Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта «Нимеҫӗсен шкулӗ. Сывӑ хула» вӗренӳ проекчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пуҫарнипе пурнӑҫланать.
Ҫак шкулта сывӑ пурнӑҫ йӗркине саракан, шкул ачисемпе студентсене пирус туртнин, алкоголизм, наркомани сиенӗ пирки каласа кӑтартакан нимеҫӗсене хатӗрлӗҫ. Вӗсем усӑ курма юраман рекламӑпа та кӗрешӗҫ. Ҫаксем пирки ӑнлантарса панӑ чухне йӑлтах вӑйӑ евӗр йӗркелӗҫ. Нимеҫӗсем уроксене квест евӗр ирттерӗҫ. Ку ҫӗнӗ форма лайӑхрах усӑ парӗҫ тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫак шкулта вӗренме кӑмӑл тунӑ 100 ҫынран 30-шне суйланӑ ӗнтӗ. Хӑйсемшӗн те усӑллӑ пулӗ ку вӗренӳ: ҫын умӗнче калаҫма, тӗрлӗ мероприяти йӗркелеме хӑнӑхӗҫ.
Чӑваш Ен кӗҫех цифра телекуравӗ ҫине куҫасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май ҫынсен кирлӗ хатӗр-хӗтӗр илсе телевизора «цифра» ҫине куҫармалла.
Паллах, ватӑрах ҫынсене ҫак ӗҫе тума ҫӑмӑл мар. Ҫапах пӑшӑрханмалла мар – нимеҫӗсем пулӑшӗҫ. Вӗсен йышӗне – студентсем, вӗрентекенсем, почтальонсем, социаллӑ ӗҫченсем. Малтанах вӗсене ятарласа вӗрентӗҫ, цифра телекуравӗн приемӗ пирки каласа парӗҫ, хатӗр-хӗтӗре тӗрӗс мӗнле суйламаллине ӑнлантарӗҫ. Вӗренӳ нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пуҫланнӑ, пушӑн 4-мӗшӗнче вӗҫленет.
Аса илтерер: кӑҫал ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче аналог телекуравне сӳнтерӗҫ. Цифра телекравӗнче ҫынсем 20 канал тӳлевсӗр курма пултарӗҫ.
«Лиза Алерт» шырава ҫӑлав отрядне нимеҫӗсем кирлӗ. Ҫавна май кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 16 сехетре Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра тӗлпулу иртет. Йӗркелӳҫӗсем отряд мӗнле пуҫланса кайнине, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, шыравсем мӗнле иртни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Нимеҫӗсем питӗ кирлӗ. Кашни ҫулах ачасем, ваттисем, ахаль ҫынсем ҫухалаҫҫӗ. Вӗсене тупмашкӑн ҫӑмӑл мар, ыттисем те айккинче юлмасан ӗҫ кал-кал кайӗ.
Нимеҫӗ пулмашкӑн ятарласа вӗренмелле мар. Чи кирли – пулӑшас туртӑм пулни. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядне кӗрес килсен «Контактра» халӑх тетелӗнче вӗсен ушкӑнӗнче хӑвӑрӑн ят-шыва тата телефон номерне ҫырмалла.
Каласа хӑвармалла: «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ 2010 ҫулта йӗркеленнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта 7 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӳрех пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие пӗлтернӗ. Телее, ача чӗрӗ-сывах тупӑннӑ.
Кӑнтӑрла хыҫҫӑн арҫын ача урама тухнӑ, ытти чухне вӑл картишрех выляса ҫӳренӗ, инҫе кайман. Ашшӗ-амӑшӗ вӑл картишре курӑнма пӑрахнине асӑрханӑ, шӑнкӑравлас – ача телефонне илмен.
19 сехетре 1-мӗш полици участокӗн ӗҫченӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Ача ҫухални пирки халӑх тетелӗсенче те хыпар ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлнӑ. Полицейскисемпе пӗрле нимеҫӗсем, ытти ҫынсем картишре, подъездсенче ачана шыранӑ.
Ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен инспекторсем Елена Янорова тата Ольга Катякова хваттерсем тӑрӑх кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне тупнӑ та ачана. Хайхискер уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗн пӗлӗшӗсем патне хӑнана кӗме шутланӑ, хуҫисене ҫывӑх ҫыннисене кун пирки пӗлтернине каланӑ. Арҫын ача хӑнара ҫывӑрса кайнӑ.
Нимеҫӗсем Улатӑрта пурӑнакан Кудашкина Елена Даниловнӑна шыраҫҫӗ. Улттӑмӗш кун ӗнтӗ унран сас-хура ҫук.
Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 60 ҫулти Елена Кудашкина килтен тухса кайнӑ та халӗ те таврӑнман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, халӗ ӑна нимеҫӗсем шыраҫҫӗ. Вӗсем ыттисене те пулӑшма ыйтаҫҫӗ: тен, тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма кам та пулин курнӑ?
Елена Кудашкина 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Унӑн куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ – хура, кӑштах кӑвакарнӑ. Ҫак хӗрарӑм пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8-800-700-54-52.
Шупашкарта транспорт реформи ирттерни пирки сайтра хыпарласах тӑтӑмар. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хӑш-пӗр общество транспорчӗн маршручӗ улшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр маршруткӑсене пӗтерӗҫ.
Паян хулари чарӑнусенче информаци пилонӗсем ҫыпӑҫтарнӑ, нимеҫӗсем те транспорт мӗнле ҫӳренине ӳкернӗ схемӑллӑ хутсем валеҫнӗ. Кӗҫех http://buscheb.ru/ сервисра та ҫӗнӗ маршрутсем пирки информаци пулӗ. Телефон ҫине лартмалли сарӑма Google Play е App Store сайтран уҫласа илме май пур. Транспорт реформи пирки пӗлес килсен «хӗрӳ линипе» шӑнкӑравлама пулать: 23-51-99.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хулара 16 маршрута пӗтерӗҫ, тепӗр 14-шӗн ҫулӗ улшӑнӗ.
Кирилл Степанов мӗн ҫуралнӑранпах курмасть. Унӑн – мрамор чирӗ. Ӑна шӑмӑ сӑссине куҫарса лартнӑ, химиотерапи тунӑ.
Нумаях пулмасть унӑн пысӑк ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. Ҫичӗ ҫулти арҫын ача тахҫанах пуйӑс машинисчӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫак кунсенче вӑл нимеҫӗсем пулӑшнипе пуйӑса ларса пускӑчсене пуснӑ, транспорта ҫӳреттернӗ. Паллах, Кирилпа юнашар машинист Александр Бологов пулнӑ.
Палӑртмалла: нумаях пулмасть Раҫҫейре йывӑр чирлӗ ачасен тата ватӑсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама пулӑшакан проект хута кайнӑ. Вӑл «Манпа пӗрле ӗмӗтлен» ятлӑ. Пӗрремӗш ӗмӗт Шупашкарта пурнӑҫланнӑ. Телейлисен йышне шӑпах Кирилл кӗнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Етӗрнере 36 ҫулти хӗрарӑм виҫӗ ҫулти ывӑлӗпе ҫухалнӑ. Абакумова Марина Геннадьевнӑпа Абакумов Константина тӑванӗсем шырама пуҫланӑ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Амӑшӗпе ывӑлӗ килтен 19 сехет ҫурӑра тухса кайнӑ. Амӑшӗ 165 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Ачи 80 сантиметр ҫӳллӗш, хӗрлӗ сарӑ ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр.
Амӑшӗ симӗсрех пиншак, кӑвак джинс, кӑвак кеда тӑхӑннӑ, ачи вара ҫутӑ кӑвак курткӑпа, футболкӑпа, хура кроссовкӑпа, хӑмӑр калпакпа. Вӗсене курнисене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Амӑшӗпе ывӑлне «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн нимеҫисем те шыраҫҫӗ.
Чӑваш Енре «Туслӑх маякӗсем. Раҫҫей ҫывӑхлатать» нимеҫӗсен проекчӗн элчисем пулнӑ. Вӗсем виҫӗ кун пурӑннӑ, картасем сӑрлама, пӗремӗкпе хуран кукли пӗҫерме, ҫӳп-ҫап тасатма пулӑшнӑ.
Ҫӗрпӳре вӗсене райпори ҫӑкӑр савутӗнче кӗтсе илнӗ. Унта вӗсем пӗремӗк пӗҫернӗ. Кашни кун унта ҫак пылака 1 тонна хатӗрлеҫҫӗ, ӗҫлекен пӗр ҫынна 100 килограмран сахал мар лекет. Савутра вӗсем карта та сӑрланӑ, клумбӑсене те хитрелетнӗ.
Нимеҫӗсем Ҫӗрпӳри Тихвин мӑнастирӗнче те пулнӑ, унта вара утӑ пуҫтарнӑ. «Чӑвашпотребсоюзӑн» пӗр кафинче хуран кукли пӗҫернӗ.
Нимеҫӗсене Шупашкар килӗшнӗ. Кунта вӗсем музейсемпе паллашнӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне тутаннӑ. Кунсӑр пуҫне Атӑл хӗрринчи ҫӳп-ҫапа тасатнӑ.
«Туслӑх маякӗсем» проект элчисен малалла ҫулӗ Хусаналла выртнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ырӑ тӑвакансен юхӑмне аталантарма пулӑшакан канаш йӗркелесе ярасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Нимеҫӗсен (волонтерсен) канашӗ республика ертӳҫи ҫумӗнче ӗҫлӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ку канаш влаҫ органӗсемпе хастар ҫынсен пуҫаруллӑ ӗҫӗсене пурнӑҫа кӗртме, ырӑ ӗҫ пурнӑҫлакансен юхӑмне вӑй илме пулӑшма кирлӗ.
Чӑваш Енре нимеҫӗсен (волонтерсен) шучӗ ӳссе пынине пӗлтереҫҫӗ. 2018 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмпе 1,6 пин пӗрлешӳ йӗркеленнӗ, вӗсенче 47 пин нимеҫӗ шутра тӑнӑ.
Хӑш-пӗр нимеҫӗсем хӑйсен организацийӗсене официаллӑ майпа йӗркелеҫҫӗ. Хальлӗхе ун пеккисем пирӗн тӑрӑхра — 5-ӗн. Нимеҫӗсен йышӗ малашне тата хушӑнса пырасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |