Чӑваш Ене раштав уйӑхӗнче кӑшӑлвирус прививкине кӳрсе килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паянхи кун тӗлне ковидран 577 ҫынна прививка тунӑ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Асӑннӑ 577 ҫынран 429-шӗ — пульницӑсенче ӗҫлекенсем, 148-шӗ – вӗрентӳ тата социаллӑ организацисенче тӑрӑшакансем, ҫавӑн пекех нимеҫӗсем.
«Гам-КОВИД-ВАК» вакцинӑна республикӑри 11 пульницӑна валеҫсе панӑ.
Кӑшӑлвирусран прививка тутарас тесен 122 номерпе шӑнкӑравласа черете ҫырӑнмалла. Эмелшӗн укҫа тӳлемелле мар.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилнисен йышӗ 570 ҫынна ҫитнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4 кун кӑна иртрӗ – кӑҫал 42 ҫын ҫак амака пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫулталӑк вӗҫӗпе танлаштарсан, юлашки талӑкра инфекциленнисен йышӗ пӗчӗкрех – 102 ҫын. Сывалакансем 93-ӗн пулнӑ.
Ку таранччен республикӑра 16805 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 15145-шӗ сывалнӑ. Ку 90 процентпа танлашать.
Сӑмах май, юлашки талӑкра Раҫҫейре 23 пин те 351 ҫыннӑн организмӗнче кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫыснем санитари нормисене мӗнле пӑхӑннинине малалла тӗрӗслеҫҫӗ. Ку ӗҫе, паллах, кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе пурнӑҫлаҫҫӗ. 21 мобильлӗ ушкӑн халӑх нумай пухӑнакан вырӑнсене ҫитеҫҫӗ, общество транспорчӗсене кӗреҫҫӗ. Палӑртмалла: мобильлӗ ушкӑна хула администрацийӗн специалисчӗсем, прокуратура тата Роспотребнадзор ӗҫченӗсем кӗреҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче 62 суту-илӳ объектне тӗрӗсленӗ. Ҫынсем общество транспортӗнче маскӑсӑрах ҫӳренӗ тӗслӗхсем те пулнӑ. 22 ҫын маска режимне пӑснӑ, вӗсен тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Сӑмах май, кунашкал йӗркене пӑснӑшӑн ҫынсем – 1-30 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсем – 10-50 пин тенкӗ, усламҫӑсем 30-50 пин тенкӗ, организацисем 100-300 пин тенкӗ штраф тӳлеме пултараҫҫӗ.
Паян валли кӑшӑлвирусран тепӗр 10 ҫын пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ. Аса илтерер: 2021 ҫулӑн пӗрремӗш кунхине 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ӗнер – 11 ҫыннӑн. Кӑҫал 3 кунра 31 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.
Ку таранччен вара каварлӑ вирусран сахал мар ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ: 559 ҫын чире парӑнтарайман. Паянхи кун тӗлне 16703 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15052-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 92 ҫын чире парӑнтарнӑ. Чирлекенсем вара нумайрах пулнӑ: 105 ҫын.
Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвируспа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шута илнӗ.
Ӗнер – 10 ҫын, паян 11 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑшӑлвирус статистики кӑҫал ҫавнашкал. Ҫулталӑк пуҫланнӑ кӑна – 21 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 549 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 16598 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 14960-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 110 ҫын чирленӗ. Сывалакансем сахалрах пулнӑ – 93 ҫын.
Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвиурс диагноз ҫирӗпленнӗ 1089 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсем килте амбулатори мелӗпе е стационарта сипленеҫҫӗ.
2021 ҫулӑн пӗрремӗш кунӗнче кӑшӑлвирус статистики мӗнлерех? Юлашки талӑкра 10 ҫак каварлӑ вируса пула вилнӗ. Ку таранччен пӗтӗмпе 538 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Паянх кун тӗлне республикӑра пурӑнакан 16488 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 14867-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 101 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн ҫӗнӗ партийӗ килнӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвиурсран прививка тума пуҫалнӑ ӗнтӗ. Анчах хальлӗхе ӑна хӗрлӗ зонӑра ӗҫлекен тухтӑрсене, вӗрентекенсене ҫеҫ тӑваҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн, ҫак кунсенче, Чӑваш Ене вакцинӑн ҫӗнӗ партийӗ килнӗ. Хальхинче 1100 доза илсе ҫитернӗ. Вӗсене республикӑри 11 пульницӑна ӑсатнӑ. Ку прививкӑна медицина ӗҫченӗсене, вӗренӳ тата социаллӑ пулӑшу учрежденийӗсен, нумай функциллӗ центрсен ӗҫченӗсене, вӑраха кайнӑ чирпе нушаланакансене тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: кӑшӑлвирусран хӳтӗлекен прививкӑна ҫынсен ирӗкӗпе тата тӳлевсӗр тӑваҫҫӗ. Вакцинацилениччен ҫынна тухтӑр пӑхать.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти кардиохирурги корпусӗ те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Пульницӑна кислород памалли точкӑсемпе, ИВЛ аппаратсемпе, кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, эмелсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа кӑшӑлвируспа чирлисем валли хушма 90 койка хатӗрленӗ.
Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе аптӑракан пациентсене талӑкӗпех пулӑшу парӗҫ. Васкавлӑ медпулӑшу коронарлӑ синдромпа нушаланакансене Республикӑри кардиодиспансера е Республикӑри клиника пульницинчи юн тымарӗсен регионти центрне илсе ҫитерме пултарать.
Кӑшӑвируспа ҫыхӑннӑ йышӑнусене епле пурнӑҫланине Шупашкарти хулари мобильлӗ ушкӑнсем кану тата уяв кунӗсенче те тӗрӗслӗҫ. Хулара йӗркеленӗ мобильлӗ 17 бригадӑран 10-шӗ общество транспортӗнчи тӑрӑма хаклӗ, 3-шӗ – ют ҫӗршывсемпе ытти регионтан килекенсем патне ҫитсе килӗ, 4-шӗ лавккасене ҫул тытӗ.
Сӑмах май каласан, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине Шупашкар хулинче общество транспорчӗ ытти ҫулти евӗр ҫурҫӗр иртиччен ҫӳремӗ. Кӑшӑлвируса пула ял-хулара массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть. Ҫавна май раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинче троллейбуссемпе автобуссем ӗҫ кунӗсенчи евӗр ӗҫлӗҫ, вӗсем 23 сехетчен ҫеҫ ҫӳрӗҫ.
Иртнӗ эрнере республикӑра кӑшӑлвирус тӗлӗшпе лару-тӑру йывӑр пулнӑран Роспотребнадзор Ҫӗнӗ ҫулта тата Раштавра чиркӳсенче халӑха йышӑнмалла мар тесе сӗннӗ.
Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий кун тӗлӗшпе хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Эпир, тӗн ҫыннисем, храмсене хупмастпӑр. Хупӑ алӑк леш енче кӗлӗ вуламастпӑр. Анчах хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнӑр», - тенӗ вӑл. Савватий Раштав уявне килекенсене маска тӑхӑнма ыйтнӑ.
Роспотребнадзор вара 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене, вӑраха кайнӑ чирсемпе нушаланакансене чиркӳсене кайма тӑхтама ыйтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |