Чӑваш Енри пульницӑсенче COVID-19 чирӗллисем валли койкӑсем малалла хатӗрлеҫҫӗ.
«Лару-тӑру кӑткӑс. Ҫӗнӗрен чирленисен шучӗ пульницӑран кӑлараканнисен шутӗнчен кунсерен йышланса пырать», – тенӗ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче.
Хальхи вӑхӑтра пульницӑсенче ковидпа чирлисем валли 2210 койка хатӗрленӗ, ку вӑл – республикӑри мӗнпур койкӑн чӗрӗк пайне яхӑн, тата тӗрӗсрех каласан, 24 процент. Пульницӑсенче халӗ 2160 ҫын сипленет.
Ҫитес 1,5-2 эрнере Шупашкар районӗнчи пульницӑра та ковид-госпиталь туса хурасшӑн.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри психоневрологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем паян та йышлӑ. Унти 170 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, вӗсенчен 6-шӗ – интернат ӗҫченӗсем. Тата тепӗр 16 ҫынна амбулатори мелӗпе (тепӗр майлӑ каласан, килте) сиплеҫҫӗ. Ҫак цифрӑсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗнче паян пӗлтернӗ.
Психоневрологи диспансерӗнче COVID-19 диагнозне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тупса палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче шухӑшланӑ тӑрӑх, чире учрежденире ӗҫлекенсенчен пӗри ертме пултарнӑ. Роспотребнадзорта вара интернат ӗҫченӗсем 14 кун киле каймасӑр ӗҫлемелли йӗркене пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта таксистсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавӑн пирки «Про город» хаҫат тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗсем видео ӳкернӗ. Рейда тухнӑ специалистсем такси тесе ҫырнӑ машинӑсене чарнӑ, вӗсем маскӑсӑр водительсене тӗрӗсленӗ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра общество транспортӗнче маска тӑхӑнмалла. Лавккасенче те, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта та ҫавӑн пек. Апла пулин те йӗркене пурте пӑхӑнасшӑн мар. Пӗр енчен, кунӗпе маскӑпа ҫӳреме йывӑррине ӑнланма пулать-ха. Ҫав вӑхӑтрах ковид-уйрӑмӗсенче талӑкӗпе маскӑпа, ятарлӑ тумтирпе ҫӳрекен тухтӑрсем тӳсеҫҫӗ-ҫке...
Турцинчен таврӑннӑ Шупашкар хӗрарӑмне анализшӑн штрафланӑ. Тӗрӗсрех каласан, тӗрӗс мар анализшӑн явап тыттарнӑ.
Ют ҫӗршывран килекенсен кӑшӑлвирусран виҫӗ кун хушшинче тӗрӗсленсе ӗлкӗрмелле, ҫавӑн пирки патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнче пӗлтермелле.
Турцинчен килнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ ҫӳлтисем хушнине итленӗ-ха, пульницӑна кайнӑ. Анчах вӑл ИФА меслечӗпе тӗрӗсленнӗ. Ку мел организмра кӑшӑлвируса хирӗҫ ятарлӑ белок (вырӑсла ӑна антитела теҫҫӗ) пуррине палӑртма май парать. Хӗрарӑмӑн ПЦР мелӗпе тӗрӗсленмелле пулнӑ. Вӑл анализ ҫын чирленипе чирлеменнине кӑтартать.
Йӗркене административлӑ майпа пӑснӑ тесе хӗрарӑма суд 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула пӗрмай татӑлать. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр виҫӗ ҫын вилнӗ.
Ҫапла вара ку амак 164 ҫынна ьеш тӗнчене ӑсатнӑ. Ку вӑл – официаллӑ статистика ӗнентернӗ тӑрӑх.
Чӑваш Республики чирлекенсен йышӗпе лайӑх регионсен йышӗнче шутланать. Апла пулин те вирус пирӗн тӑрӑхра та хӑйне аван туять. Иртсе кайнӑ талӑкра кӑна ку чире тепӗр 64 тӗслӗх тупса палӑртнӑ.
Эпидеми пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра 10262 ҫын чирленине шута илнӗ. Халӗ кӑшӑлвирусран 1308 сипленет.
Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре кашни кунах кӑшӑлвирусран вилнӗ ҫынсем пулнӑ. Ҫав тапхӑртан пуҫласа 48 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе 161 ҫын кӑшӑлвирса пула вилнӗ.
Ку таранччен 10198 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 8701-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 63 ҫын чирленӗ, 39 ҫын сывалнӑ, 3 ҫын вилнӗ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 1336 ҫын килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫавна май тухтӑрсен ӗҫӗ кунра-кун йывӑрланать. Йывӑр лару-тӑрура вӗсене пулас медиксем, студентсем, пулӑшӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсене аслӑ шкулта е колледжра аслӑ курссенче вӗренекен студент-медиксем пулӑшӗҫ. Халӗ республикӑра нимеҫӗсен штабӗсене те йӗркеленӗ. Нимеҫӗсем тухтӑрсем валли транспорт хатӑрлеҫҫӗ, пациентсем патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, эмелсем илсе ҫитереҫҫӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӑс пухакан 70-е яхӑн студент тухтӑрсене «хӗрлӗ зонӑра» пулӑшма пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу бригадисенче те ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти медицина колледжӗн 50-а яхӑн студенчӗ поликлиникӑсенче медсестрасене пулӑшаҫҫӗ.
Раҫҫейре килте кӑшӑлвирусран амбулатори мелӗпе сипленекенсем валли резерв фондӗнчен 5 миллиард ытла тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ку укҫана килте сипленекен пациентсем валли тӳлевсӗр эмел пама уйӑраҫҫӗ.
Пульницӑра выртман ҫынсен чирӗ шала ан кайтӑр тесе сипленмелли схема палӑртаҫҫӗ. Тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене тӳлевсӗрех илме май пур. Ҫапла Раҫҫейре 640500 пациент тӳлевсӗр эмелсене тивӗҫмелле.
Михаил Мишустин премьер-министр резерв фондӗнчи укҫа-тенке регионсене кӗске вӑхӑтра ҫитерме хушнӑ. Чӑваш Ене 45 миллион та 829 пин те 500 тенкӗ килмелле.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран кашни кунах вилеҫҫӗ. 15 кунра 42 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ӗнер ав каллех вилнӗ – 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫапла ку таранччен 155 ҫын вируса парӑнтарайман.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 10074 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8554-шӗ сывалнӑ. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне республикӑра 1365 пациент пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе сипленнине шута илнӗ.
Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Сӑмах май, малашне пульницӑран кӑшӑлвирус анализӗ «минус» паллӑпа килмесӗрех киле ярӗҫ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вакцинацилеме пуҫланӑ. Хальлӗхе Хулари клиника центрӗн тухтӑрӗсене прививка тунӑ. Сӑмах май, халӗ центр ковид-госпиталь пек ӗҫлет.
Ку пульницӑна вакцина иртнӗ эрнерех ҫитнӗ. Анчах хальлӗхе вӑл нумай мар, тухтӑрсене кӑна прививка тӑваҫҫӗ. Хӑрушлӑх ушкӑнне кӗрекен тухтӑрсене пӗрремӗш вакцианцилеҫҫӗ. Ку йыша «Хӗрлӗ зонӑри» тата кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсемпе хутшӑнакан тухтӑрсем кӗреҫҫӗ.
Прививка тунӑ тухтӑрсене халӗ сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |