
Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти арҫын хӗрпе киленес тесе тӗнче тетелӗнче телефон номерӗ тупнӑ та шӑнкӑравланӑ. Хайхи хӗр укҫан ҫуррине куҫарса панӑ. Анчах кунпа ҫеҫ ҫырлахман ултавҫӑ.
Кун хыҫҫӑн ун патне администратор шӑнкӑравланӑ, пӗтӗм укҫана куҫарса пама ыйтнӑ. Анчах арҫын ҫакна тума хӗрпе курнӑҫсан ҫеҫ тума килӗшнӗ. Лешӗ вара хӑратма пуҫланӑ: унӑн харпӑр даннайӗсене урӑххисене пӗлтерӗ, ҫывӑх тӑванӗсене хур кӑтартӗ имӗш. Арҫын шикленсе ӳкнӗ, пӗтӗмпе 145 пин тенкӗ куҫарнӑ. Палламан ҫын ҫине тӑрсах кредит илме ыйтсан тин вӑл унпа калаҫма пӑрахса полицие кайнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм Адлер хулинчи отельшӗн укҫа маларах тӳлесе хурас тенӗ те ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.
Хӗрарӑм отелӗн сайтне кӗнӗ. Унти каҫӑ ҫине пусса банк карттин реквизичӗсене ҫырнӑ. Унӑн счечӗ ҫинчен 43 пин тенкӗ илнӗ.
Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн тин иккӗленме тытӑннӑ. Вӑл сайт адресне лайӑхрах тишкернӗ, ӑна хӑҫан йӗркеленине курнӑ. Отеле шӑнкӑравланӑ та унӑн иккӗленӳ юлман: укҫа унӑн счечӗ ҫинчен куҫман. Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарти хӗрарӑм 40 ҫул тултарнӑ кун ултавҫӑсен серепине лекнӗ. Вӑл полицие пырса заявлени ҫырнӑ.
Хӗрарӑм акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ: ун патне халӑх тетелӗнче банкран саламлӑ ҫыру килнӗ. Вӑл - унӑн клиенчӗ. Ҫырура каҫӑ та пулнӑ. Унта пуссан, карточка реквизичӗсене ҫырсан ҫуралнӑ кун ячӗпе кэшбек параҫҫӗ имӗш. Хӗрарӑм ҫапла тунӑ та. Анчах ун патне кэшбек килмен, счечӗ ҫинчи 8 пин тенкине сӑптӑрса кайнӑ.
Хӗрарӑм хӑйӗн страницине тепре кӗрсе пӑхнӑ - ултавҫӑсем пӗтӗмпех хуратнӑ. Ун патне парне парассине пӗлтерекен ҫыру та килнӗ. Анчах ку хутӗнче хӗрарӑм серепене лекмен.

Шупашкарта 42 ҫулти хӗрарӑм ирхи 5 сехетре 6 ҫулти хӗрӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ача ҫӗрле ҫухалнӑ. Амӑшӗ ӑна ирччен хӑй шыранине ӗнентернӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӗтӗм службӑна ура ҫине тӑратнӑ. Малтан вӗсем киле кайса тӗрӗслеме шутланӑ. Чӑнах та, унта ача ҫывӑрнине чӳречерен курнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха ку ҫемьере?
Каҫхине хӗрарӑм тусӗсемпе каннӑ иккен. Хӗрне те пӗрле илнӗ. Пӗчӗкскер ывӑнса ҫитнӗ те хӑйех киле кайма шутланӑ. Тӗлӗнмелле те, каҫхине ҫулпа утакан ача никама та тӗлӗнтермен, никам та чарӑнса унран ӑҫта кайни пирки ыйтман.
Палӑртмалла: ҫак хӗрарӑм унччен те профучетра тӑнӑ.

Шупашкарти 19 ҫулти каччӑ канмалли кунӗнче ҫӑмӑлттай хӗре чӗнсе киленес тенӗ те укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Хайхискер пӗлтерӳре телефон номерӗ тупнӑ та шӑнкӑравланӑ. Унпа ҫепӗҫ саслӑ хӗрарӑм калаҫнӑ. Ку «пулӑшу» мӗн хак тӑнине пӗлтернӗ. Каччӑ укҫана куҫарса панӑ.
Кайран ун патне каллех шӑнкӑравланӑ, страховкӑшӑн 10 пин ыйтнӑ. Ку каллех куҫарнӑ. Анчах ҫак та ҫителӗклӗ мар иккен – тепӗр темиҫе пин куҫарма ыйтнӑ. Каччӑн хӑйӗн укҫи пулман: микрозайм тата тусӗсенчен кивҫен илнӗ.
Хӑратса шӑнкӑравлама тытӑнсан тин каччӑ кун пирки полицие пӗлтернӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра ҫӑлав службине васкавлӑ хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӗве арҫын кӗнӗ те хӑйӗн ҫумӗнче бомба пурри пирки пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем Интернационалист-салтаксен урамӗнче вырнаҫнӑ чиркӗве хӑвӑртах ҫитнӗ. Арҫын ҫумӗнче нимӗнле бомба та тупман.
Чӑваш Республикинчи ҫӑлавпа шырав служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫынна полици машинине лартса унпа психологи калаҫӑвӗ ирттернӗ.

Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм велосипед вӑррине тытса чарнӑ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ. Ҫӗрле 69 ҫулти арҫын Кӑнтӑр поселокне велосипедпа кайма шутланӑ. Анчах унӑн икӗ кустӑрмаллӑ транспорт пулман. Ӑна вӑл вӑрлама шутланӑ.
Хайхискер пӗр ҫурт картишне кӗнӗ те велосипеда илсе тухса кайнӑ. Анчах вӑл электричествӑпа ӗҫлекенни пулнӑ, Кӑнтӑр поселокне ҫитиччен заряд пӗтнӗ. Арҫын ӑна ҫул ҫинчех пӑрахса хӑварнӑ та ҫав хуҫалӑхах кӗрсе тепӗр велосипед вӑрлама тӑнӑ. Ҫавӑн чухне тытса чарнӑ та ӑна 56-ри хӗрарӑм.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 16 сехет те 40 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан 36-ри хӗрарӑм 6 ҫулти ывӑлӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пӗчӗкскер аслисенчен ирӗк ыйтмасӑр урама тухнӑ та самокатпа ярӑннӑ. Хайхискер «Вятка» ҫулпа пынӑ та пынӑ… Ача ҫур сехет ҫапла ярӑннӑ. Ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне амӑшӗ сехӗрленсе ӳкнӗ ӗнтӗ, ӑна шыранӑ.
Арҫын ачана Ҫӗнӗ Шупашкара кӗнӗ ҫӗрти постра тӑракан Андрей Ильин асӑрханӑ. Полицейскисем ачана поста илсе килсе чей ӗҫтернӗ, мультик ярса панӑ.
Микрорайонтан спутник хулана ҫитиччен пӗр водитель те чарӑнса ача пӗччен ӑҫта кайни пирки кӑсӑкланман.

Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 60 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ. Унӑн 13 ҫулти мӑнукӗ ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.
Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хӗрача патне 50 пин тенкӗ выляса илни пирки хыпар килнӗ. Вӑл ҫакна ӗненнӗ. Лешсем янтӑ нухрата илес тесен кӑштах укҫа куҫармаллине каланӑ, ӑна тавӑрса пама шантарнӑ.
Хӗрача асламӑшӗн /е кукамӑшӗн/ харпӑр кабинетне кӗрсе палламан ҫынсем каланӑ счет ҫине 30 пин тенкӗ куҫарнӑ. Хӗрарӑм кун пирки пӗлсен ҫав ҫынсем ултавҫӑсем пулнине ӑнлантарнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ

Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти Мир проспекчӗпе утса пынӑ. Ӑнсӑртран ӑна такам пуҫӗнчен ҫапнӑ та сумкине вӑрласа тарнӑ. Хайхискер ҫаврӑнса пӑхсан таракан арҫынна курса юлнӑ.
Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем вӑрра хӑвӑртах тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласене, документсене унӑн хваттерӗнче тупнӑ.
Ҫав ҫын - Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын, унччен судпа айӑпланнӑскер. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урамра утакан ӳсӗр хӗрарӑма курсан унӑн тӑрук вӑрлас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӑй те урӑ пулман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
