Ӗнер, авӑн уйӑхӗн О-мӗшенче, Шупашкар районӗнчи «Утёс» санаторире пушар тухнӑ. Инкек каҫхи сакӑр сехет хыҫҫӑн пулнӑ.
Вут-ҫулӑм санаторири пилӗк хутлӑ ҫуртра алхасма тытӑннӑ. Пушара пӗр сехетре сӳнтерме май килнӗ. Вут-ҫулӑма сӳнтерме 6 машина пырса ҫитнӗ.
Вут-ҫулӑм алхаснӑ ҫуртпа санатори усӑ курмасть иккен. Пӑтӑрмах сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм 34-мӗш ҫуртри пӳлӗмӗсенчен пӗринче алхасма тытӑннӑ.
Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ, ҫав шутра вырӑнти полицин патрульпе пост службин авиапатрулӗ те пулнӑ. Артем Петров тата Денис Шайдиманов йӗрке хуралҫисем ҫуртра пурӑнакансене урама тухма пулма пулӑшнӑ. Шар курнӑ пӗр ҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе илсе кайнӑ.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче хӑна ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ Чӑрӑшкасси ялӗнчи «Заимка» кану базинчи икӗ хутлӑ пура ҫурт вут-ҫулӑмра тӗпрен кӗлленнӗ. Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулнӑ. Пушара сӳнтерме вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем вут-ҫулӑм юнашарти ытти ҫурт ҫине куҫасран сыхласа хӑварма пултарнӑ.Пушар пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Ҫынсем шар курман.
Специалистсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑмакан мӑрйине тӗрӗс мар тунипе пушар тухма пултарнӑ.
Ӗнер каҫхине Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хватукасси ялӗнчи 38 ҫулти арҫын кил хуҫалӑхӗнче улӑм ҫунса кайнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ачасем шӑрпӑкпа алхаснӑран пулнӑ.
Сакӑр тюк улӑм ҫунса кайнӑ. Унтан ҫулӑм кӳршисен хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен пушара 20 минутран сӳнтернӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1023 пушар пулнӑ. Вӗсенче 39 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 11 сехетре Патӑрьелте Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ тырӑ упрамалли вырӑн ҫунма тытӑннӑ. Вӑл - тимӗрпе бетонран тунӑскер.
Ҫулӑм 3 тӑваткал метр лаптӑкри электрощит хатӗрне сиен кӳнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ.
Шупашкар хулинче офиссенчен пӗрне чӗртсе янӑ.
Президент бульварӗнче вырнаҫнӑ «Волна» управляющи компанин пурлӑхне такам юри шар кӑтартасшӑн пулнӑ. Пушар ытлашши алхасман — офисӑн чӳрече рами ҫеҫ сиенленнӗ.
Такам юри тивертсе янине пула управляющи компание миҫе тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнине специалистсем шутласа кӑларӗҫ.
Улатӑр районӗнче пурӑннӑ 63 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Вут мӗнрен тухнине специалистсем палӑртӗҫ.
«Хӗрлӗ автан» ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Алтышево посёлокӗнче 23 сехетре алхасма тытӑннӑ. Вут-ҫулӑм йывӑҫ пӳрте тата унпа юнашар вырнаҫнӑ хуралтӑсене тӗп тунӑ.
Пушара сӳнтерме тӑватӑ техника хутшӑннӑ. Кил хуҫин пурнӑҫӗ вара пушарта татӑлнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 995 пушар тухнӑ, вӗсенче 39 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Улатӑр лесничествинче вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки пушарнӑйсене 18 сехетре пӗлтернӗ.
Ҫулӑм тухнине Эйпеҫ тӑрӑхӗнче вӑрман инспекторӗ асӑрханӑ. Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 0,1 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ. Телее, вӑл вӑрман хуҫалӑхне тӑкак кӳмен.
Халӗ пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Вырсарникун, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 14 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнчи Шуркасси ҫывӑхӗнчи уй-хирте ACROS 530 комбайн ҫунма тытӑннӑ. Вӑл – 2011 ҫулта туса кӑларнӑскер.
Комбайн вырӑнти агрофирмӑн пулнӑ. Уйра тырӑ вырма тухнӑскер тӑрук ҫунма пуҫланӑ. Ӑна икӗ пушар техники сӳнтернӗ.
Халӗ комбайн мӗншӗн ҫунма пуҫланине тата инкек мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи ферма территорийӗ ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ферма ҫывӑхӗнчи уй ирхи 9 сехет ҫурӑра ҫунма пуҫланӑ.
«Тен, хуралтӑ таврашӗсем те сиенленнӗ. Унта вӑйлах ҫунать», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ хаҫата.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |