ЧР спорт министрӗн пӗрремӗш экс-ҫумне саккуна пӑсса йывӑҫ каснӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна колоние ӑсатнӑ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи раштавччен должноҫӗпе усӑ курнӑ, хӑй лайӑх ӗҫленине кӑтартас тенӗ. Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне вӑхӑтра юсаса пӗтермелле пулнӑ-ҫке-ха. Ҫавна май экс-ҫум подряд организацийӗсен ертӳҫисене биатлон центрӗ тумалли вырӑнта йывӑҫсене касма ирӗк панӑ. Ҫапла майпа пӗтӗмпе 20 ытла гектар ҫинчи йывӑҫсене каснӑ.
Министрӑн экс-ҫумӗ саккуна пӑснине палӑртнӑ. Вӑл 10 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ. Куншӑн ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне унӑн патшалӑх службинче 2 ҫул та 6 уйӑх ӗҫлеме юрамӗ
Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен юсанмалли колонире «Аврора» ятлӑ реабилитаци центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл тӗрмерен тухиччен ҫур ҫул юлнӑ хӗрарӑмсене ирӗкри пурнӑҫа таврӑнма пулӑшать.
Реабилитаци центрӗпе «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем паллашнӑ. Унта пӳлӗмсем хӑтлӑ, таса, вырӑн таврашӗ шап-шурӑ. Тренажер залӗ, тӗпел пур. Вӗсене кура юсанмалли колоние лекнӗн те туйӑнмасть.
Алкогольпе, наркотикпе туслӑ пулнӑ 10 хӗрарӑм ирӗке тухиччен центрта пурӑнӗҫ. Центр тӗллевӗ – хӗрарӑмсене пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси, вӗсем йӗплӗ пралук леш енне тек ан таврӑнччӑр.
Акӑ Элеонора 15 ҫултах наркотик тутаннӑ. Халӗ вӑл 35-ре, ҫамрӑкскер тӗрмене иккӗмӗш хут лекнӗ. Реабилитаци центрне вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе пынӑ. Вӑл 15-ри хӗрӗшӗн тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӗллевленет, лешӗ ӑна ирӗкре питӗ кӗтет.
Центра ахаль лекеймӗн суйлав витӗр тухмалла. Унта хӑйсене лайӑх тытакансем ҫеҫ лекееҫҫӗ. Палӑртмалла: Раҫҫейре кунашкал центр 2007 ҫулта уҫӑлнӑ. Халӗ унашкалли пӗтӗмпе – 18.
Арҫын Улатӑр районӗнчи 8-мӗш колони-посление лекнӗ. Анчах айӑплавне пурнӑҫланӑ чухне вӑл ӗҫлеме хирӗҫленӗ.
Ҫавна май вӑл йӗркене пӑснӑ тесе йышӑннӑ, штраф изоляторне ӑсатнӑ. Изоляторта вара уншӑн федераци хыснинчен 5 пин тенкӗ тӑкакланӑ: апат ҫитернӗ тата ытти те. Куншӑн айӑпланнӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчен тытса юлмалла пулнӑ, анчах унта укҫи ҫук.
Хайхи арҫын ирӗке тухнӑ. Анчах патшалӑх учрежденийӗнче янтӑ пурӑннӑшӑн тӳлемех тивет ҫав – прокуратура ун тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратнӑ. Миравай судья прокуратурӑпа килӗшнӗ, айӑпланнӑ ҫынран укҫа шыраса илмелле тунӑ.
РФ Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем айӑпланнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл Улатӑрти 8-мӗш колони-поселенирен тухса тарнӑ.
Чӑннипе, колони-поселенире йӗрке ҫирӗпех мар. Унта лекнисем тухса ҫӳреҫҫӗ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, вӗсене хуралламаҫҫӗ. Иртен пуҫласа каҫчен айӑпланнисем ирӗклӗнех ҫӗрееҫҫӗ. Анчах вӗсен колони вырнаҫнӑ муниципалитет территорийӗнчен тухса кайма ирӗк ҫук. Ӗҫпе е вӗренӳпе ҫыхӑннӑ тӑк айӑпланнисем граждан тумне тӑхӑнма, хӑйӗн ҫумӗнче укҫа тата хаклӑ япала йӑтса ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Паян ирхи 8 сехет те 15 минутра Улатӑрти колони-поселенире пурне те шутланӑ чухне пӗри курӑнман. Вӑл ӑҫта пулнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти юсанмалли 1-мӗш колони ҫывӑхӗнче арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл колоние юраман япаласене кӗртме хӑтланнӑ. Кун пирки РФ Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Арҫыннӑн пилотсӑр вӗҫекен аппарат ҫумра пулнӑ. Шӑпах унпа усӑ курса вӑл колоние юраман япаласене кӗртесшӗн пулнӑ. Унран 2 телефон, 4 зарядник, 4 usb-кабель, 1 сим-карта, 1 флешка, 1 портативлӑ камера туртса илнӗ.
Арҫын тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырнӑ. Материала суда ярса панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире пулнӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республика ертӳҫи колонире тӑрӑшакансен ӗҫ условийӗпе тата айӑплава колонире ирттерекенсен ӗҫӗпе паллашнӑ. Асӑннӑ учрежденире ларакансенчен кашнинех ӗҫлет иккен. Колонире ҫӗвӗ производстви, трикотаж тата тӗрӗ участокӗсем пур. Унта 165 тӗрлӗ япала кӑлараҫҫӗ. Нефть, газ тытӑмӗсенче, хуралта тӑрӑшакансем валли тумтир ҫӗлеҫҫӗ.
Колонин хушма хуҫалӑх та пур. Унта ҫӗрулми, хӗрлӗ кӑшман, нумай ҫул ӳсекен курӑк туса илеҫҫӗ. Учрежденире 1994 ҫулта уҫнӑ «Дока-хлеб» (чӑв. Дока-ҫӑкӑр) пӗчӗк пекарньӑра хӑйсем валли ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ.
Айӑплава колонире ирттерекенсем ӗҫленине Михаил Игнатьев ырланӑ.
Улатӑр хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхне Михаил Марискина суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 8 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха. Унӑн экс-ҫумне Олег Добрынина тата Елена Басюка (ЖКХ управленийӗн экс-директорӗ) та айӑпланӑ, анчах Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май йышӑннӑ амнистипе килӗшӳллӗн айӑплава сирнӗ.
Суд тата следстви акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: 2008-2009 ҫулсенче вӗсем хулана 1 миллион та 600 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫак укҫана подряд организацисене фиктивлӑ ӗҫшӗн куҫарса панӑ. Укҫа-тенке ТСЖра капюсав евӗр пуҫтарнӑ.
2011 ҫулхи ҫулла тата кӗркунне Марискин хӑйӗн пӗлӗшӗсене тӑватӑ ҫӗр лаптӑкне ҫурт хӑпартмашкӑн панӑ. Ытти ҫынсене (вӗсем те ку ҫӗрпе кӑсӑкланма пултарнӑ) участока парасси пирки пӗлтермен. Экс-пуҫлӑхӑн пӗлӗшӗсем ҫав лаптӑксене йӳнӗрехпе туяннӑ.
Ҫӗрпӳ хулинчи следстви изоляторӗнче пӗр кун харӑсах икӗ пӑтӑрмах пулнӑ: айӑплакансенчен пӗри куҫсӑр тӑрса юлнӑ, тепри вилсе кайнӑ. Кун ҫинчен «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
Раҫҫей ФСИНӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмахсем пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Айӑпланакансенчен пӗри, ун тӗлӗшпе вуланӑ приговор вӑя кӗме ӗлкӗреймен, хӑйне хӑй амантса куҫсӑр тӑрса юлнӑ. Апла пулин те ӑна медицина пулӑшӑвӗ пама ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл сипленет. Тепӗр айӑпланакан вара сывламах чарӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн кӗлетки ҫинче суран тавраш пулман, ҫавӑнпа ӑна никам та пусмӑрламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ахӑртнех, унӑн чӗри чирлӗ пулнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ӗҫ-пуҫа тӗрӗс хаклас тӗллевпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, ҫавна май мӗн пур материала следстви органӗсене панӑ.
Шупашкарти Лапсар проездӗнче ҫӗнӗ следстви изоляторӗ хута каять. Анчах ӑна патшалӑх килӗшӗвӗнчи йӗркене пӑсса хӑпартнӑ-мӗн. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ.
«СМУ-13» предприяти директорӗн строительство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, УФСИНӑн строительство тата юсав енӗпе ӗҫлекен экс-пуҫлӑх тата юсанмалли 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн экс-ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑпланакансем пӗрле калаҫса татӑлнӑ та проект документацийӗпе килӗшсе тӑман хатӗр-хӗтер илсе килнӗ. Ҫапла майпа вӗсем федераци хыснине 7 миллион та 600 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.
Айӑпланакансем айӑпне йышӑннӑ, ӗҫӗ уйрӑм йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӗсен 5 автомобильне (пӗтӗмӗшле хакӗ – 6 миллион тенкӗ) арестленӗ.
Иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пӑкӑян ялӗнче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын ентешӗпе эрех ӗҫнӗ. Ӳсӗрӗлсе кайнӑскерсен хирӗҫмелли сӑлтав тупӑннӑ. Кил хуҫи хӑнана ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ.
Арҫын преступлени йӗрне пӗтерес тесе вилене тӗп сакайне чавса чикнӗ, унӑн тумтирне вара ҫунтарса янӑ.
Кӗҫех 59-ти арҫын патне полицейскисем килнӗ, унпа пӗрле эрех ӗҫнӗ ҫынна шыранӑ. Лешӗ суйнӑ-ха, анчах пакунлисем ӑна ӗненмен.
Арҫын полиграфпа тӗрӗсличчен хӑй преступлени тунине йышӑннӑ. Ҫак кунсенче вӑл суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |