Шупашкарта пурӑнакан Надежда Яковлева йӗп те ҫип ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ.
58 ҫулти хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине паянхи кун та пӗлмеҫҫӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне мӗн тӑхӑнни те паллӑ мар.
Надежда Яковлева 156 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Эсир ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: 8 800 700 54 52 е 112.
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре кӗмӗл волонтёрсен «Кӗмӗл Чун» республикӑри иккӗмӗш форумӗ иртнӗ.
Унта «2023 ҫулхи чи лайӑх кӗмӗл волонтёр» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Маттуррисене 4 номинаципе палӑртнӑ.
«Эко-волонтер» номинацире Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Валерий Геннадьевичпа Светлана Матвеевна Мефодьевсене чысланӑ, «Социаллӑ экспресс» номинацире — Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Галина Милинӑна; «Ҫӗнтерӳ волонтёрӗ» номинацире — Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Валентина Михайловӑна; «Волонтёр-наставник» номинацире — Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗнчи Константин Емельянова.
Чӑваш Енри кашни муниципалитетрах «Добро.Центр» (чӑв. Ырӑ.Центр) волонтерсен пӗрлешӗвӗсем уҫӑлмалла. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Нимелӗхе аталантармалли канашӑн ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Паянхи кун пирӗн республикӑра 56 пин волонтёр шутланать иккен.
«Ырӑ.Центрсем» уҫӑлни нимелӗхе урӑх шпя куҫарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.
«Нимелӗхӗн мӗнпур енне аталантарса пымалла, унпа пӗрлех ҫӗнӗ проектсем шухӑшласа кӑлармалла», — тенӗ республика ертӳҫи Олег Николаев.
Чӑваш Енри кашни муниципалитетра «Добро.Центрсем» уҫӑлӗҫ. Ун пеккине пирӗн республикӑра пуҫласа пӗлтӗр уҫнӑ. «Унӑн ӗҫне Раҫҫейри «Добро.Центр» тата Стратегилле пуҫарусен агентстви ырласа йышӑнчӗҫ», – тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Нимеҫӗлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче.
Асӑннӑ центрсен тӗллевӗ — ырӑ кӑмӑллӑх проекчӗсене аталантарма пулӑшасси. Центрта кирек кам та волонтёрсен ретне тӑма, хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисене тупма пултарӗ.
Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр ялне нимелле пулӑшма медиксем ҫитнӗ. Ахаль килмен — вырӑнти ял халӑхне скандинави уттипе тӗрӗс мӗнле утмалли пирки каласа панӑ.
«Тахҫантанпах патакпа утмалли техникӑпа паллашас тесеччӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх вӑл чӗрепе юн тымарӗн системине ҫирӗплетет. Пирӗн пата пырса кайнӑшӑн нимеҫӗсене пысӑк тав сӑмахӗ», — савӑнать Галина Ефимова.
Ял халӑхне скандинави уттипе ҫеҫ мар паллаштарнӑ, вӗсене пӗрремӗш пулӑшу кӳмелли меслетсене те вӗрентнӗ. Ҫавӑн пекех сывлӑха сиен кӳмен апатлану пирки каласа панӑ.
Нимеҫӗсем Кӳстӳмӗре «ДоброВСело» (чӑв. ЫрлӑхаЯла) акцие ирттернӗ май килнӗ. Ку акци «Общество сывлӑхне ҫирӗплетесси» федераллӑ программа шучӗпе пурнӑҫланать.
Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗ Андрей Юманов ҫуллахи каникулта хулари пляжра нимеҫӗ пек ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта, виҫӗ уйӑхра, вӑл икӗ ҫынна путасран ҫӑлнӑ: 11 ҫулти ачана тата 28-ти арҫынна.
Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн, хастар пулнӑшӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тата Шупашкар хула администрацийӗ Андрей Юманова тав хучӗпе чысланӑ.
Халӗ каччӑ малалла вӗренет. Вӑл - 3-мӗш курсра.
Шупашкар районӗнчи Хураҫырма ялӗнче арҫын ҫухалнӑ. Ӑна полицейскисем, нимеҫӗсем шыраҫҫӗ. Хыпара «Лиза Алерт» ушкӑнра та вырнаҫтарнӑ.
Владимир Яковлевич Николаев ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм кӑвак тӗслӗ куртка, тӗттӗм шӑлавар, хура кроссовка, сӑран кепка тӑхӑннӑ пулнӑ, кӑвак хутаҫ йӑтнӑ.
Арҫын 55 ҫулта. Хӑй 175 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Владимир Николаева курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 800 700 5452 е 112.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан 90-ри кинемей ҫухалнӑ. Елизавета Карпеева килтен 15 сехетре тухса кайнӑ. Ун чухне хура пальто, хура гамаш, хура пушмак тӑханнӑ пулнӑ.
Мӑнукӗ каланӑ тӑрӑх, кинемей ку таранччен ҫухалса ҫӳремен, Кӳкеҫри пахчана ҫеҫ кайкаланӑ. Тӑванӗсем унта кайса пӑхнӑ - унта вӑл ҫук. Вӗсем пӑлханса ӳкнӗ, ҫынсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ватӑскере нимеҫӗсем шырама тытӑннӑ. Тавах Турра, ӑна тупнӑ. Савӑнӑҫлӑ хыпара тӑванӗсем ӗнер пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑр хӗрачана пӗр талӑк шыранӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 16 сехетре ҫухалнӑ. Вӗсем урамра асламӑшӗпе /е кукамӑшӗпе/ уҫӑлса ҫӳренӗ. Тӑрук хӗрача унран тарнӑ.
Хӗрачана йӗрке хуралҫисем кӑна мар, нимеҫӗсем те шыранӑ. Ӑна пӗр талӑкран ҫеҫ тупнӑ.
Ирхине Шупашкар еннелле каякан водитель ҫул хӗрринче хӗрача ларнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Хӗрачана пульницӑна вырнаҫтарнӑ. Унӑн кӑмӑлне лӑплантармалла.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрача тӗлӗшпе нимӗнле преступлени те туман.
Нимеҫӗсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ тата "Эпир пӗрле" регионти штабӑн ертӳҫи Леонид Черкесов пӗлтернӗ. Ҫак хуласен троллейбус предприятийӗсемпе килӗшӳ тунӑ. Малашне ытти муниципалитетпа та калаҫса татӑласшӑн.
Нимеҫӗн транспортпа тӳлевсӗр ҫӳрес тесен бейдж, маршрут хутне тата удостоверение кӑтартмалла.
Пульницӑсенче ӗҫлекен нимеҫӗсене вӗри апатпа тивӗҫтермелле тӑвасшӑн. Ҫавӑн пекех вӗсене тӳлевсӗрех медтӗрӗслев витӗр тухма, сипленме, кирлӗ тӗк реабилитаци витӗр тухма май туса парасшӑн.
Леонид Черкесов палӑртнӑ тӑрӑх, нимеҫӗ-медиксен ординатурӑна вӗренме кӗмешкӗн, ӗҫе вырнаҫмашкӑн та ҫӑмӑллӑхсем пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |