Етӗрнере пурӑнакан хӗрарӑм ҫуртсӑр, укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах – ултавҫӑсене пула.
Ку пӑтӑрмах пирки полицие ҫак хӗрарӑмӑн риелторӗ каласа панӑ. 66-ри хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн укҫине юттисем хапсӑнни пирки каланӑ. Хайхискер 130 пин тенкӗ кредит илсе темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Кун пирки никама та калама хушман – патшалӑх вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗшӗн яваплӑх тыттарассипе хӑратнӑ.
Тепрехинче ун патне ҫулла вӗҫӗнче шӑнкӑравланӑ. Хальхинче ӑна такам унӑн ҫуртне сутма хӑтланни пирки каланӑ. Ҫапла ан пултӑр тесен ҫурта часрах сутмалла та укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла-мӗн. Ку ӗҫе хӑвӑрт тума пулӑшакан риелторсене те сӗннӗ.
Хӗрарӑм ҫуртне сутса укҫине темӗнле счет ҫине куҫарсан палламан ҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫапла вӑл ҫуртсӑр, 1 миллиона яхӑн тенкӗсӗр юлнӑ.