Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.2 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Ҫурт-йӗр
Стансилав Трфоимовӑн МАХри каналӗнчен илнӗ скриншот
Стансилав Трфоимовӑн МАХри каналӗнчен илнӗ скриншот

Шупашкара ракета вӗҫсе килсен ВНИИР завод ҫеҫ мар, ҫурт-йӗр тата тӗрлӗ инфраструктура сиенленнӗ. Аса илтерер:

Шар курнӑ пурлӑх пирки пӗлтерме хулара хӗрӳ лини ӗҫлеме тытӑнни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унӑн номерӗ 23-50-76.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ пурлӑха хак паракан комисси кӗҫех ӗҫе пуҫӑнӗ.

 

Сывлӑх
Сывлӑх сыхлав министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Сывлӑх сыхлав министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Паян пирӗн республикӑна каллех ракетӑпа тапӑнчӗҫ. Вӑл вӗҫсе килсен Шупашкарта виҫӗ ҫын аманнӑ.

Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнисенчен иккӗшӗн сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ, вӗсене тухтӑрсем сиплеҫҫӗ. Шар курнӑ тепӗр ҫынна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн килте сипленме янӑ.

Аманнисене тухтӑрсем пулӑшнине республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Кун пирки роеспубликӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/minzdrav21/AZ6wIPZpAWs
 

Пӑтӑрмахсем
https://max.ru/c/-72706187021640/AZ6vxu5FcnQ сӑнӳкерчӗкӗ
https://max.ru/c/-72706187021640/AZ6vxu5FcnQ сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти ВНИИР завод паян сиенленнӗ.

Паян ирхине, пилӗк сехет тӗлӗнче, сиренӑсем ӗҫлесе кайрӗҫ, вӗсем ракета хӑрушлӑхӗ пирки асӑрхаттарчӗҫ. Шел пулин те, ракета пирӗн республикӑна вӗҫсе ҫитнӗ. Вӑл Шупашкарти ВНИИР завода сиенленӗ.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, ҫынсем те шар курнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 57-мӗш вӑтам шкулта тухтӑрсемпе медиксен бригадисем ӗҫлеҫҫӗ.

Хулара пӑтӑрмах пирки пӗлтерме хӗрӳ лини те уҫнӑ. Унӑн номерӗ 23-50-76.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/oanikolaev/AZ6vj0dRRFY
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Пӑрачкав округӗнче пулнӑ пушарта килти выльӑх-чӗрлӗх вилнӗ: 14 сысна ҫури тата кайӑк-кӗшӗк.

Ку пушар ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Рындино ялӗнче пулнӑ. Унта пӗр ҫыннӑн кил-ҫурчӗ, хуралтӑ таврашӗсем ҫунма тытӑннӑ. Шел те, килти выльӑха ҫӑлса хӑварайман. Пушарта 14 сысна ҫури тата кайӑк-кӗшӗк ҫунса кӗлленнӗ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 266 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Палӑртса хӑварар: юлашки талӑкра республикӑра виҫӗ пушар пулнӑ. Шупашкар округӗнчи «Мечта» (чӑв. «Ӗмӗт») сад юлташлӑхӗнче тата Пӑрачкав округӗнчи Ряпино ялӗнче мунчасем ҫуннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхине Сӗнтӗрвӑрри районӗн пульницинче рентген аппарат ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, никам та шар курман, ҫурт та сиенленмен.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пульница расписанипе килӗшӳллӗнех ӗҫлет. Рентген аппарат мӗншӗн ҫунма тытӑннине тӗпчеҫҫӗ. Ведомство лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать.

Аппарат ҫунма тытӑнсан пациентсене тата медӗҫченсене пурне те урама кӑларнӑ. Ҫулӑма вара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем хӑвӑртах сӳнтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти управляющи компанийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ ӑна суд явап тыттарнӑ.

Директора РФ Пуҫиле кодексӗн 238-меш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тата суд ҫав ҫын ертсе пыракан компани пулӑшу кӳнӗ чух ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗпе сывлӑхӗ пирки тивӗҫлипе шухӑшламаннине палӑртнӑ.

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче асӑннӑ управлющи компани тытса тӑракан нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫивиттийӗ юр айне пулнӑ. Балконсенчен пӗрин карнизӗнчен юрпа пӑр ҫӗре ӳксе машинӑна сиенленӗ.

Суд управляющи компани директорне 100 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Паян ирхине Вӑрнар округӗнчи Ҫӗрпел ялӗ ҫывӑхӗнче 16 ҫулти питбайкер вилнӗ. Ку инкек ирхи 8 сехет ҫурӑра пулнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑ кювета чӑмнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл мотошлемсӑр пулнӑ.

Унччен ӑна питбайкпа ҫул ҫинче ярӑннӑшӑн явап тыттарни паллӑ. Ашшӗн те явап тытма тивнӗ — транспорта правасӑр ҫынна панӑшӑн.

Вырӑнта йӗрке хуралҫисем ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Тӳрех палӑртар: хальччен ашшӗ-амӑшӗ тупӑннах ӗнтӗ. Ку патӑрмах пирки «Ҫыхӑнура» форумра ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Ҫӳхе тӑхӑннӑ пӗчӗк арҫын ача урамра пӗччен ҫӳренӗ, ҫумӑр пуҫлансан та вӑл нумай хваттерлӗ ҫурт картишӗнчех юлнӑ.

Радужнӑй микрорайонта ҫӳхе тӑхӑннӑ пӗчӗк ача урамра 2 сехете яхӑн выляса ҫӳрени пирки асӑннӑ урамри 5-мӗш ҫуртӑн чатӗнче пӑшӑрханса ҫырнӑ. Ҫумӑр пуҫлансан пурте урамран кӗрсе пӗтнӗ, вӑл вара урамри сак ҫинче пӗчченех ларса юлнӑ. Ачан хӑйӗнпе пӗрле самокат пулнӑ.

Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, арҫын ача ҫӳхе кофтӑпа (ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫанталӑк сулхӑннччӗ, вӑл кун урамра нумайӑшӗ ҫӳхе курткӑпа ҫӳренӗ), сандалипе (носки те тӑхӑнман) тата ҫӳхе кӑвак шӑлаварпа пулнӑ.

Ача патне йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Ача калаҫмасть-мӗн.

 

Ҫурт-йӗр

Ҫынсене ишӗлекен ҫуртра усранӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Полтинин Сӗнтӗрвӑрринчи ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсене урӑх ҫӗре вӑрах вӑхӑт куҫарманран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ хулара ун пек икӗ ҫурт иккен.

Хулари К. Иванов тата Бондарев урамӗнчи ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансем эпир маларах асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Бондарев урамӗнчине 2018 ҫултах ишӗлекеннисен шутне кӗртнӗ, К. Иванов урамӗнчине — 2020 ҫулта. Анчах унта пурӑнакансене ҫавӑнтан куҫарма васкаман.

Документсене тишкернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
max.ru/progorod21 видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарта каҫхине пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Эгер бульварӗпе Шумилов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта икӗ ватта машина ҫапса кайнӑ. Тӗрӗссипе, кайман-ха, инкек хыҫҫӑн вӑл тӳрех чарӑнса ларнӑ.

Каҫхи 8 сехете те 45 минут тӗлӗнче «Гранта» водителӗ сулахаялла пӑрӑннӑ чух хирӗҫ пыракан «Вестӑна» ҫул паман. Машинӑпа ҫапӑннӑ хыҫҫӑн автомобиль малалла кайнӑ, ҫав самантра ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ икӗ пенсионер ҫине пырса кӗнӗ.

Ватӑсене больницӑна ӑсатнӑ. Вӗсем 78 ҫулти мучипе 72 ҫулти кинемей пулнӑ.

Сӑмах май каласан, водительсем иккӗшӗ те урах пулнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ6MGDpAMsQ
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 469
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлмен ӗҫе ан тытӑр: ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме информаци тата опыт сахал пулни чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Ку эрнере асӑрхануллӑ пулни пӑсмӗ. Арҫынсен кая хӑварса пынӑ ӗҫсене пуҫӑнмалла. «Пур ҫӗрте те виҫине пӗл» — ку эрнере хӗрарӑмсем ҫак девиза пӑхӑнмалла. Ку апатланассине те пырса тивет.

Утӑ, 16

1964
62
Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем