Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкулта икӗ ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсем ҫемйипе Турцире каннӑ, унтан килсен анализ панӑ, анчах кӑтартӑвне кӗтсе илмен – ҫаплипех шкула ҫӳренӗ. Юлашки хутчен вӗсем унта авӑнӑн 3-мӗшӗнче пулнӑ.
Анализ кӑтартӑвӗ халӗ паллӑ ав – ачасен кӑшӑлвирус пур. Вӗсем класри тантӑшӗсемпе хутшӑннӑ. 19-мӗш шкулти 3-мӗш «Б» класа (унта 27 ача вӗренет) тата 9-мӗш «Б» класа (унта 20 ача ӑс пухать) хупма тивнӗ. Ачасене изоляци тунӑ, вӗсем дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Шкулта вара дезинфекци тунӑ.
Авӑнӑн 8-мӗшӗнче Сосновкӑри 10 ҫулти ача чирленине палӑртнӑ. Вӑл инфекциленнӗ тӑванӗсемпе хутшӑннӑ.