
Улатӑр округӗнче 37 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Ку инкек паян ҫӗрле Киря поселокӗнче Пушкин урмӗнче пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем 126 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ пушара сӳнтерсен 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Палӑртса хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 803 пушар пулнӑ. Вӗсенче 31 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 42 ҫын вара аманнӑ.

Куславкка округӗнчи Аслӑ Куснар ялӗнче 70 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Ҫамрӑксен урамӗнчи ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, кил хуҫи урама тухса ӗлкӗреймен, пушара сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра пирус асӑрханмасӑр туртнӑран 110 пушар тухнӑ, вӗсенче 13 ҫын вилнӗ.

Вӑрмар округӗнче бензин янӑ чухне арҫын ачан тумтирӗ ҫунма тытӑннӑ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхине Кивӗ Вӑрмар поселокӗнче пулнӑ.
12 ҫулти арҫын ача гаражра мопед бакне бензин яма тӑрсан шар курнӑ. Бензин хӗрсе кайнӑ двигатель ҫине тӑкӑннӑ та ачан тумтирӗ ҫунма тытӑннӑ. Амӑшӗ вӑл кӑшкӑрнине илтсе чупса пынӑ, часрах ывӑлне пулӑшнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра ҫулӑм хуралтӑсем ҫине куҫнӑ.
Телее, пушарнӑйсем кил-ҫурта ҫунса кайм паман. Арҫын ача вара пиҫсе кайнӑ, ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника больницине илсе кайнӑ.

Аслисем ҫывӑрнӑ чухне ачасем шӑрпӑкпа выляса пушар кӑларнӑ. Ҫулӑмран вӗсен тӑванӗ тухайман.
Ку инкек ӗнер каҫхине Йӗпреҫ округӗнчи Ленино ялӗнче пулнӑ. Аслисем ҫывӑрнӑ чухне 6-ри арҫын ачапа пӗчӗк хӗрача крыльца ҫинче шӑрпӑкпа вылянӑ, япаласене чӗртсе, янӑ. Ҫулӑм алӑк умӗнче хӑвӑрт сарӑлнӑ.
Амӑшӗ ҫак 2 ачана тата вӗсен пиччӗшне чӳречерен урама кӑларнӑ, кайран ашшӗ тухнӑ. Пӳртре 56-ри тӑванӗ юлнӑ. Шел те, вӑл ҫунса кайнӑ.

Ҫӗрпӳ округӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче пушарнӑйсем 20 вӗллене ҫӑлнӑ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑҫхине пулнӑ.
Пушар ял хӗрринчи никам та пурӑнман ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑма 8 ҫӑлавҫӑ, икӗ техника сӳнтернӗ. Вӗсем кӳршӗре вырнаҫнӑ утара ҫӑлса хӑварнӑ. Унти 20 вӗллене ҫунса кайма паман.
Ҫӗрле вара Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫутӑ лампочки ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл юрӑхсӑра тухнӑскер пулнӑ.

Улатӑр хулинче ӗнер ирхине уйрӑм ҫуртра пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм кухньӑра алхаснӑ, вал пӳрт ҫиивиттине кӑштах сиенлетнӗ.
Пушара сӳнтерме пырса ҫитнӗ специалистсем 83 ҫулти кинемее пӳртрен тухма пулӑшнӑ. Ватӑ ҫын шар курман.
Пушара сӳнтерме 9 ҫын тата 2 техника хутшӑннӑ. Пушар 8 тӑваткал метр лаптӑка сиен кӳнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар апат пӗҫерме лартсан тимсӗр пулнӑран тухнӑ.

Тӑвай округӗнчи Чутей ялӗнче 63 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ пушарта татӑлнӑ.
Ку инкек ӗнер ялти Гагарин урамӗнче пулнӑ. Пушар 50 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Шел те, кил хуҫи пушартан тухса ӗлкӗреймен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.

Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти сӗтел-пукан фабрикинче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑма ҫӑлавҫӑсем ҫур сехетре сӳнтернӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче шар курман.
Пушар Промышленность урамӗнчи производство ҫуртӗнче алхаснӑ. Вӑл ирхи 7 сехетсенче тухнӑ. Пушар ҫурт ҫивиттине тата вентиляци тытӑмне сиенлетнӗ.
Пушара сӳнтерме 3 единица техника тата 10 специалист хутшӑннӑ.

Паян ирхи 3 сехет иртсен Шупашкарати «ВНИИР» предприяти ҫине икӗ беспилотник ӳкнӗ.
Республика ертӳлӗхӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем – Украина беспилотникӗсем. Предприятире пушар пуҫланнӑ, ҫулсене пӳлнӗ. Экстреннӑй служба оперативлӑ ӗҫленипе пушара хӑвӑрт сӳнтернӗ, никам та шар курман, вилмен. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пула предприяти ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарнӑ.
Тепӗр 2 беспилотник Краснармейски тата Шупашкар округӗсенчи уйра ӳкнӗ.
Хальхи вӑхӑтра И. Яковлев проспектӗнчи ҫула уҫнӑ, транспорт ҫӳрет.

Вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Улхаш участок лесничествинче пушар тухнӑ.
Ҫулӑм тухнине ирхи 8 сехет те 5 минутра асӑрханӑ . Вырӑна 3 пушар машини, трактор тата вӑрманта ӗҫлекен 20 ҫын ҫийӗнчех ҫитнӗ. Тикӗс вырӑн пулманран пушара самай вӑхӑт сӳнтернӗ – ҫулӑма каҫхи 8 сехет те 5 минутра тин парӑнтарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм «типӗ аслатие» пула тухнӑ.
