Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр лавкка умӗнче йытӑ ҫурине вӑрланӑ. Хуҫи ҫав вӑхӑтра лавккана кӗнӗ, йытӑ ӑна алӑк патӗнче кӗтсе тӑнӑ. Хайхискер тухнӑ та – тӑватӑ ураллӑ тусӗ ҫук. Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Полицейскисем суту-илӳ центрӗнчи видеокамерӑсене тишкернӗ. Йытӑ ҫурине темӗнле арҫын илсе кайни паллӑ пулнӑ. Пакунлисем ӑна пӗр талӑка яхӑн шыранӑ. Часах вӑл кам иккенне те палӑртнӑ. Ҫапла майпа йытӑ ҫурине хуҫине тавӑрса панӑ.
Ҫак арҫынна алӑк умӗнче тӑракан йытӑ ҫури килӗшнӗ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе кайма шутланӑ. Халӗ 36 ҫултискер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине ҫул-йӗр патруль службин инспекторӗсем М-7 ҫул ҫинче, Хыркасси ҫывахӗнче, пӗр фурӑна чарнӑ. Йывӑр тиевлӗ «Даф» машина Тутарстана кайма тухнӑ.
Инспекторсене 50 ҫулти водитель ӳсӗр курӑнни сисчӗвлентернӗ. Кӳршӗ регион ҫынни пакунлисене документсене кӑтартма та хирӗҫленӗ.
Водитель тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн сакӑр материал хатӗрленӗ: руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн, полици ӗҫченне документсене кӑтартманшӑн, кирлӗ категорисӗр руль умне ларнӑшӑн, ҫак транспортпа ҫӳремешкӗн унӑн ирӗк пулманшӑн. Тепӗр тӑватӑ материал тиев турттарнӑ чухнехи йӗркене пӑснӑшӑн ҫырнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑмран 217 пин тенкӗ «сӑптӑрнӑ».
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм 300 пин тенкӗ кредит илме палӑртнӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, онла йн-мелпе заявка панӑ.
Хӗрарӑм кредит илес тесе пӗлетерӳре кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Лешсем страхлав взносӗ тумалла тесе тата темӗн те пӗр суйса хӗрарӑма 217 пин тенкӗ куҫарттарнӑ. Ҫав укҫан пӗр пайне хӗрарӑм ҫынран кивҫен илсех куҫарса панӑ.
Хайхискер хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗлӗшӗ каланине ӗненсе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Чӑннипе, пӗлӗшӗ те ултавҫӑсен аллине лекнине пӗлмен – укҫа ҫухатнӑ.
Вӑрнар районӗнче хӗрарӑм полицие каланӑ тӑрӑх, пӗлӗшӗ ӑна брокер конторинче регистрациленме сӗннӗ. Кун валли 80 пин тенкӗ тӳлемелле имӗш. Унтан ҫак хӗрарӑма укҫа ӗҫлеме пуҫланине шантарса тата темиҫе хутчен нухрат хывма ӳкӗте кӗртнӗ.
Ултавҫӑсем хӗрарӑм картти ҫине 8 миллион тенкӗ куҫнине кӑтартакан суя чек ярса панӑ, налук тӳлемелле тесе 460 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, броккер конторинче пуйма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм 2 миллион тенке яхӑн ҫухатнӑ.
Броккер конторинче регистрациленме сӗннӗ пӗлӗшӗ вара 1 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Иртнӗ талӑкра «Лиза Алерт» нимеҫисем ҫамрӑк ҫынна тата икӗ ачана шыранӑ.
20 сехет те 15 минутра Канашра ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. Вӑл ҫыхӑнӑва тухман. Нимеҫӗсем шырама тытӑннӑ ҫеҫ – вӑл хӑй тӑванӗсем шӑнкӑравланӑ.
Кӑштахран каллех хыпар ҫитнӗ: Шупашкарта 8 ҫулти ача ҫухалнӑ. Ӑна 22 сехет те 17 минутра пӗр чарӑнура ҫынсем курнӑ-мӗн. Пӗччен тӑракан арҫын ачана пӗр ҫын асӑрханӑ та ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ.
Нимеҫӗсем сывлӑш ҫавӑрса та илеймен – каллех шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫӗрпӳре 12-ри хӗрача ҫухалнӑ иккен. Ӑна полици те, ҫынсем те шыранӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 47 минут ҫитнӗ – ачана ҫаплах тупайман. Кӗҫех хыпар килнӗ: камерӑсене пӑхсан кунашкал хӗрачана пӗр ҫурт картишӗнче асӑрханӑ. Хӗрачана ҫийӗнчех тупнӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехетре Куславккара ӗҫкӗ хыҫҫӑн пӗр ҫамрӑк арҫын «Гранта» рулӗ умне ларасшӑн пулнӑ. Анчах тусӗ ӑна ҫакна тума паман: ҫӑраҫҫине туртса илнӗ, хӑйне киле ӑсатнӑ. Хӑй вара «Гранта» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ.
Машина хуҫи вара ҫӑраҫҫине тусӗ илни пирки маннӑ – «тимӗр урхамаха» вӑрланӑ тесе полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем «План-Перехват» тунӑ, лешӗн тусне тытса чарнӑ. Тест руль умӗнчи арҫын ӳсӗр пулнине кӑтартнӑ (икӗ тус пӗрле ӗҫнӗ пулнӑ). Анчах арҫын кӑтартусемпе килӗшмен – наркологие анализ пама кайнӑ.
Машина вара нихӑшӗн те пулман. Ҫамрӑк арҫын ӑна тӑванӗсенчен ярӑнма илнӗ пулнӑ. Ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тихонова Наталья Вадимовна икӗ ача амӑшӗ: шӑпӑрлансем 17-ре тата 4 ҫулта. Наталья хӑй 35 ҫулта.
Тӑванӗсем полицие заявлени ҫырнӑ. Икӗ ача амӑшне йӗрке хуралҫисем те, нимеҫӗсем те шыраҫҫӗ.
Наталья 170 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ кӑвак. Килтен кайнӑ кун хӗрарӑм хура калпак, симӗс куртка, хура леггинс, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ, хура шарф ҫыхнӑ. Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Шупашкарти хула ҫум автовокзалӗнче пӗр ҫын хутаҫ манса хӑварнӑ. Хутаҫра вара – укҫа. Халӗ полицейскисем унӑн хуҫине, арҫынна, шыраҫҫӗ. Хутаҫа автовокзал ӗҫченӗсем асӑрханӑ, кун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, видеосӑнав камерине пӑхсан ҫакӑ паллӑ: хутаҫа раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине ватӑ арҫын манса хӑварнӑ. Пакунлисем шӑпах ӑна шыраҫҫӗ.
Ҫак ватӑ арҫынна паллакансене 24-38-06 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти полици уйрӑмне такси водителӗ килнӗ, хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ.
Ҫав каҫ пӗр ҫамрӑк ҫын такси водительне, 37 ҫулти арҫынна, кафере апат-ҫимӗҫ туянса Дзержинский урамӗнчи пӗр ҫурта илсе пыма саккас панӑ. Лешӗ ҫимӗҫсене 3 пин тенке яхӑн туяннӑ, вырӑна ҫитнӗ.
17-ри каччӑ телефонран таксиста укҫа куҫарса панӑ пекки тунӑ, транзакци ӑнӑҫлӑ иртнине кӑтартнӑ. Анчах укҫа-тенкӗ таксист счечӗ ҫине килмен.
Видеокамерӑсене пӑхсан полицейскисем ҫав 17-ри каччӑ кам пулма пултарнине палӑртнӑ. Вӑл унччен те вӑрланӑшӑн уголовлӑ майпа явап тытнӑ, халӗ ун тӗлӗшпе урӑх преступленишӗн следстви пырать. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта икӗ ача ашшӗне, 29 ҫулти арҫынна, пӗр эрне ытла шырани пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Арӑмӗ ун патне шӑнкӑравланӑ, мессенджерсенче ҫырнӑ, анчах лешӗ хуравламан. Тӑванӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ, арҫынна нимеҫӗсем те шыранӑ.
Арҫынна раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян, тупнӑ. Шел те, вӑл чӗрӗ мар. Унӑн виллине ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче тупнӑ. Следовательсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Арҫыннӑн арӑмӗ тата икӗ пӗчӗк ачи тӑлӑха юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |