Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: палӑксем

Хулара

Ҫӗмӗрле хулинче Владимир Ильич Ленинӑн палӑкне… ҫӳп-ҫап купи ҫинче тупнӑ. Кунашкал сӑнӳкерчӗк вырӑнти пабликсенче курӑннӑ. «Ҫӗмӗрлери декоммунизаци: унта хула лапамӗнчи Ленин палӑкне свалкӑна янӑ», - тесе ҫырнӑ унта.

Кивӗ монумента тӗп лапамран илсе пӑрахнӑ. Ун вырӑнне ҫӗннине лартнӑ, анчах вӑл калӑпӑшӗпе унчченхинчен пӗчӗкрех.

 

Ял пурнӑҫӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ округӗнчи Мӑнҫурт ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата тыл ӗҫченӗсене халалланӑ стелӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Палӑка пуҫаруллӑ бюджет программипе хута янӑ. Палӑк ҫинче вӑрҫа хутшӑннӑ 79 салтакӑн тата 208 тыл ӗҫченӗ ятне ҫырнӑ

Ку пуҫару чи малтанах – ялта пурӑнакан Валентин Прокопьевич Прокопьевӑн. Ял ҫыннисем вара унӑн шухӑшне ырласа йышӑннӑ, паттӑрсене асӑнса палӑк лартма укҫа пухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_14343
 

Персона

Ҫӗмӗрле округӗнчи Тӑван ялӗнче Георгий Федоров бюстне вырнаҫтарасшӑн. Шӑпах ҫак ялта (ун чухне Питушкино пулнӑ) 1942 ҫулта ҫуралнӑ вӑл. Бюст ялти культура ҫурчӗ умӗнче пулӗ.

Ҫӗмӗрле округӗн администрацийӗ электронлӑ аукцион ирттерет. Бюстшӑн 1,3 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ӑна кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.

Георгий Иосифович 1998 ҫултан пуҫласа мӗн виличчен И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӗҫленӗ, профессор пулнӑ, стилистика тата библиотековеденипе культурологи кафедрисене ертсе пынӑ. Вӑл 2015 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйралнӑ.

 

Персона
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитрӗ.

«Чӑваш поэзи ҫӑлтӑрӗн Константин Ивановӑн ӗмӗрӗ (1890-1915) ытла та кӗске пулнӑ, вӑл 25 ҫул ҫеҫ пурӑннӑ. Анчах унӑн ячӗ, унӑн пултарулӑхӗ, унӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми чӑваш литературин тата тӗнчери культура историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнӑ», — тесе чунтан хыпарланӑ Лидия Филиппова журналист, поэт, публицист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall270168791_2460
 

Раҫҫейре

Ленинград облаҫӗнчи Кировск хулинче «Ленинграда хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ Чӑваш Енри совет салтакӗсене» ятлӑ стела уҫнӑ.

Ҫав хӑрушӑ ҫапӑҫура Чӑваш Енрен нумаййӑн хутшӑннӑ. Ленинграда хӳтӗлеме пирӗн регионтан 15 пин ытла салтак кайнӑ. Вӗсенчен 5 пин ытларахӑшӗ тӑшманпа ҫапӑҫса пуҫ хунӑ. Чӑваш Енри 1800 ытла салтака «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьелте Вӑрҫӑ ачисене халалланӑ палӑк уҫӑлнӑ. Вӑл «Юбилейный» паркра вырнаҫнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан ҫав ҫулсенче ҫуралнӑ ачасен ачалӑхӗ пӗтнӗ. Вӗсем те аслисемпе тан тӑрса колхозра ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ.

Патӑрьелти палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ, унта вӑрҫӑ ачисене чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_431010
 

Хулара
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче чечек хунӑ.

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттернӗ мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ҫав шутра Олег Николаев Элтепер те, хутшӑннӑ. Чечеке Ҫар мухтавӗн монуменчӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ паттӑрсен, Афганистанра пуҫ хунисене асра тытса тата Ҫурҫӗр Кавказра вилнисен ячӗпе лартнӑ палӑксем умне чечек хунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/5034?single
 

Культура

Куславкка округӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал ҫумӗнче ҫитес ҫулсенче «Ҫӗнтерӳ чиккисем» парк» мегапроект пурнӑҫа кӗрӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

Ҫапла майпа, Олег Алексеевич пӗлтернӗ тӑрӑх, мемориал концепцине малалла аталантарӗҫ. Унта ҫӗнӗ экспозици тӑвӗҫ, часавай хӑпартӗҫ, усӑ курман ҫар техникине вырнаҫтарӗҫ.

Аса илтерер: «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориала 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Шупашкарта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсене халалланӑ мӗнпур палӑка юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.

Хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов Атӑш леш енне ҫитсе палӑксем мӗнле лару-тӑрура пулнипе паллашнӑ. Вӑл вырӑнти пуҫлӑхпа тӗл пулса ку ыйӑва сӳтсе явнӑ. Палӑксене ҫанталӑк ӑшӑтсан ҫӗнетме тытӑнӗҫ те ҫу уйӑхӗччен вӗҫлӗҫ.

Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем палӑксен инвентаризацине тунӑ. Халӗ хула пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе мӗн чухлӗ укҫа кирлине шутлаҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

1 пин тенкӗллӗ банкнота ҫинче Шупашкарти Анне палӑкӗ пулма пултарассине, сасӑлав пыни пирки пӗлтернӗччӗ.

Ҫапаз Анне палӑкӗн ҫӗнӗ укҫа ҫине лекес шанчӑк пур. Вӑл 17348 сасӑ пухса чи нумай сасӑ пухнӑ 10 паллӑ вырӑн йышне кӗнӗ. Укҫа ҫине мӗн ӳкерессине Раҫҫей банкӗн тата Госзнӑкӗн ӳнӗрҫисем йышӑнӗҫ.

Сасӑлавра «Метеор» теплоход, Ҫӗр ӗҫченӗсен керменӗ, Сарӑтури Атӑл урлӑ хывнӑ автомобиль кӗперӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 38
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2026 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере хӑйне евер энергетика пулӗ. Ҫынсем сирӗнпе юнашар пуласшӑн, тимлӗх ӑшӗнче пулма хатӗрленӗр. Лайӑх кӑмӑл-туйӑм шырӑр, ӑна темиҫе хут ӳстерӗр. Тахҫанах проект пуҫарма ӗмӗтленнӗ тӗк — тархасшӑн! Эрне варринче хӑвӑр ҫине ҫӗнӗ тивӗҫсем ан илӗр, сӑмах ан парӑр.

Кӑрлач, 08

1905
121
Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ.
2013
13
Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ