Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн Станислав Трофимовӑн МАХри каналӗ ҫухалнӑ. Кун пирки вӑл... Телеграмра пӗлтернӗ.
Станислав Трофимов паян ирхине хыпарланӑ тӑрӑх, унӑн МАХри каналӗ «техника сӑлтавне» пула ҫухалнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ. Унтисем шухӑшланӑ тӑрӑх, пысӑк пуҫлӑха МАХӑн техника енчен пулӑшакан специалисчӗсем те... пулӑшайман.
Телеграмран пире ҫине тӑрсах пистерме тӑрӑшаҫҫӗ, унта халӗ виҫӗ саспаллирен тӑракан пулӑшупа усӑ курмасӑр кӗрейместӗн. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр ҫӗршыври мессенждер паян кун та комментарисем ҫырма май туса паман, историсем те унта вырнаҫтараймастӑн, текста урах ҫӗртен илсе лартсан унӑн формачӗ те пӑсӑлса каять. Ку ҫеҫ ҫитмен — «Ҫыхӑнура» форумри хыпара ӗненсен, МАХри канал та ним те мар «техника сӑлтавне» пула ҫухалма пултарать иккен.
