Шупашкарти йӗрке хуралҫисем йытӑ тапӑннӑ ачана ҫӑлнӑ. Хулара пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн упӑшки пулнӑ арҫын килне йытӑ тӑрантарма икӗ ачипе пынӑ. Чӗрчуна хӑй ҫук чухне пӑхса тӑма кил хуҫи хӑй ыйтнӑ.
Анчах йытӑ хӑнасене тапӑннӑ. Питбуль ӑратлӑ йытӑ сакӑр ҫулхи хӗрачана ҫыртнӑ. Апла пулин те хӗрачапа амӑшӗ хваттертен тухса тарма ӗлкӗрнӗ, анчах арҫын ача шалта тӑрса юлнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем тата кинолог пырса ҫитнӗ. Арҫын ача икӗ хутлӑ кровать ҫине хӑпарса тарма ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа ӑна йытӑ ҫыртса ӗлкӗреймен. Анчах пӗчӗкскер хытах хӑраса пӗтнӗ.
Ака уйӑхӗн 24-мешӗнче Шупашкарта ашшӗ ывӑлне вӗлернӗ – ҫапла шутлать следстви.
Следовтельсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫав кун 82 ҫулти ашшӗ ӳсӗр пулнӑ. Вӑл 53 ҫулти ывӑлӗпе хирӗҫсе кайсан ӑна пуҫӗнчен кӗленчепе ҫапнӑ, унтан ванчӑкӗсемпе тӳнккенӗ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Ватӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 52 ҫулти арҫын тӑванне вӗлерме тӑнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхине ун патӗнче иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ пулнӑ. Кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ. Иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ.
Кайран хӑна ҫывӑрма выртнӑ. Вӑл ҫывӑрса кайсан кил хуҫи ҫӗҫӗ ярса илсе кӑкӑр тӗлӗнчен икӗ хутчен чикнӗ. Анчах лешӗ хытах хирӗҫ тӑнӑ, хӑйне хӳтӗлеме хӑтланнӑ. Шар курнӑ арҫынна тухтӑрсем ҫӑлса хӑварнӑ.
Алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ арҫынна ҫывӑх вӑхӑтра суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.
Етӗрне округӗнчи Кӑкшӑм шкулӗнчи медиацентр чӑваш культурине халалласа репортажсем хатӗрлет. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ пуҫарӑва шкул хастарӗсем чӑваш чӗлхи эрнипе ҫыхӑнтарнӑ иккен. «Хальлӗхе вӗсем чӑваш литератури тата чӑваш ӑсти ҫинчен видеороликсем хатӗрленӗ», — тесе хыпарланӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Куславккари арҫынна 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колонпе ӑсатнӑ. Вӑл пӗлӗш-хӗрарӑмне чӗртсе янӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун арҫын ӳсӗр пулнӑ, хӑй паллакан 33 ҫулти хӗрарӑмпа хирӗҫле тапранса кайнӑ. Ӑна хӑвӑрт хыпса илекен шӗвекпе сапнӑ та чӗррсе янӑ. Хӗрарӑмӑн кӗлетки ытла ҫунса кайнӑ. Суранланса пӗтнӗ хӗрарӑм пульницӑра вилсе кайнӑ.
Усалланнӑ арҫынна Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колонирен хупса хума йышӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Энтриел ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнче сарай тӑрри ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хуралтӑ таврашӗн стенисем те сиенленнӗ.
Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» 20 минутран лӑплантарнӑ. Ҫулӑма ҫурт ҫине куҫма паман. Пушарта 10 сурӑхпа 2 сыснана ҫӑлма май килнӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 372 пушар пулнӑ. Вӗсенче 21 ҫын вилнӗ, 20-ӗн суранланнӑ. Пушарсенче 69 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Паян 13 сехет ҫурӑра Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнче, М-7 федераци ҫулӗ ҫинче авари пулнӑ.
Малтанлӑха ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Рено Дастер» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та фурӑпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑри водитель тата пассажир аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Авари вырӑнӗнчен иртсе каякансем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула Ҫӗрпӳ хулинчен пуҫласа Сӑнав поселокӗ таран пӑкӑ пухӑннӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Чӑваш чӗлхи эрни иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-30-мӗшӗсенче пулӗ.
Эрне ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Машукпа Мишук» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна В. Швембергер ӗҫӗпе лартнӑ.
Спектакле театр ака уйӑхӗн 24 тата 25-мӗшӗсенче 12 сехетре, 27-мӗшӗнче 15 сехетре кӑтартӗҫ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» моноспектакль пулӗ. Унӑн авторӗ – Ольга Туркай.
Ӗнер каҫхине, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта темӗнле ҫынсем троллейбуса пенӗ. Ҫав вӑхӑтра транспортра ҫын нумай пулнӑ.
Троллейбус ҫав самантра Винокуров урамӗнчен Строительсен урамне пӑрӑнма тӑнӑ. Палламан ҫынсем пенӗ хыҫҫӑн транспортӑн кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ. Юрать-ха, ҫынсем аманман.
Хальлӗхе ку пӑтӑрмах пирки урӑх нимӗн те пӗлтермен.
Канашра арҫын 5-мӗш хутран персе аннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку 14 сехетре Машиностроительсен урамӗнчи 37-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫурт умне васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем, полицейскисем ҫитнӗ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын балкон ҫинче телефонпа калаҫса тӑнӑ. Ӑнсӑртран вӑл пуҫхӗрлӗ персе аннӑ. Юрать-ха, аялта улмуҫҫи пур. Арҫын ҫавӑн ҫине персе анса чӗрӗ юлнӑ. Пуҫне амантнӑскере тухтӑрсем илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |