Элӗк муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм кӗвӗҫнипе тепӗр хӗрарӑмӑн сутана шӑммине хуҫса янӑ.
Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мӑн Этмен ялӗнчи 60 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн пахчинче пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑмпа вӑрҫма тапранса кайнӑ. Вӑл ӑна икӗ хутран кая мар урапа тапнӑ. Икӗ хӗрарӑм хушшинчи ӑнланмалӑх кӗвӗҫӳпе ҫыхӑннӑ иккен. 60 ҫулти кӗвӗҫ хӗрарӑм кайран йывӑҫ патак ярса илсе икӗ хутран кая мар ҫапнӑ. Шар курнин сутана шӑмми хуҫӑлнӑ.
Пӑтӑрмах пуҫиле ӗҫ пуҫарнипе вӗҫленнӗ. Судра хӗрарӑм хӗненине йышӑнман, вӑл хӑй ӳкрӗ тесе суйнӑ.
Ҫапӑҫакан хӗрарӑма суд тӗрмене хупса хумасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне ҫулталӑклӑха палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗарӑм хӑйӗн ӑс-тӑнне тӗнче тетелӗ урлӑ тӗрӗслес тенӗ. Кӑтартӑва пӗлес тесен 33 тенкӗ тӳлемелле тесе ӗнентернӗ. Хӗрарӑмӑн укҫи пулманран вӑл упӑшкин банк карттипе усӑ курнӑ.
Интернет-тест ирттерекенсем 33 тенкӗ вырӑннӗ банк картти ҫинчи 2 533 тенке илсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вара ҫынсене банк реквизичӗсене пули-пулми пӗлтерме юраманни пирки тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын пӗлтӗр кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче 6 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Вӑл арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑм тата ывӑлӗ пурӑнакан хваттере килсе ҫӳренӗ, хирӗҫнӗ. Ача вара амӑшне хӳтӗленӗ. Куншӑн ашшӗ ӑна хӗненӗ, тумтир упрамалли ещӗке питӗрсе хунӑ.
Куншӑн арҫынна явап тыттарнӑ. Судра вӑл айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ. Ҫапла мӗншӗн хӑтланнине те ӑнлантарнӑ: ӳсӗр пулнипе.
Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 3 ҫул.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 сехет ҫурӑра Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи автомойкӑра машина 7 ҫулти ача урлӑ каҫса кайнӑ. Пысӑк телее, хӗрача аманман, унтан-кунтан кӑна шӑйрӑксем пулнӑ.
Ҫакӑ видео ҫине лекнӗ. Ӑна пӑхсан акӑ мӗн курӑнать: «Тойота» рулӗ умӗнчи хӗрарӑм парковкӑран тухнӑ чухне асфальт ҫинче ларакан хӗрача ҫине пырса кӗрет, ун урлӑ каҫса каять. Пӗр ҫын чӳречинчен пырса шаккамасӑр та водитель чарӑнмасть.
Ачана ҫынсем машина айӗнчен туртса кӑларса пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ача аманманнине палӑртнӑ.
Халӗ ҪҪХПИ ӗҫ-пуҫа тӗпчет.
Канаш хулинче ача-пӑча шӑрпӑкпа вылянӑран хваттерте пушар тухнӑ. Ку инкек Хӗвелтухӑҫ районӗнче пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 14 сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Пушарта 25-мӗш ҫуртӑн тӗпелӗ ҫунса кайнӑ.
Вырсарникун каҫхине Шупашкар округӗнчи Кӑшавӑш ялӗнче хута яма пуҫланӑ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ тесе палӑртнӑ. Пушарта стройматериал, хӑма урай ҫунса кайнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм кафере арҫынсемпе ӗҫсе ҫинӗ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман, арҫынсенчен пӗри ӳсӗр хӗрарӑмӑн телефонне туртса илсе тарнӑ.
Пӑтӑрмах пирки 37 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 11 сехет те 30 минутра пӗлтернӗ. Ушкӑн хулари Декабристсен урамӗнчи кафере пулнӑ. Тӗрӗсрех, апатлану ҫуртӗнчен тухсан, урамра.
Ҫаратакан арҫынна йӗрке хуралҫисем часах тытса чарнӑ. Вӑл такси тытса ларса кайма тӑнӑ, анчах ӗлкӗреймен. 49 ҫулти арҫын судпа унччен те темиҫе хутчен айӑпланнӑскер иккен.
Ӗнер, пушӑн 13-мӗшӗнче, Пӑрачкав муниципаллӑ округӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пӳрт тата хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ.
Пушара сӳнтерсен 1933 ҫулта ҫуралнӑ кинемей виллине тупнӑ. 1958 ҫулта кун ҫути курнӑ хӗрарӑм вара суранланнӑ.
Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине, инкек мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине палӑртаҫҫӗ.
Кӗҫӗр, ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре, Етӗрне округӗнчи Сӑрҫи ялӗнче 82 ҫулти арҫыннӑн килӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм кӗске вӑхӑтранах юнашар ларакан ҫурт ҫине куҫнӑ.
Пушарнӑйсем 96 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхасакан ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Пушар мунчана, пурӑнмалли ҫурта тӗп тунӑ. Юрать, кил хуҫи хӑй шар курман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗр йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе пулнӑ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Мӑрсакасси ялӗнчи 24 ҫулти каччӑна 9 ҫул ҫурӑлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Аса илтерер: Мӑрсакасси каччи виҫӗ ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑ, вӗсенчен укҫа тапӑннӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вара вӑл 56-ри арҫынна килне кайса хӗнесе пӗтернӗ, Унтан ӑна ятарлӑ шӗвекпе сапнӑ та вӗлерессипе хӑратса чӗртсе янӑ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каччӑ каллех ҫав арҫын патне пырса кӗнӗ. Хытах хӗнесе пӗтернӗ хыҫҫӑн шар курни вилнӗ.
Пуҫтах ҫав каччӑ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче тепӗр ҫынна хӑратса унтан укҫа тапӑнса пурӑннӑ, хӗненӗ. Лешӗ ӑна пурӗ 30 пин тенкӗ панӑ. Кунсӑр пуҫне каччӑ тепӗр ҫынна хӗненӗ.
Патӑрьелте Хусантан килнӗ ултавҫӑна тытса чарнӑ. Вӑл 62 ҫулти хӗрарӑма хӑратса унран 400 пин тенкӗ илсе тухса кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15 сехетре пӗлтернӗ. Улталаннӑ хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, унӑн тӑванӗн хӗрӗ ҫул ҫинчи инкек лекнӗ тесе хӑратнӑ. Яваплӑха кӑштах «ҫемҫетме» курьер урлӑ 400 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ял хӗрарӑмӗ ҫапла тунӑ та. Укҫана темле каччӑна тыттарса янӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӗрарӑм тӑванӗ патне шӑнкӑравлама ӑс ҫитернӗ.
Укҫа илсе кайнӑ каччӑна кӗҫех тытса чарнӑ. Вӑл Хусантан килнӗ 19 ҫулти каччӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |