Шупашкарта кинемейсем спектакльсем лартаҫҫӗ. Хальхинче вӗсем ачасене «Кушак аҫипе тилӗ» юмах кӑтартса панӑ. Юмахра Кушак аҫин рольне калӑпланӑ 74 ҫулти Римма Игнатьева: «Хальхинче питӗ тимлӗ итлекен куракансем пулчӗҫ», — тесе ырланӑ шӑпӑрлансене.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен ватӑсем «Ретрогварди» проекта хутшӑннӑ май Пукане, Мода, Пантомима тата Драма театрӗсенче выляҫҫӗ. Центрта ӗнентернӗ тӑрӑх, ваттисем лартнӑ спектакльсене тӗрлӗ ҫулхи куракансем кӑмӑлтан йышӑнаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Александр Островский ҫыравҫӑн «Гроза» (чӑв. Аслати) драмине лартма хатӗрленет. Асӑннӑ ӗҫе вӗсем паллӑ вырӑс ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ учрежденире «Аслати» драмӑна 1969 тата 2007 ҫулсенче лартнӑ-ха. Хальхинче ӗҫе куракансем патне вырӑсла илсе ҫитерӗҫ. Премьера авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулӗ.
Александр Островский драмине лартма театра Иван Чигасов ҫамрӑк режиссёра йыхравланӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Александр Островский ҫыравҫӑн «Гроза» (чӑв. Аслати) драмине лартма хатӗрленет. Асӑннӑ ӗҫе вӗсем паллӑ вырӑс ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ учрежденире «Аслати» драмӑна 1969 тата 2007 ҫулсенче лартнӑ-ха. Хальхинче ӗҫе куракансем патне вырӑсла илсе ҫитерӗҫ. Премьера авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулӗ.
Александр Островский драмине лартма театра Иван Чигасов ҫамрӑк режиссёра йыхравланӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ иртнӗ эрнекун хӑйӗн черетлӗ сезонне хупрӗ. Халӗ унта ҫӗнӗ сезонти плансене палӑртса хунӑ та ӗнтӗ.
106-мӗш театр сезонне культура учрежденийӗ чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятипе уҫма ӗмӗтленет.
Ҫӗнӗ сезон вӑхӑтӗнче театрта СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева вара 85 ҫул тултарӗ.
Ҫӗнӗ ӗҫсенчен Валентин Распутин ҫыравҫӑн «Последний срок» хайлавӗ тӑрӑх Алексей Герасимов спектакль лартасшӑн, Наталия Сергеева режиссёр Никифор Мраньккан «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ тӑрӑх спектакль хатӗрлӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ режиссёрсене айккинчен пӗрмаях чӗнсе илсе спектакльсем лартать. Чӑваш академи драма театрӗ те ҫавӑн пек тӑвӗ. Дмитрий Миронов ҫамрӑк режиссёр Иван Тургеневӑн «Месяц в деревне» пьесипе спектакль хатӗрлӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче юбилейлӑ 105-мӗш сезона хупма хатӗрленеҫҫӗ.
Сезона «Юрлар-и, ташлар-и, фольклорпа джаз кӗввипе» ӗҫпе утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче хупӗҫ. Ӑна СССР халӑх артсичӗ Валерий Яковлев лартнӑ.
Унччен вара утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче театрта «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна Леонид Андреев пьеси тӑрӑх Василий Иванов режиссёр лартнӑ. Пьесӑна 1906 ҫулта ҫырнӑ. Ӑна чӑвашла Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Туркай куҫарнӑ.
Шупашкарта шыв ҫинчи спектакль кӑтартнӑ. Ун пекки пирӗн патра халиччен пулман.
«Карусель сказок» (чӑв. Юмах каруҫҫелӗ) пӗтӗм тӗнчери IV фестиваль тата «Одинаковыми быть нам необязательно» (чӑв. Пурин те пӗр пек пулмасан та) ыттисенчен уйрӑлса тӑракан куракансен VIII фестивалӗ иртнӗ май пирӗн пата Кострома облаҫӗнчи пукане театрӗ те килнӗ. Вӑл «Иван да Марья» шыв ҫинчи спектакле кӑтартнӑ. Асӑннӑ ӗҫ режиссёрӗ тата художник-постановщикӗ — Марина Пудкова.
Урамри спектакле, урамри кӑна та мар, шыв ҫинчи спектакле, куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ.
Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче "Авалхи халӑхсен чӗрӗ юмахӗсем" спектакль премьери пулнӑ. Ӑна ҫӗртмен 23-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларнӑ.
Вӑл - иммерсиллӗ-анимациллӗ спектакль. Ӑна «Культура, искусство тата пултарулӑх аталанӑвӗсен центрӗн» тата Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн гранчӗпе лартнӑ. Режиссерӗ - Дмитрий Петров, ӳнерҫи - Евгений Аввакумов.
Спектакле чӑваш юмахӗсене, халапӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Унта цифра анимацийӗпе те усӑ курнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗнӗ спектакль лартма хатӗрленет. Унта хальхи вӑхӑтра Леонид Андреевӑн «Жизнь человека» пьеси тӑрӑх «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакльне куракан патне ҫитерессипе ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ӗҫе Василий Иванов лартать. Спектакль валли театр республика Элтепереӗн грантне тивӗҫнӗ.
Премьерӑна театрта утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче курма май килӗ.
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон хупӑнӗ. Юбилейлӑ 90-мӗш сезона Юхма Мишшин «Шурҫамка» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ ӗҫпе хупӗҫ.
Асӑннӑ ӗҫе автор 1975 ҫултах ҫырнӑ. Ӑна ҫавӑн хыҫҫӑн 62 чӗлхе ҫине куҫарнӑ иккен. Анчах пӗр кашкӑр историне сцена ҫинче халиччен кӑтартман. Тӗнчери тӗрӗсмарлӑха нумай курса-тӳссе ирттернӗ кашкӑр ҫынсене шанма тата юратма пӑрахман. Вӑл ӗҫ куракансене килӗшессе шанаҫҫӗ. Спектакль 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ҫакӑн пек хыпарланӑ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елен Нарпи Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче лартнӑ Ҫӗнӗ ӗҫ пирки.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче театр ҫинче чӑвашсен асамлӑ юмахне «Ух-х старик / Ух-х — властелин подземелья» ятлӑ спектакль кӑтартнӑ. «Телей пулчӗ пулӗ — спектакль сценарине ҫырма мана шанчӗҫ. Чӑвашла лартнӑ юмаха тӑвансемпех кайса куртӑмӑр. Туйӑмсем — тӗлӗнмелле! Сценарине ҫырнӑ чухне пӗр тӗрлӗ курӑнать иккен, сцена ҫинче мӗн кӑтартнине курса ларма вара пушшех интереслӗ. Тӗп режиссёр Байрас Ибрагимов чӑн-чӑн асамлӑх тунӑ пьесӑран. Артистсем выляни те ҫав тери ӗненмелле. Лолита Чекушкина ҫырнӑ кӗвӗ те шӑпах юмах валли. Пӗр сӑмахпа, ТЮЗ сцени ҫинче чӑвашсен авалхи асамлӑ тӗнчине кӗрсе пӑхма май паракан тепӗр селӗм спектакль ҫуралчӗ. Ку юмаха +0 тенӗ те, анчах вӑл аслисем валли те. Шӑпах ҫемьепе кайса курма меллӗ спектакль. 1 сехет пырать, сентябрьтен репертуарта пулать», — тесе хыпарланӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче сценари авторӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |