Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм велосипед вӑррине тытса чарнӑ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ. Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ. Ҫӗрле 69 ҫулти арҫын Кӑнтӑр поселокне велосипедпа кайма шутланӑ. Анчах унӑн икӗ кустӑрмаллӑ транспорт пулман. Ӑна вӑл вӑрлама шутланӑ. Хайхискер пӗр ҫурт картишне кӗнӗ те велосипеда илсе тухса кайнӑ. Анчах вӑл электричествӑпа ӗҫлекенни пулнӑ, Кӑнтӑр поселокне ҫитиччен заряд пӗтнӗ. Арҫын ӑна ҫул ҫинчех пӑрахса хӑварнӑ та ҫав хуҫалӑхах кӗрсе тепӗр велосипед вӑрлама тӑнӑ. Ҫавӑн чухне тытса чарнӑ та ӑна 56-ри хӗрарӑм. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |