Икӗ ҫамрӑк аслашшӗн /е кукашшӗн/ банк картти ҫинчен укҫа вӑрланӑ. Сахал мар – 244 пин тенкӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухӗ.
Хӗрпе каччӑ 15-ре тата 16-ра. Вӗсем аслашшӗн карточкине сӑн ӳкернӗ те сарӑмпа усӑ куса счет ҫинчен тепӗр карта ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗсем 244 пин тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ. Укҫана хӑйсем пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Ватӑ ҫын укҫа ҫухалнине курсан полицие кайнӑ. Вӑрӑсене часах тупнӑ.
Чӑваш Ен арҫынни, 46 ҫултаскер, Мускавран Шупашкара ҫӳрекен пуйӑсра хӑйне килпетсӗр тытнӑ. Кун пирки Владимир хулинчи «Вариант» телеканал пӗлтерет.
Владимир облаҫӗнче пулнӑ ку. Чӑваш Ен арҫынни хӑйне йӗркесӗр тытни пирки полицие пӗлтернӗ. Станцие йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Акӑ мӗн палӑрнӑ: арҫын эрех ӗҫнӗ, туалетра пирус туртнӑ, ытти ҫынна канма кансӗрленӗ. Вӑл, ҫитменнине, киревсӗр сӑмахсемпе перкелешнӗ. Пуйӑс пуҫлӑхӗ ӑна вакунран кӑларса яма йышӑннӑ.
Арҫын тӗлӗшпе темиҫе протокол ҫырнӑ. Ӑна 500-1500 тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Эльмен урамӗнче пурӑнакан арҫын картишре ларакан машини ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. «Ауди 80» машинӑна «КамАЗ» маркӑллӑ манипуляторпа илсе кайнине палӑртнӑ. Унӑн номерӗсем те пулман.
Каярахпа йӗрке хуралҫисем ҫакна палӑртнӑ: машина Ишлей тӑкӑрлӑкӗнчи пӗр базӑра ларать. Эвакуаторӑн 47 ҫулти хуҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн та ҫавнашкал машина пур. Леш иномарки вара картишре чылай вӑхӑт ларнӑ, ҫавӑнпа вӑл хуҫасӑр тенӗ те ӑна илсе кайма шутланӑ, запчаҫ вырӑнне усӑ курма палӑртнӑ.
Машинӑна хуҫине тавӑрса парӗҫ.
Патӑрьел районӗнче 8 ҫулти арҫын ачасен ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Шӑпӑрлансем стелӑн ҫутатмалли вырӑнӗсене кирпӗчпе персе ҫӗмӗрнӗ.
Патӑрьеле кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ стела ҫутисене ҫӗмӗрни пирки пӗр хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ. Полицейскисем ҫак ӗҫе 8 ҫулти икӗ ача тунине палӑртнӑ. Пӗри Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫуллахи каникула канма килнӗ.
Ачасем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем пӗр-пӗрне кирпӗчпе пеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра стелӑна лектернӗ-мӗн. Кун пирки вӗсем аслисене каласа кӑтартман.
Ку ӗҫе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси пӑхса тухӗ. Ашшӗ-амӑшне вара явап тыттарӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл банк карттине ҫухатнӑ.
Ӑна вара тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм тупнӑ. Хайхискер тӳрех лавккана кайнӑ, ҫын карточкипе апат-ҫимӗҫ, аялти тум туяннӑ. Ҫапла вӑл 11 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
74 ҫулти хӗрарӑма темиҫе кунран полицие илсе ҫитернӗ. Вӑл лавккара ҫӳренине видеокамера ӳкернӗ. Шӑпах ҫакӑ ӑна тупма пулӑшнӑ та. Полици уйрӑмӗнче вӑл тӑкакланӑ укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Апла пулин те унӑн саккунпа килӗшӳллӗн явап тытма тивӗ.
Тутарстанри ҫамрӑк амӑшӗ Чӑваш Енре 5 пин тенкӗлӗх суя 11 укҫа вырнаҫтарнӑ.
Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче республикӑри банксене суя укҫа пулни пирки хыпарсем ҫитнӗ. Пурте – 5 пин тенкӗллӗххисем, серийӗ те пӗрешкел.
Оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн Тутарстанра пурӑнакан 21 ҫулти хӗрарӑма тытса чарнӑ. Хӑй вӑл – Киров облаҫӗнчен.
Вӑл 4 уйӑхри ачине пулницӑра хӑварса пирӗн республикӑна килнӗ, суя укҫасене вырнаҫтарнӑ. Полицейскисене ҫапла каласа кӑтартнӑ: тавара ытларах пӗчӗк лавккасенче туяннӑ. Пысӑк мар япаласем суйланӑ: кушака ҫитермелли апат, пирус, канфет, апат-ҫимӗҫ…
Анчах хӑш-пӗр лавккара кассирсем укҫа суя пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енри 17 ҫулти каччӑ ҫынсене улталаса пурӑннӑ. Ӑна нумаях пулмасть тытса чарнӑ. Кун пирки Тутарстанри ШӖМ пӗлтерет.
Кӳршӗ республикӑра Лениногорск хулинче пурӑнакан 20 ҫулти каччӑ полицие пырса хӑй ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, укҫа ӗҫлесе илес тенӗ, мессенджерта ушкӑн та тупнӑ.
Ун патне тӳрех «консультант» ҫырнӑ. Хайхискер ӑна питӗ ӑннине, вӑл укҫа выляса илме пултарнине пӗлтернӗ.
20-ри каччӑ сумма пирки илтсен йӑлтах манса кайнӑ тейӗн, ҫав шутра -вӑл нимӗнле лотерейӑна, конкурса хутшӑнманни пирки те. Анчах ӑна 5 пин комисси тӳлемеллине пӗлтернӗ. Тӳлесен вара, паллах, нимӗнле укҫа та выляса илмен вӑл.
Ҫак ӗҫе Чӑваш Енри 17 ҫулти каччӑ тунӑ тесе шутлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ачасем уҫӑлма кайнӑ та таврӑнман. Каҫхи 11 сехетре амӑшӗ полицие пӗлтернӗ. Шӑпӑрлансене ирхине хулара балкон айӗнче тупнӑ.
Хӗрарӑм полицие каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, 9-ти тата 13 ҫулти ывӑлӗсем йытӑпа уҫӑлма кайнӑ та таврӑнман. Унччен ачасем ҫӗрлечченех уҫӑлса ҫӳрени пулнӑ-ха. Киле таврӑнманни вара – ҫук.
Полици, нимеҫӗсем ҫӗрӗпе вӗсене шыранӑ, путвалсене, чартаксене пӑхнӑ. Ирхи 8 сехетре вӗсене тата йытта Пионерсен урамӗнчи балкон айӗнче тупнӑ.
Арҫын ачасем киле таврӑнма хӑранӑ-мӗн, киле час таврӑнманшӑн амӑшӗ вӑрҫасран шикленнӗ.
Геннадий Константинов Мускава ӗҫлеме кайнӑ та ҫухалнӑ. 35-ри арҫынна мӑшӑрӗ, аппӑшӗ шырать. Полицие те пӗлтернӗ вӗсем.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Геннадий мӑшӑрӗ патне ҫыннӑн телефонӗнчен шӑнкӑравланӑ. Вӑл киле Шӑмӑршӑна килме хатӗрленнине каланӑ.
Геннадин телефонӗ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ-мӗн. Черкизово метро патӗнче вӑл ҫынран телефон ыйтса арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑнпа вӑл кӗскен ҫеҫ калаҫнӑ.
Унччен вӑл ун пек ҫухалса ҫӳремен. Уйрӑм паллисем: сулахай айккинче операци тунӑ йӗр пур, тепӗр енче – пиҫсе кайнӑ йӗр. Ҫак арҫынна курнӑ тӑк, ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан полицие шӑнкӑравласа хыпарлама ыйтаҫҫӗ.
Паян Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницинче иккӗленӳллӗ япала тупнӑ та вырӑна ятарлӑ службӑсем ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра унта кам пулнӑ – пурне те эвакуациленӗ.
Мускав проспектӗнче вырнаҫнӑ пульницӑн администраци ҫуртӗнче 3-мӗш хутра темӗнле япала выртнине асӑрханӑ. «Граната тупнӑ терӗҫ», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Вырӑна полици ӗҫченӗсем, ҫӑлавҫӑсем, пушарнӑйсем килнӗ. Йӗрке хуралҫисем пульницӑна тӗрӗсленӗ. Юрать-ха, чӑн-чӑн граната тупман. Вӑл страйкбол вылямалли граната ҫеҫ пулнӑ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫынсене каялла кӗме ирӗк панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |