Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ машина ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби учрежденин МАХри каналӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти Рихард Зорге урамӗнчи 13-меш ҫурт тӗлӗнче «Фольксваген Пассат» автомобиль вутра кӗлленнӗ.
Энтузиастсен урамӗнчи общежити тӗлӗнче «Ниссан Примера» ҫунма пуҫланӑ. Ӑна машина хуҫи, 49 ҫулти арҫын, хӑй сӳнтернӗ. Анчах хӑй те шар курнӑ, аллине пӗҫертсе янӑ. Пушар ҫын чӗртсе янӑран тухма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарти ҫак икӗ инкек те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
