Паянхи кун тӗлне республикӑра 496 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Вӗсенчен 218-шӗ – рашав уйӑхӗнче. Юлашки талӑкра 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 16043 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 14420-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 112 ҫын чирленӗ. Сывалакансем ытларах пулнӑ – 128 ҫын.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1127 ҫынна тухтӑрсем килте е пульницӑра сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Палӑртмалла: виҫӗ кун ӗнтӗ республикӑра чирлекенсем кӑштах сахалланса пыраҫҫӗ. раштавӑн 26-мӗшӗнче – 118, ӗнер 116, паян 112 ҫын чирленӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов кӑшӑлвируспа чирлет. Вӑл Чӗмпӗрти Тӗп хула клиника пульницинче сипленни пирки Сергей Морозов Инстаграмра пӗлтернӗ.
«Тухтӑрсем пульницӑна выртма хистерӗҫ. Хама вӑтам туятӑп», — пытарман Морозов.
Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ хӑйне начар туйнӑран раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ӗҫе тухма тӑхтанӑ. Унӑн ӳт температури хӑпарса кайнӑ, ӳслӗк аптӑратнӑ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑшӑлвирус иккенне палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн кӗпӗрнаттӑр килте ӗҫленӗ, анчах халӗ, ав, пульницӑна вырттарма йышӑннӑ.
Сергей Иванович пульницӑра та май килнӗ таран ӗҫлет. Вӑл министрсем, правительство ӗҫченӗсем патне шӑнкӑравлать, кирлӗ хушусем парать тесе пӗлтернӗ паян «ТАСС» информаци агентстви.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру паян та лӑплантармасть: 12 ҫын вилнӗ. Ку таранччен каварлӑ вируса пула 475 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку таранччен 15815 ҫын инфециленнӗ. Вӗсенчен 14156-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 118 ҫын чирленӗ, ҫавӑн чухлех сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 1184 пациента тухтӑрсем килте е стационарта сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсен кӑшӑлвирус диагноз ҫирӗпленнӗ. Кунсӑр пуҫне пульницӑсенче ӳпке шыҫнипе, анчах кӑшӑлвирус тесчӗ инфекци пуррине кӑтартман ҫынсем нумаййӑн сипленеҫҫӗ.
РАШ | 25 |
11 ҫын вилнӗ, 123 ҫын инфекциленнӗ, 124 ҫын сывалнӑ. Ку – паянхи статистика.
Кӑшӑлвирусран кашни кунах ҫынсем вилеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра ку хисеп 463-пе танлашнӑ. Ку таранччен 15697 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 14038-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1196 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Пациентсем килте амбулатори мелӗпе е стационарта сипленеҫҫӗ. Паянхи куна 642 пациент – йывӑр, 68-шӗ – питӗ йывӑр. Ӳпкене искуственнӑй майпа сывлаттармалли аппарат айӗнче 57 ҫын выртать.
Раштав уйӑхӗ пуҫланнӑранпа республикӑра 174 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе ку таранччен 452 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Юлашки талӑкра вилекенсем каллех пулнӑ – 9 ҫын сывлама пӑрахнӑ.
Паянхи кун тӗлне 15574 ҫын инфекци ҫаклатнӑ, вӗсенчен 13914-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 120 ҫын чирленӗ, сывлакансем нумайрах пулнӑ – 124 ҫын.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1208 ҫыннӑн кӑшӑлвирус диагноз пур. Вӗсем килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленеҫҫӗ.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ статистика савӑнтармасть: кашни кунах ҫынсем вилеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа кашни кунах вируса пула ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлать. Паян тепӗр 8 ҫын вилнӗ. Вилнисен йышӗ 431-не ҫитнӗ.
Паянхи кун тӗлне 15329 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 13672-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 123 ҫын чирленӗ, 120 ҫын сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсем кӑшӑлвирус диагноз ҫирӗпленнӗ 1226 ҫынна килте е стационарта сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвирусран татах вилнӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра ун пеккисен шучӗ 6 ҫынпа танлашнӑ. Чире вара пӗтӗмпе 127 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ковид Чӑваш Енри 15206 ҫынна ернӗ.
Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвируспа 1231 ҫын чирлет. Сывалнӑ май пульницӑран 114 ҫынна кӑларнӑ.
Ковид пандемийӗ тесе пӗлтернӗренпе пирӗн тӑрӑхра 423 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 13 пин те 552 ҫын сывалнӑ.
Аса илтерер: паян РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне, Канаш районӗнче ҫуралнӑ Валентин Шурчанова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Вӑл та кӑшӑлвируспа чирленӗ, Мускаври пульницӑсенчен пӗринче сипленнӗ.
Малашне кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине пӗлмешкӗн панӑ анализ пӗтӗмлетӗвне тӗнче тетелӗнчи сайтра пӗлме пулать. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ПЦР-диагностикӑн пӗтӗмлетӗвне хыпарлакан сайт ӗҫлесе кайнӑ.
Сайт ҫак каҫӑпа вырнаҫнӑ: covid.cap.ru. Анализ пӗтӗмлетӗвне пӗлес тесен лаборатори тӗпчевне янӑ направленин 13 хисеплӗ номерне тата пациентӑн ҫуралнӑ кунне туллин палӑртмалла.
Пациентӑн анализне килте илнӗ пулсан мобильлӗ бригада направление парса хӑварӗ.
Кашни кунах республикӑра кӑшӑлвирусран ҫынсем вилеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗнче 20 кунра 76 ҫын вилнӗ пулсан раштав уйӑхӗнче икӗ хута яхӑн нумайрах – 139 ҫын.
Паянхи куна илес тӗк, ҫулталак пуҫланнӑранпа вирус 417 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 7 ҫын вилнӗ.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 5079 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 13438-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 109 пациент чире парӑнтарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри 1224 ҫынна тухтӑрсем килте е пульницӑра сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал юлашки Спорт кунне раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, паян, ирттермеллеччӗ. Анчах кӑшӑлвирус пандемине пула мероприятие йӗркелемен. Кун пирки ЧР Спорт министерстви пӗлтерет.
ЧР Элтеперӗн 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, республикӑра тренировкӑсене тата спорт мероприятийӗсене куракансемсӗр ирттерме юрать. Ҫав вӑхӑтра пӳлӗмре 25 ҫынран ытларах пулмалла мар, уҫӑ лапамра – 50 ҫынран ытларах мар.
Аса илтерер: пандемине пула Роспотребнадзор кафесенче корпоративсем ирттерме чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |