Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: митингсем

Чечек хунӑ самант
Чечек хунӑ самант

Паян, чӑваш литературин классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑ кун, поэтӑн палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ. Мероприятие Чӑваш Енӗн культура министерстви ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, сӑвӑҫсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.

Палӑк умӗнчи пухӑва чӑваш халӑх юррисене юрлакан Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ актриси уҫрӗ — пушкӑрт чӑвашӗсен халӑх уююрине юрласа пачӗ. Мероприятие ертсе пыракан «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редактор ҫумӗ Геннадий Максимов пухӑннисен умӗнче тепӗр хут К.В. Ивановӑн пӗлтерӗшӗ пирки асӑнчӗ. Пухура тухса калаҫакансем шутӗнче культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Михаил Краснов, ҫавӑн пекех Порфирий Афанасьев, Валерий Туркай, Анатолий Ефимов, Светлана Асамат, Денис Гордеев, Лидия Сарине, Альбина Юрату сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсем пулчӗҫ.

Малалла...

 

Митингра
Митингра

Паян, И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кун (вӑл 1848 ҫулта кун ҫути курнӑ), Шупашкарти наци вулавӑшӗ умӗнче митинг иртрӗ. Пуҫланасса вӑл 14 сехетре пуҫланчӗ. Яланхи пекех И.Я. Яковлев палӑкӗ умне халӑх йышлӑ пухӑнчӗ — чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем, шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекенсем. Министерствӑсенчен килнисем те чылайччӗ. «Ҫамрӑк гварди» пайташӗсем те пӗр кӗтесре тӑратчӗҫ. Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан паян ҫын нумайрах пуханнӑ пек туйӑнчӗ — ҫанталӑкӗ те хӑй ӑшшипе савӑнтарчӗ ӗнтӗ.

Тухса калаҫакансем чӑваш чӗлхине упрама чӗнсе каларӗҫ, ачи-пӑчисене, мӑнукӗсене тӑван чӗлхерен пистермелле мар терӗҫ.

Пуху вӗҫленнӗ май И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ.

 

Сӑнсем

 

Юпан 15-мӗшӗнче Хусанта Тутар обществӑлла центр йӗркеленӗ митинг иртрӗ. Митингра Хусана илнӗ чухне пуҫне хунӑ хӳтӗлевҫӗсене асӑнчӗҫ. Халӑх хальхинче нумай пулмарӗ — пине яхӑн ҫеҫ. Малтанхи ҫулсенчи митингсене вуншар пин ҫын пухӑнатчӗҫ. Хальхинче халӑх сахалли митинга эрнекун иртнинчен килчӗ пулӗ, унччен ӑна канмалли кунсенче йӗркелетчӗҫ.

Митинга ытти тӑрӑхри хӑнасем те килнӗччӗ — Удмуртирен, Ӗпхӳрен, Йошкар-Оларан, Челепи облаҫӗнчен. Чӑваш Енрен ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ кайнӑччӗ — пурӗ 12 ҫын. Олег Цыпленков сӑмах та тухса каларӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем (О. Цыпленков ӳкернӗ)

 

А.Г. Николаев
А.Г. Николаев

Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне икӗ хут тивӗҫнӗ летчик-космонавчӗ, авиацин генерал майорӗ Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнӑранпа 81 ҫул ҫитнине анлӑн палӑртӗҫ.

Унччен пӗр кун маларах, авӑнӑн 4-мӗшӗнче, шӑматкун, Николаев палӑкӗ умӗнче митинг иртӗ, летчик-космонавта асӑнӗҫ. Мероприятие официаллӑ ҫынсем, Раҫҫей космонавчӗсен ушкӑнӗ, шкул ачисем, студентсем, хула халӑхӗ хутшӑнӗ. Пуҫламӗшӗ 10 сехет ҫурӑра.

Митинг хыҫҫӑн палӑк умне чечексем хурӗҫ.

 

Андриян Григорьевич Николаев 1929 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралнӑ. Космоса икӗ хутччен вӗҫнӗ. Пӗрремӗш вӗҫевӗ 1962 ҫулхи ҫурлан 11-15 числасенче иртнӗ. Ун чӗри 2004 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.

 

Паян, малтанхи ытти ҫулсенчи пекех, И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче халӑх митинга пухӑнчӗ. Сӑлтавӗ паллӑ — чӑваш чӗлхи кунӗ тата И.Я. Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗ.

Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин тата Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министерствисенчен, Шупшкарти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчи чӑваш филологи факультечӗсенчен, Чӑваш наци конгресӗнчен салам сӑмахӗсем каларӗҫ. Унсӑр пуҫне халӑха «Шуҫӑм» ансамбль тата шкулсенчи ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, сӑвӑ вуласа пачӗҫ.

Пӗлтӗр ку вӑхӑтра наци радиовӗ ӗҫлеме тытӑннӑччӗ — халӑх пухӑнӑвӗнче ытларах ун пирки калаҫатчӗҫ, кӑҫӑл вара ҫитес халӑх ҫырӑвӗ пирки пуплерӗҫ — пурне те чӑваш ятпа ҫырӑнма чӗнсе каларӗҫ, «сӑвар», «анатри» халӑхсене палӑртсан пӑтрану ҫеҫ кӗртӗҫ тесе пӗлтерчӗҫ. Ачисене, мӑнукӗсене чӑваш ятпа ҫыртарма вӑтанма хушмарӗҫ. Пухӑва килнӗ ачасене вара ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсене чӑваш ятпа ҫыртарма ыйтӑр (14 ҫула ҫитиччен ашшӗ-амӑшӗ кӑмӑлӗ-ҫке) терӗҫ.

Мана ку пухӑва чӑвашла пӗлменнисем те килни савӑнтарчӗ — сӑмах калакансене ӑнланас тесе ушкӑнпа вырӑсла куҫарса тӑчӗҫ.

Малалла...

 

2007 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 17.00 сехетрен пуҫласа 20.00 сехетчен Шупашкар хулинчи Ҫеҫпӗл палӑке кутӗнче чӑваш чӗлхин кунне паллӑ тума митинг пуҫтарӑнмалла. Унта паянхи кун чӑваш чӗлхи тата чӗлхепе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки уҫҫӑн та ним суясӑр шухӑшлама тата калаҫма пултаракан та хӑякан ҫынсем пухӑнма палӑртнӑ. Митинга йӗркелекенсем вӑл темле альтернативӑллӑ та влаҫа хирӗҫле япала пулмассине пӗлтерчӗҫӗ. Чӑнах та, уҫҫӑнлӑхпа суясӑрлӑх ӑҫтан влаҫа хирӗҫ пулччӗр вара. Апла пулсан, ҫавӑнта хутшӑнас текеннисем ним хӑрамасӑрах унта пыма та, хӑйсем калас тенине, кӳтсе ҫитнине тухса калама та пултарӗҫӗ. Йеркелекенсем уншӑн никама та ним те пулмасса шантарсах каларӗҫӗ :)

 

Чӑваш халӑх сӑвӑҫи П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче унӑн палӑкӗ умӗнче митинг иртӗ.

Каҫхине вара К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче ӑна халалланӑ мероприяти иртӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи