Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.1 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна порнографи материалне сарнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 137-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 242-мӗш статйин 3-мӗш статйин «б» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗлӗшӗпе ҫыхӑннӑ интимлӑ видеона мессенджерсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Элӗк округӗнче Эренар ялӗнче пушар машини вырӑна ҫитеймен. Ку – ҫула юртан тасатманнипе.

Инкек нарӑсӑн 23-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра мунча ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем сӳнтерме васканӑ, анчах машина юр ӑшне кӗрсе ларнӑ. Пушарнӑйсен ҫунакан мунча патне ҫити шланг тӑсма тивнӗ.

Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫула тасатма пӗрре мар ыйтнӑ. Анчах пӗр хурав пулнӑ: транспорт пушӑ мар,май пулсанах тасатма килессе шантарнӑ. Мунча ҫуннӑ хыҫҫӑн вара ҫула ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре хырса кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӑлӑмри ҫивиттийӗ йӑтӑнса аннӑ ҫурта юсама пуҫланӑ.

Хула ертӳҫисем лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-мӗн.

Халӗ территорие юртан хырса тасатнӑ, подрядчик кивӗ ҫивиттие сӳтме пуҫланӑ. Юсама кирлӗ валли стройматериала кӳрсе пынӑ.

Ӗҫе хӑвӑртлатма рабочисен йышне ӳстерме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/27986
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре 36 ҫулти арҫынна нумаях пулмасть суд тенкелӗ ҫине лартнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫав этем, тӗпрен илсен, ача укҫипе пурӑннӑ. Ниҫта та ӗҫлеменскер, ӗҫме юратаканскер 9 тата 11 ҫулти тӑван мар ачасене пластик пӑрӑхпа хӗненӗ. Ачасене 5 минут кая юлса киле килнӗшӗн те, тӑван асламӑшӗпе (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ) телефонпа калаҫнӑшӑн та алӑ ҫӗкленӗ.

Арӑмӗпе хӑйӗн 4 ҫулти тӑван ывӑлне те патак ҫитернӗ.

Арҫынна суд 5 ҫул ҫурӑлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/27939
 

Пӑтӑрмахсем
https://t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче 63 ҫулти арҫын хӑйӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех арҫын ҫине пырса кӗнӗ.

«Киа Рио» водителӗ ҫул варрипе машинӑна хирӗҫ утса пыракан арҫынна таптанӑ. Лешӗ ӳсӗр пулнӑ.

Шар курнин пуҫ мими чӗтреннӗ. Аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/27941
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян кӑнтӑрла Комсомольски округӗнчи авари пулнӑ, инкекре 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Киа» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 32 ҫулти арҫын фурӑран иртсе кайма тӑнӑ, хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Анчах фура хыҫӗнче вӗҫекен юра пула вӑл хирӗҫ килекен машинӑна курман – унпа ҫапӑннӑ. «Ниссан» рулӗ умӗнче 65-ри арҫын пулнӑ.

Икӗ водитель те вилнӗ. «Киа» машинӑра пулнӑ 44-ри хӗрарӑм аманнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрлере хула варринче, хӗл варринче, нарӑс уйӑхӗнче, машина путнӑ. Кун пирки «Провинцивиль» телеграм-канал пӗлтерет.

Ку Кооператив урамӗнче, Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр комбиначӗ патӗнче, пулнӑ. «Фольксваген» машина тарӑн шӑтӑка путнӑ.

Халӗ прокуратура ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/provincivil
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкарти общежитире кӗҫӗр пушар алхаснӑ. Инкек Ильбеков урамӗнчи общежитире пулнӑ.

Ҫӗрле подъездра упранакан япаласем ҫунма тытӑннӑ. Тӗтӗм-сӗрӗм хӑвӑрт сарӑлнӑран ҫынсем урама тухса ӗлкӗреймен.

Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Вӗсем 10 ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Телее, никам та шар курман.

Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 7 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Республикӑра юр йывӑрӑшне пула каллех ҫурт тӑрри ишӗлнӗ. Хальхинче – Сӗнтӗрвӑрри хулинче.

Ку паян Курчатов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пулнӑ. Унта пӗтӗмпе – 19 хваттер. Вӗсем сиенленмен.

Халӗ ҫурт тӑрринче юртан тасатаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн юсав ӗҫӗсене пуҫӑнмалла – ҫапла пӗлтерет Чӑваш Ен прокуратури. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртӗ – ҫурт тӑрринче камӑн тасатмалла пулнине тупса палӑртӗҫ, явап тыттарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер каҫ енне асар-писер тӑман тапранса кайнине пула Шупашкартан самолётсем те вӗҫсе каяйман. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Мускава каймалли икӗ рейс та ҫула тухайман.

Сургутран Шупашкара вӗҫсе килсе Минеральные Воды хулине 20 сехет те 50 минутра каяканнине темиҫе хутчен те урӑх вӑхӑта куҫарнӑ. Кайран вара паян ирхине 8 сехетре ҫула тухассине пӗлтернӗ.

Авиакомпани ҫынсене каҫхи апатпа (бургерпа) тивӗҫтернӗ, хулари хӑна ҫурчӗсене вырнаҫтарса тухнӑ. Унта трансфер йӗркеленӗ. Самолет паян кӑнтӑрла иртсен ҫеҫ ҫула тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 461
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 14

1918
108
Евстафьев Николай Филиппович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть