Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче «Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ачисем» республикӑри фестиваль иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче музыка шкулӗсене тата ӗнер шкулӗсене музыка инструменчӗсем туянма сертификат парӗҫ.
Кун пек мероприятие 2011 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас, вӗсен пултарулӑхне аталантарма пулӑшас тӗллев лартать. Виҫӗ ҫулта унта художество тата музыка шкулӗсенче, ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗсенче ӑс пухакан 300 ытла ача хутшӑннӑ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Йӗпреҫ, Куславкка тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи ачасем хастарлӑхпа уйрӑмах палӑраҫҫӗ иккен.
Фестивале маларах асӑннӑ институт тата Акцыновсен ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗ йӗркелеҫҫӗ.
Мероприятин тӗп уйрӑмлӑхӗ ӳнерӗн тӗрлӗ енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ май ӑна эссе е монолог урлӑ уҫса памалла.
Ача-пӑча музыка шкулӗсемпе ӳнер шкулӗсем валли музыка инструменчӗсем туянма республика тата федераци хыснинчен укҫа уйӑрса парӗҫ. Юлашки икӗ вун ҫулта пуҫласа паха тата хаклӑ 100 инструмент туянса парӗҫ. Ҫав шутра — 5 фортепиано, 15 балалайка, 10 домра, 20 скрипка, 18 аккордеон тата 31 баян.
Шкул ачисен кӗрхи каникулӗ вӑхӑтӗнче Сӗнтӗрвӑрринчи Культура ҫуртӗнче кружокӗсемпе пултарулӑх студийӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, сӑмах май, «БИМ, БАМ, БОМ» пукане театрӗ-студийӗн занятийӗ иртнӗ. Студи ӗҫне 1-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем «Пукане театрӗ валли пуканене епле ӑсталасси» темӑпа йӗркеленӗ хӑтлавпа паллашнӑ. Практика занятийӗ вӑхӑтӗнче ачасем карӑ хыҫӗнче пуканесене выляттарма хӑнӑхнӑ. Ачасем «Кушак, Тилӗ тата Автан» вырӑс халӑх юмахне лартма хӑтланса пӑхнӑ. Заняти тӗлӗнтермӗш концертпа вӗҫленнӗ. Ун вӑхӑтӗнче ачасен пӗр-пӗр пуканепе сӑвӑ-халап калама е ташлама тивнӗ.
Районти культура ҫурчӗ Н.А. Андреева ертсе пыракан халӑх инструменчӗсен ансамбльне те ҫӳреме йыхравлать. Унта ачасемпе ҫамрӑксене чӗнеҫҫӗ. Аслисене те унта хапӑл. Аслисем валли те чун канӑҫӗ татах пур-ха. Тӗслӗхрен, Л.В. Андреев Вырӑс халӑх хорне ҫӳреме чӗнет, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Г.Н. Раков ертсе пыракан Чӑваш халӑх юррисен хорне те ҫӳреме пулать.
Шкулсенче пултарулӑх лаҫҫисем сахал мар ӗҫлеҫҫӗ — тӗрлӗ япаласем хатӗрлеҫҫӗ: салфеткӑсем, пуканесем тата ытти. Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем ӑсталанӑ япаласене туянма шутлать. Вӗсене эпир каярах хамӑр ирттерекен конкурссенчи ҫӗнтерӳҫӗсене парнелесшӗн. Пире чӑваш эрешӗллӗ япаласем кӑсӑклантараҫҫӗ.
Пире сутас тесен чи малтанах пултарулӑх ертӳҫин (е урӑх вӗрентекенӗн) ачан ӗҫне фотоаппаратпа ӳкерсе илмелле те сӑна amartu@chuvash.org адреспа ярса памалла. Шкул ачин ӗҫӗ пире валли юрӑхлӑ пулнине хурав илсен ӑна почта урлӑ наложенный тӳлевпе ярса памалла. Шупашкара килнӗ май пире кӗртсе парсан та туянма пултаратпӑр. Пӗр ӗҫшӗн 150–300 тенкӗ тӳлеме хатӗр.
Ачасем ӑсталанӑ япаласене ҫӗнтерӳҫӗсене парне евӗр панине шута илсе эпир кашнин япалан кӗске «паспортне» хатӗрлӗпӗр: кам ӑсталанӑ, ӑҫти шкултан, кам ертсе пынипе.
Ҫитес вӑхӑтра ҫак пӗлтерӗве шкулсене ҫитерме тӑрӑшӑпӑр.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ултӑ хӗлӗхлӗ гитарӑпа калакансен фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Оксана Павлова гитаристкна тата педагога асӑнса тата вӑл ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
Оксана Павлована музыкантсен темиҫе ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ тесе ырлать республикӑн Культура министерстви. Унӑн вӗренекенӗсем паян Шупашкарти музыка училищинче, Шупашкарти культурӑпа ӳнер институтӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Фестиваль темиҫе мероприятирен тӑнӑ. Пӗрремӗш пайӗнче Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансемпе унта ӗҫлекенсем концерт лартнӑ. Фестиваль ячӗпе йӗркеленӗскере юпан 15-мӗшӗнчех кӑтартнӑ-ха. Кайран, юпан 29-мӗшӗнче Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн ҫамрӑк преподавателӗ, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Михаил Нагорнов мастер-класс ирттернӗ. Унта музыка шкулӗсенче вӗренекенсем тата музыка училищин 2-мӗш курс студентки Марина Галимова хутшӑннӑ.
Каҫхине Хусан ӑсти пӗчченех концерт кӑтартнӑ. Вӑл гитара музыкин тӗрлӗ тапхӑрти ҫеммине шӑрантарнӑ.
11-мӗш класран вӗренсе тухакансем студент пулса тӑнӑранпа пӗр уйӑх ҫитрӗ. Вӗсем хӑш енӗпе пултаруллӑ? Мӗн тума пултараҫҫӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ 1-мӗш курсри студентсене тӗрӗслеме шухӑшланӑ.
Юпан 22–23-мӗшӗсенче Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче факультетсен хушшинче «Перловка» конкурс иртӗ. 1-мӗш курсра вӗренекен хастар студентсем хӑйсем мӗн тума пултарнине кӑтартӗҫ.
Юпан 22-мӗшӗнче ӳнерпе музыка вӗреневӗн, шкулчченхи тата коррекци педагогикин тата психологин, технологипе экономика, управлени, вӑй-хал культурин факультечӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Тепӗр кунхине историпе филологи, ют чӗлхесен, физикӑпа математика, естественнӑй вӗренӳ, психологипе педагогика факультечӗсем вӑй виҫӗҫ.
Кашни ҫын кил хуҫалӑхне илем кӗртме тӑрӑшать. Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче пурӑнакан Ровенна Васильева чӑн-чӑн ӑста. Вӑл кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ.
Картишре клумбӑсем, чечексем куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Кивӗ савӑтсем те вырӑн тупнӑ. Пахчара — тӗлӗнмелле «ҫынсем». Кивӗ калушсенчен тата атӑсенчен чечексем валли савӑт ӑсталанӑ. Ларса канмалли вырӑна — хӳмме — те хӑйне евӗр тунӑ. Унта аист «йӑва ҫавӑрнӑ».
Сӑнсем (22)
Чӑваш кӗнеке издательстви тин кӑна ҫӗнӗ кӗнеке пичетлесе сутлӑха кӑларнӑ — «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑма кӗрекен «Чӗлхе сӑмахӗсем. Вӗрӳ-суру чӗлхи» ятлине. Шучӗпе 12-мӗш шутланаканскере Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ушкӑнӗ хатӗрленӗ. Вӗрӳ-суру сӑмахлӑхӗ чӑваш чӗлхинче пӗчӗк мартан ку кӗнекене пӗр пайӗ кӑна кӗнӗ — чир-чӗртен сыватма пултаракан сӑмахсем. Тепӗр пай каярах тухӗ.
Кӗнекене «СУМ» лавккара туянма май пур — унӑн хакӗ 255 тенкӗ. Сӑмах май, «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмри ытти кӗнекесем те сутӑнаҫҫӗ: 2004 ҫулта тухнӑ «Мифсем. Легендӑсем. Халапсем» пуҫласа пӗлтӗр тухнӑ «Ӗҫпе йӑла юррисем» таранах. «Пилсемпе кӗлӗсем» ҫеҫ юлман. Гуманитари институчӗ ҫак ярӑма 50 кӗнекене ҫитересшӗн. Асаилтеретпӗр, унччен ку ярӑм 6 томпа кун ҫути курнӑччӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм тулли пулать тата анлӑрах — унччен пичетленмен материал унта чылай.
Аннета Егорова Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта 5-мӗш класра вӗренет. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче вӑл тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурса хатшӑннӑ. Унта Buddy Bear упан дизайнне суйланӑ.
Конкурса JC Group фонд тата Джеки Чан актер йӗркеленӗ. Конкурса пӗтӗмпе 208 ҫын хутшӑннӑ: Раҫҫерен, Индирен, АПШран, Индонезирен…
Аннета Прохорова 11 ҫул тултарман ачасен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Вӗсене Джеки Чан хӑй суйланӑ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасри «Парне» фольклор ансамблӗ Инди фильмне ӳкерме хутшӑнать.
Раҫҫейпе Инди пӗрле ӳкерекен «Плата за любовь» икӗ сериллӗ фильм режиссерӗ Бачан Бобби Шупашкарта тӑватӑ ҫул пурӑнать иккен. «Парне» ансамбльпе Бачан Бобби ҫурлан 10-мӗшӗнче паллашнӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи диаспорӑсен пайташӗсем тата Инди режиссерӗ чӑваш йӑлипе паллашас тӗллев лартнӑ. «Парне» юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Хайхисен пултарулӑхӗ Бачан Боббине кӑмӑлӑ кайнӑ-мӗн те вӑл вӗсене фильмра ӳкерӗнме сӗннӗ.
Ҫурлан 12 тата 14-мӗшӗнсенче ансамбль кинора ӳкерӗннӗ. Фольклор ансамбльне ҫӳрекен 12 ҫын фильмӑн халӑх йӑлипе-йӗркипе ҫыхӑннӑ пайӗнче ӳкерӗннӗ. Унта «Парне» юрату юррисене шӑрантарнӑ. Инди режиссерӗ «парнесене» массӑллӑ сценӑсенче те ӳкерӗнме чӗннӗ.
Кашни халӑх пуян. Укҫа-тенкӗ пирки мар сӑмах — ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ ҫинчен. Кашни халӑхӑн тупмалли юмахсем, юрӑсем, юмахсем, ваттисен сӑмахӗсем тата ыттисем пур.
Чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлисенчен пӗри — вӑйӑ. Етӗрне районӗнчи «Шевле» ушкӑнри хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм чӑваш ҫамрӑкӗсен вӑййипе, юррипе ыттисене паллаштарас тӗллевпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.
Палтайри вӑтам шкул ҫумӗнчи «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи Н.В.Серебрякова ачасене «Ал татмалла», «Ят пӗлмелле», «Тутӑр пухмалла» вӑйӑсем выляма, «Итлӗр кукку сассине», «Ҫирӗк ҫулҫи ҫиле май» юрӑсене вӗрентнӗ.
Кунашкал мероприятисем ачасене тӑван чӗлхемӗре ытларах юратма, хисеплеме, чӑвашлӑх туйӑмне аталантарма пулӑшать.
Сӑнсем (3)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |