Таллин хулинчи «Тарай» фолк-ушкӑн Нестер Янкас поэт ҫырнӑ «Ҫывӑх тус» сӑввипе «Танлаштармӑп» юрӑ ҫырнӑ. «Мӗнех вара? Халӗ юрӑ ҫырман ҫын та сахал пулӗ...» — кӑмӑлсӑрланӗҫ ахӑртнех хӑшӗсем. Ҫапла, паян сӑвӑ та такам та ҫырать, кӗвве те хывакансем сахал мар. Ан ӳркен кӑна темелле-ши?.. Теприсем вара сӑввине те шӑрҫалаҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, микрофон тытса сцена ҫине те хӑйсемех тухаҫҫӗ. Юрӗ-ха, чӑннипех пултаруллисем пулсан савӑнмалли кӑна юлать. Анчах пиҫсе ҫитменнисем пирки мӗн каламалла-ши? Юрӗ, таҫта айккинеллех пӑрӑнтӑм курӑнать. «Тарай» ушкӑн патнех таврӑнам-ха.
Ушкӑна Таллинта пурӑнакан Александр Айдаров ертсе пырать. Ача чухне вӑл чӑваш чӗлхине илтнӗ пулин те калаҫман. Тӑван чӗлхепе темиҫе ҫул каялла кӑна пуплеме хӑнӑхнӑ. Александр каланӑ тӑрӑх, Эстонире 350 чӑваш пурӑнать. Таллинта чӑваш фольклор ушкӑнӗсем иккӗ иккен. Пӗри — «Тарай», тепри — «Палан». Ун пирки эпир пӗринче ҫырнӑччӗ. «Тарай» ушкӑнта тӑваттӑн. Бас музыка инструменчӗпе Эйнар Муони ветеринар вылять иккен, аккордеонпа — муниципалитет тӳре-шаринче тӑрӑшакан Сергей Чекулев, ҫапса каламалли инструментпа — журнал редакторӗ Дан Ротарь.
Чӑваш наци конгресӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Кӗмӗл сасӑн» черетлӗ конкурсне ирттерет. Конкурса чӑвашла юрлама пӗлекен 16-35 ҫулхи ҫамрӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Енчен те эсир ку конкурса хутшӑнса палӑрас тетӗр пулсан, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен заявка ямалла. Заявка ҫумне 10х15 сӑнӳкерчӗк тата икӗ юрӑн (вӗсенчен пӗри халиччен илтменни пулмалла) фонограммине ярса памалла. Вӑхӑчӗ хӑвӑрт шӑвать. Ӗнер кӑна нарӑс уйӑхӗ пуҫланнӑччӗ, паян ак вӗҫленсе те пырать. Ҫапах та виҫӗ кун сирӗн пур — ӗлкерме те пулать.
Конкурса ярса панӑ юрӑсене итленӗ хыҫҫӑн вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илеҫҫӗ те пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне Шупашкара чӗнӗҫ. Унта ҫитессипе, киле таврӑнассипе ҫыхӑннӑ ҫул тӑкакӗсене командировкӑна яракан ен саплаштарать. Шупашкарта вара йышӑнакан ен тӳлет, вырнаҫтарать, апатлантарать.
Конкурсра ҫак номинацисем пулӗҫ: национализмпа патриотизм тематикипе чи лайӑх юрӑ; чи лайӑх композитор; чи лайӑх поэт; чи лайӑх ҫӗнӗ юрӑ; куракана килӗшнӗ чи лайӑх юрӑ. Номинацисем нумай, тупӑшса пӑхмалли сӑлтавӗ те пур пек туйӑнать.
- Паян пирӗн паллӑ кун: литпӗрлешӳ йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ, — пуҫларӗ калаҫӑвне унӑн ертӳҫи Н.Н. Ларионов. Пурне те уявпа саламланӑ хыҫҫӑн вӑл малашнехи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Пӗрремӗшӗ — “Шевле ҫути” иккӗмӗш кӗнекине кӑларасси. Ӑна тума малтанах материал пухмалла, укҫа-тенкӗ шырамалла, пулӑшу ыйтса ҫырупа тухмалла — йышӑнчӗҫ шевлеҫӗсем. Редколлеги членӗсене суйласа хӑварчӗҫ.
Унтан А.Ф. Ермилов (Юман) Шупашкарти ҫыравҫӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, ӗмӗт-шухӑшне уҫса пачӗ.
Шевлеҫӗсем “Канаш” хаҫатӑн литература страници пирки те сӑмах хускатрӗҫ. “Унта ҫӗнӗрен сӑвӑ-калав пичетлеме пулать. Унччен пичет управленийӗ пире ирӗк паман. Вулакансен ӑс-хакӑлне ӳстерес тесен хаҫатра тӗрлӗ енлӗ хайлавсем пулмалла, – терӗ Николай Николаевич.-Пирӗн ытти хаҫат-журналпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме май пур, хайлавӑрсене ярса пама ан вӑтанӑр”.
Анатолий Дмитриев–Ырьята ҫырулӑх ӑҫне ҫамрӑксем хутшӑнманни канӑҫсӑрлантарать.
- Кампа ӗҫлемелле пирӗн? Кама вӗрентмелле?-терӗ вӑл пӑшӑрханса. - Ҫыравҫӑсемшӗн паян ку чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Чӑваш чӗлхине вӗренекен ҫамрӑк хунавсене явӑҫтарма тӑрӑшмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ. | ||
| Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |