Ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Муркаш районӗнчи Уйкас ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Пушарнӑйсем ҫитиччен ҫулӑм ҫурта йӑлтах ярса илнӗ, тӑрри йӑтӑнса аннӑ.
Шел те, кил хуҫине ҫӑлма май килмен. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 58 ҫулти арҫын ҫунса вилнӗ.
Шӑматкун ҫӗрле Шупашкар районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче ҫӑва ҫинчи хурал пӳрчӗ ҫунма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пӳрт тӑррине тата хушма ҫурта сиен кӳнӗ.
Кӗҫӗр вара ҫак ялтах пӳрт ҫуннӑ. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушар пралука пула тухма пултарнӑ. Ҫурта радиаторпа хутса ӑшӑтнӑ-мӗн. Ҫавна пула тухма пултарнӑ та ҫулӑм.
Ҫавӑн пекех канмалли кунсенче Шупашкарта, Канаш тата Шупашкар районӗсенче типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗхсем пулнӑ.
Кӗҫӗр Улатӑрта пысӑк пушар сӳнтернӗ. Унта «Гулливер» ятлӑ суту-илӳ центрӗ ҫунса кайнӑ.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 1,5 пин тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Ҫулӑм ҫурт тӑррине, иккӗмӗш хутри отделкӑна тӗп тунӑ. Пушара 3 сехет сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Версисенчен пӗри – пралукран тухни. Вырӑна Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӗ Евгений Серебряков ҫитнӗ.
«На связи» портал ҫапла ҫырать: «Пирӗн даннӑйсем тӑрӑх, суту-илӳ ҫурчӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Евгений Талановӑн шутланать».
Тунтикун, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи вӑрманта пушар тухнӑ. Ҫулӑм 500 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара сӳнтерме 15 ҫын тата 2 техника хутшӑннӑ.
Ҫав кунах кӑнтӑрла Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм 1 гектар ҫинчи курӑка ҫунтарса янӑ.
Аса илтерер: канмалли кунсенче Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта икӗ ҫӗрте пушар пулнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта икӗ пушар пулнӑ. Иккӗшӗ те чукун ҫул ҫулӗ ҫинчен ҫулӑм тухнине пула.
Икӗ пушарӗ те шӑматкун, авӑнӑн 23-мӗшӗнче, тухнӑ. Юрать-ха, иккӗшне те часах сӳнтернӗ. Пушара икӗ вӑрман патрулӗн, суха ҫаклатнӑ трактор, икӗ пушар автоцистерни сӳнтернӗ. Кунсӑр пуҫне 50 ҫын хутшӑннӑ. Ҫав шутра – вырӑнти халӑх та.
Халӗ пушар вӑрмана мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ.
Паян ҫур ҫӗр иртни 45 минутра Муркаш районӗнчи Ҫармӑҫкасси ялӗнче пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗсем ҫине те куҫнӑ. Кӳршӗсен сарайӗ ҫине те сиксе ӳкнӗ.
Пушарнӑйсем ҫулӑмпа 2 сехет кӗрешнӗ. Ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, кӳршӗсен пӳртне сыхласа хӑварма май килнӗ.
Пушара сӳнтерсен 71 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗн тата унӑн 41 ҫулти ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Халӗ экспертсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян ир пулттипе, 3 сехет те 40 минутра, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнӑҫнӑ Ҫӑкалӑхъялӗнче пушар пулнӑ. Кил хуҫи ҫулӑма хӑйех сӳнтерес тесе тӑрӑшнӑ та шар курнӑ: вӑл пиҫсе кайнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Шел те, пушар пӳрте тӗп тунӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем кӳршӗ ҫурта сыхласа хӑварнӑ.
Ирхи 5 сехет тӗлне Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрчӑ ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Унта ҫулӑм пӳрт тӑррине сиенлетнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарти техникумсенчен пӗринче пушар тухнӑ.
Вут-ҫулӑм Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен «ТрансСтройТех» техникумӗнче алхасма тытӑннӑ. Вӑл Магницкий урамӗнче вырнаҫнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи 6 сехет те 30 минутра тухнӑ пушара ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитиччен сӳнтерме пултарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ.
Пушар вӑхӑтӗнче кухньӑри электричество оборудованийӗ сиенленнӗ.
Ҫӗмӗрлере 44 ҫулти арҫын чутах матрас ҫинчех ҫунса кайман. Ӑна полици сержанчӗ Валерий Медяев ҫӑлнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре полицейски патне арҫын чупса пынӑ та Интернационалистсен урамӗнчи ҫуртри хваттер чӳречинчен тӗтӗм тухни пирки пӗлтернӗ. Валерий Медяев полици сержанчӗ вырӑна васканӑ.
Алӑкран шаккасан кил хуҫи уҫман. Полицейски хваттере чӳречерен кӗнӗ те арҫын ҫунма пуҫланӑ матрас ҫинче выртнине курнӑ. Хайхискер пирус тӗпне сӳнтермесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Ӑна вӑл урама илсе тухнӑ, ҫулӑма сӳнтернӗ. Кил хуҫи сывлӑшра часах тӑна кӗнӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каҫхине Атӑл леш енчи Сосновкӑри вӑрман участокӗнче пушар пулнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫутҫанталӑка пула тухнӑ. Пушар 0,1 гектар ҫинче алхаснӑ. Ӑна, телее, хӑвӑртах сӳнтернӗ.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне районӗсенче те уй-хирти типӗ курӑк ҫуннӑ. Ӑна пушарнӑйсем хӑвӑртах сӳнтернӗ.
Типӗ курӑк тӑтӑшах ҫуннине палӑртмалла. Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсенче унашкал тӗслӗх пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |