Ҫӗмӗрлере ӗнер каҫхи 11 сехетре пушар пулнӑ. Унта Серафим Саровский чиркӗвӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ «Мичуринец-3» сад юлташлӑхӗнче дача ҫуннӑ.
Шел те, пушарта ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушара сӳнтерсен 35 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 2 пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Инкек 16 сехет иртсен сиксе тухнӑ.
Хулари Завод урамӗнчи 11-мӗш ҫуртри 3-мӗш хутра вырнаҫнӑ. Тӗтӗм-сӗрӗм сарӑлнӑ подъезран 5 ҫынна урама кӑларнӑ. Вӗсен йышӗнче 2 ҫынпа 3 ача пулнӑ.
Пушар 3 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем ӑна сӳнтернӗ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 16 сехет ҫурӑра Шупашкарта «Раща» сад юлташлӑхӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Иккӗмӗш хут ҫуннӑ.
Дача хуҫи, 68 ҫулти арҫын, пушара хӑй тӗллӗн сӳнтерме тытӑннӑ. Анчах вӑл хӑй шар курнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар кӑмакапа тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Тӗрлемес станцийӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна сиенлетнӗ, мансардӑна тӗп тунӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен пушара кӳршӗ хуралтӑсене куҫма паман.
Ҫулӑма сӳнтерсен ҫын виллине тупнӑ. Инкекре 35 ҫулти арҫын вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Паян 16 сехет те 48 минутра «01» пульт ҫине Шупашкарти «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗнче пушар тухни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Юрать-ха, пысӑк инкек пулман. Пушарнӑйсем ҫитиччен пушара сӳнтернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗнче пӗрремӗш хутра ювелир лавккинче авариллӗ ҫутӑ оборудованийӗ ҫунма пуҫланӑ.
Паян Шупашкарта пушар тухнӑ. Унта «СУОР» предпрятири производство пӳлӗмӗ хыпса илнӗ.
Инкек вырӑнӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар прокурор Валерий Гришин пулнӑ. Вӑл инкек сӑлтавне палӑртас тӗллевпе пырса ҫитнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар 10 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Пушар 50 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем хӗрлӗ автана лӑплантарнӑ.
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗнчи Вырӑс Чукал ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушар ҫур ҫӗр тӗлне тухнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫ ҫурт тата хуралтӑ таврашӗ ҫунса кӗлленнӗ. Шел те, инкек ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. пушара сӳнтерсен 32 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Етӗрне районӗнчи Кӑташ ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пушар пулнӑ. 19 сехетре йывӑҫ ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ.
«Хӗрлӗ автан» ҫурта питӗ хӑвӑрт ҫавӑрса илнӗ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем пушара кӳршисем патне куҫма паман. Шел те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 63 ҫултискер, пушартан тухайман. Ҫулӑма сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.
Шӑматкун Улатӑр районӗнчи Соловьевский поселокӗнче те пушар пулнӑ. Унта 50 ҫулти арҫын ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри лесничествинче участок ҫунма пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Пушара 12 ҫын, пӗр автоцистерна тата пӗр вӑрман патрулӗн комплексӗ сӳнтернӗ.
Пушар 0,4 гектар лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Юрать-ха, вӑрман фондне тӑкак кӳмен. Ҫулӑма 3 сехетрен сӳнтернӗ. Халӗ вӑл мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви вӑрманта пушар тухнине асӑрхасан ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтать: 8 /800/100-94-00 е 8 /8352/ 402-400.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехетре Хӗрлӗ Чутай салинче инкек пулнӑ – пушарта ҫын ҫунса вилнӗ.
Пушар 1-мӗш Савут урамӗнчи ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑм икӗ хутлӑ харпӑр ҫурта тӗп тунӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫын виллине тупнӑ. Вӑл – 71 ҫулти арҫыннӑн.
Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |