Чӑваш Енре юлашки кунсенче кӑшӑлвирусран сывалнисен йышӗ чаксах пынӑ. Шӑматкун 22 ҫын сывалнӑ, вырсарникун – 12 ҫын. Паян вара ултӑ пациент ҫеҫ сывалнине палӑртнӑ.
Юлашки талӑкра 25 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 8352 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Хальхи вӑхӑтра 1202 пациент сипленет.
Вилекенсен йышӗ ҫавӑн пекех – 85 ҫын. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин коэффициенчӗ 1,04-па танлашать.
Чӑваш Енре паянхи кун тӗлне 8327 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 7059-шӗ сывалнӑ. Шел те, 85-шӗн пурнӑҫӗ ҫак вируса пула татӑлнӑ.
Юлашки талӑкра 26 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Пӗр кунра 12 ҫын сывалнӑ. Палӑртмалла: кӑшӑлвируспа чирленисен 85 проценчӗ сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте 1183 ҫын сипленет. Аса илтерер: Чӑваш Енре кинотеатрсене, музейсене, ача пахчисене ӗҫлеме ирӗк панӑ.
Чӑваш Енре тепӗр икӗ ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 85 ҫынна ҫитнӗ.
Юлашки талӑкра чирлисен йышне тепӗр 27 ҫын кӗнӗ. Ку таранччен республикӑра 8275 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 70025-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 51 пациент вируса парӑнтарнӑ.
Паянхи кун тӗлне 1165 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Республикӑра каварлӑ вирус сарӑлнин индексӗ 1-рен иртнӗ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран тумалли вакцинӑн пӗрремӗш партине илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Палӑртмалла: Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вакцинӑна ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче регистрациленӗ. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӑна ҫӗршыври регионсене илсе ҫитермелле пулнӑ. Чӑваш Ене пӗрремӗш парти ҫитнӗ ӗнтӗ.
Чи малтан харушлӑх ушкӑнне кӗрекен медӗҫченсене прививка тӑвӗҫ.
Республикӑра кӑшӑлвирусран вилекенсем татах пулнӑ. Юлашки талӑкра икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа килекенсен йышӗ 83-е ҫитнӗ.
Кунсерене чирлисен йышне 25-30 ҫын хушӑнса пырать. Паянхи кун тӗлне республикӑра 8219 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 6926-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 36 ҫын чире парӑнтарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра 1210 ҫын чирлет. Кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,91-пе танлашать.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗ лексен ҫын ӑна 90 кун хушши кӑларса тӑрать. Ҫапла пнлтернӗ Роспотребнадзор пуҫлӑхӗ Анна Попова. Вӑл Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн президиумӗнче тухса калаҫнӑ.
COVID-19 инфекцийӗнчен вилессипе пирӗн ҫӗршыв тӗнчере 106-мӗш вырӑн йышӑнать, 100 пин ҫын пуҫне чирлекенсен шучӗпе – 40-мӗш вырӑн.
Раҫҫейӗн тӗп санитари врачӗ Анна Попова шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус инфекцийӗ малашне те сарӑлӗ. Йӑлтах хӑй тӗллӗн иртсе кайӗ теме май ҫуккине пӗлтернӗ вӑл.
Кӑшӑлвирусран сывалсан та вирус 90 кун хушши тухса тӑрать иккен. Маларах кун пирки ют ҫӗршывсенчи тӗпчевсем палӑртнӑ, пирӗн патра 48 кун тесе пӗтӗмлетнӗ.
Паянхи кун тӗлне тепӗр 2 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ӗнер кӑна инфекцие пула 1 ҫын вилнине пӗлтернӗччӗ. Ҫапла майпа вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 79 ҫынна ҫитнӗ.
Пӗтӗмпе республикӑра 8145 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 6847-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 3 ҫын ҫеҫ вируса парӑнтарнӑ. Чирленисен йышӗ пӗр талӑкра 24-ӑн пулнӑ.
Паянхи кун тӗлне 1219 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесе вилнисен йышӗ 77 ҫынна ҫитнӗ. Паян тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ каварлӑ вируса пула татӑлни пирки пӗлтернӗ. Палӑртмалла: юлашки кунсенче кӑшӑлвируса вилнисем ҫине-ҫинех пулчӗҫ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 8121 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 6844-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 37 ҫын чире парӑнтарнӑ. Пӗр талӑкра чирлисен йышне 25 ҫын хушӑннӑ.
Паянхи кун тӗлне 1200 ҫын пульницӑра тата килте кӑшӑлвирусран сипленет.
Кӑшӑлвирусран каллех тепӗр ҫын вилнӗ. Республикӑра виҫӗ кун ӗнтӗ ҫак инфекцие пула пӗрер ҫын пурнӑҫран уйрӑлнине палӑртаҫҫӗ. Ҫапла ку таранчччен вилнисен йышӗ 76-а ҫитнӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа 8070 ҫын инфекциленнӗ. Паянхи кун ку йыша 27 ҫын хушӑннӑ. Вӗсенчен 6703-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 35 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 1291 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Аса илтерер: кӗҫех Чӑваш Енре кинотеатрсем те уҫӑлӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкулта икӗ ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсем ҫемйипе Турцире каннӑ, унтан килсен анализ панӑ, анчах кӑтартӑвне кӗтсе илмен – ҫаплипех шкула ҫӳренӗ. Юлашки хутчен вӗсем унта авӑнӑн 3-мӗшӗнче пулнӑ.
Анализ кӑтартӑвӗ халӗ паллӑ ав – ачасен кӑшӑлвирус пур. Вӗсем класри тантӑшӗсемпе хутшӑннӑ. 19-мӗш шкулти 3-мӗш «Б» класа (унта 27 ача вӗренет) тата 9-мӗш «Б» класа (унта 20 ача ӑс пухать) хупма тивнӗ. Ачасене изоляци тунӑ, вӗсем дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Шкулта вара дезинфекци тунӑ.
Авӑнӑн 8-мӗшӗнче Сосновкӑри 10 ҫулти ача чирленине палӑртнӑ. Вӑл инфекциленнӗ тӑванӗсемпе хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |