Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм 34-мӗш ҫуртри пӳлӗмӗсенчен пӗринче алхасма тытӑннӑ.
Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ, ҫав шутра вырӑнти полицин патрульпе пост службин авиапатрулӗ те пулнӑ. Артем Петров тата Денис Шайдиманов йӗрке хуралҫисем ҫуртра пурӑнакансене урама тухма пулма пулӑшнӑ. Шар курнӑ пӗр ҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе илсе кайнӑ.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Чӑваш Енре преступниксен пӗр ушкӑнӗ ҫынсен ячӗпе кредит карттисем илсе тултарнӑ. 91 карта ҫинчен вӗсем 8,7 миллион тенкӗлӗх кивҫен укҫа илнӗ.
Усал ӗҫпе ҫав ҫынсем 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен аппаланнӑ. Укҫана Шупашкарти тата Челябинскри кредит организацийӗсенчен илнӗ.
Преступниксен ушкӑнне карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенчен пӗрин офисӗнче ӗҫлекенсем те кӗнӗ. Вӗсем паспортӑн суя копийӗсемпе усӑ курса банк тата микрофинанс учрежденийӗсенче кредит карттисем илнӗ. Кредит лимичӗпе пӑхса хӑварнӑ укҫана кайран хӑйсен кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ. 91 кредит картти ҫинчен 8,7 миллион тенкӗ тыла илнӗ. Тепӗр 6 тӗслӗхре банксем карттӑсем ҫинчен илме чарса лартнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче хӑна ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ Чӑрӑшкасси ялӗнчи «Заимка» кану базинчи икӗ хутлӑ пура ҫурт вут-ҫулӑмра тӗпрен кӗлленнӗ. Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулнӑ. Пушара сӳнтерме вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем вут-ҫулӑм юнашарти ытти ҫурт ҫине куҫасран сыхласа хӑварма пултарнӑ.Пушар пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Ҫынсем шар курман.
Специалистсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑмакан мӑрйине тӗрӗс мар тунипе пушар тухма пултарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 10 сехетре Шупашкарти предприятире бетон ҫӑрмалли хатӗрте 29 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вырӑна тӗплӗ тӗрӗсленӗ, ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ.
Ӗҫри хӑрушсӑрлӑхшӑн яваплӑ ҫынсене палӑртаҫҫӗ. Тӗрӗслеве Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ӗҫченӗсене те явӑҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Ӗнер каҫхи 8 сехет ҫурӑра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри – Куславкка» ҫулӑн 33-мӗш ҫухрӑмӗнче мотоблокпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Авари Елчӗк ялӗнчен инҫех мар пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «вунтӑваттӑмӗш» машина водителӗ мотоблока хирӗҫ пырсах тӑрӑннӑ. Мотоблок рулӗ умӗнче 44-ри арҫын ларнӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу машининче вилнӗ. Унсӑр пуҫне 2 пассажир пулнӑ: 32 ҫулти тата 40-ри ҫынсем аманнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: ҫӑмӑл машина водителӗ урӑ пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вӗлле хурчӗллӗ тата усал арҫынлӑ ача пахчи пур-мӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх.
Унта сӑмах асӑннӑ хулари 16-мӗш ача пахчи пирки пырать. Алӑкран кӗнӗ ҫӗрте вӗлле хурчӗсем иленнӗ иккен. Ача пахчин заведующине каланин усси ҫук имӗш. Халӗ вӗлле хурчӗн йӑвине мамӑкпа хупласа хунӑ-мӗн, анчах апла туни пулӑшмасть.
Унсӑр пуҫне ҫав хӗрарӑмӑн упӑшки, ача пахчинче завхоз тата патник пулса ӗҫлекен арҫын, хӑйне питӗ кӑнттам тытать иккен. Вӑл усал сӑмахсемпе ним мар перекелешет-мӗн.
Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк мар хӗрарӑм ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн ҫурринче хӗрарӑм патне ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. «Ырӑ» ҫын хӗрарӑма такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗнни пирки «систернӗ». Улталанас мар тесен мӗн тумаллине вӗрентнӗ.
53 ҫулти хӗрарӑм кӗҫех банксене тухса чупнӑ. Икӗ банкра кивҫен илнӗ, тата онлайн мелпе кредит-карттиллӗ пулса тӑнӑ. Кредит учрежденийӗнче ӗҫлекенсене хӗрарӑм хӑйне укҫа кирлине ӗнентернӗ. 10 кунта хӗрарӑм 1 миллион тенкӗ ытлалӑх кивҫен укҫа илсе тултарнӑ, ҫавна йӑлтах ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне вӗҫтернӗ. пулӑшма ыйтнӑ.
Етӗрне районӗнче тухтӑра суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Етӗрне районӗнчи тӗп больницӑра ӗҫленӗ хирурга РФ Пуҫле кодексӗн 291.2 статйин 1-мӗш пайӗпе (пӗчӗк сӗтев илнӗшӗн), 292-мӗш статьян 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарнӑ.
Шурӑ халатлӑ ҫав ҫын 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен 2 ҫына суя больничнӑйсем туса панӑ.
Суд тухтӑра сӗтев илнӗ виҫелӗх штраф хурса панӑ. Сӗтев илнӗ укҫана вара патшалӑха тавӑрса пама тивӗ.
Пакунлисем тухтӑра сӗтев панисен тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ.
Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан фермер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2019 ҫулта ҫав ҫамрӑк арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑх туянма тесе патшалӑхран 3 миллион тенкӗ грант илнӗ.
Нумаях пулмасть пакунлисем фермер отчёт валли суя документсем тӑратнине тупса палӑртнӑ. Улталаса арҫын 250 пин тенке вӑрланӑ-мӗн.
Йӗрке хуралҫисем тата Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ те нимле ферма та курман.
Халӗ ял ҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 15-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер каҫхине Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хватукасси ялӗнчи 38 ҫулти арҫын кил хуҫалӑхӗнче улӑм ҫунса кайнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ачасем шӑрпӑкпа алхаснӑран пулнӑ.
Сакӑр тюк улӑм ҫунса кайнӑ. Унтан ҫулӑм кӳршисен хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен пушара 20 минутран сӳнтернӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1023 пушар пулнӑ. Вӗсенче 39 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |