ Александр Степанов, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Венера Пайгильдина, Ирина Архипова, Виталий Сергеев, Светлана Дмитриева тата Татьяна Зайцева-Ильина, ҫавӑн пекех Дмитрий Петров.
Чӑваш академи драма театрӗнче Иван Тургенев пьесипе лартнӑ «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» премьерӑна йыхравлаҫҫӗ. Вӑл ӗҫе куракансем авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче хаклайӗҫ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку — Раҫҫейри театр ӳнерӗн институтне (ГИТИС) пӗтернӗ Дмитрий Миронов ҫамрӑк режиссерӑн асӑннӑ учрежденири пӗрремӗш ӗҫӗ.
«Спектакль лартма пьеса шыранӑ чухне Тургеневӑн хайлавӗ чӑваш халӑхӗшӗн ҫывӑх пек туйӑнчӗ. Камит пек ҫырнӑ пьесӑна спектакле калӑпланӑ май тата та тарӑнлатрӑмӑр, тӗп геройсен хуйхи-суйхине, шухӑшлавне анлӑрах уҫса пама тӗллев лартрӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ режиссер.
«Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» спектакле Светлана Зверева ӳнерҫӗ илемлетнӗ. Декорацисене ытларах тимӗрпе кантӑкран ӑсталанӑ», — хыпарланӑ театрта.
Кӑҫал пирӗн республикӑра Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» пӗрремӗш фестивалӗ иртӗ. Ӑна СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Фестиваль чӳк уйӑхӗн 17-22-мӗшӗсенче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче иртӗ. Мероприятие тӗрлӗ регионти наци театрӗсем хутшӑнӗҫ. Профессиллӗ теаптрсемпе пӗрлех халӑх театрӗсене те хапӑл тӑвӗҫ. Вӗсем хӑйсен чӗлхипе лартнӑ чи лайӑх спектаклӗсене илсе килӗҫ.
Чӑваш академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале хутшӑнма Мари Республикинчи наци драма театрӗ, Тутар Республикинчи Галиасгар Камал ячӗллӗ академи театрӗ, Хакасс драма театрӗ тата Пушкӑртстанри «Нур» театр ыйтса ҫырса заявкӑсем янӑ та ӗнтӗ.
«Ҫак фестивале хаклама эпир Мускаври театр ӳнер институчӗн (ГИТИС) критикӗсене, уйрӑмах паллӑ театроведа, театр критикне Екатерина Морозӑвӑна кӗтетпӗр. «Чӗкеҫ» фестиваль иртнӗ кунсенче Шупашкар хули Раҫҫейри наци театрӗсен коллективӗсене пуҫтаракан чи анлӑ лапамӗ пулса тӑрӗ», – тенӗ Чӑваш академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева.
Чӑваш академи драма театрӗ фестивале Фёдор Павлов пьеси тӑрӑх СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев режиссер лартнӑ «Ялта» спектакльпе хутшӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |